Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче "Шупашкар-Арена" пӑр керменӗнче Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫаҫҫӗ. Ҫавна май 11 аукцион ирттернӗ, организацисемпе килӗшӳсем тунӑ.
Телейлӗ ачалӑха уҫма 11 миллион та 227 пин те 800 тенкӗ тӑкаклӗҫ. Тӗслӗхрен, пӑр керменне тара илме 727,2 пин тенкӗ кайӗ, 1 миллион та 200 пин тенкӗ - сцена хатӗрлеме, 2 миллион та 800 пин тенкӗ - майпингпа видеопроекци валли.
Куславкка районӗнчи тӳре-шара ӗҫ законодательствине пӑснӑ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене тата учрежденийӗсене пӗтернӗ май ҫынсене ӗҫрен кӑларса янӑ чухне вырӑнтисем ӗҫ саккуне тивӗҫлипе пӑхӑнман. 8 ҫынна тӳлемелли 140 пин тенке, сӑмахран, вӑхӑтра паман. Ҫынна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан документсене ҫырнӑ чух та кӑлтӑксем тупӑннӑ.
Ҫитменлӗхсене асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ яваплисем тӗлӗшпе хутсем ҫырнӑ, административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, 1 ҫыннӑн интересне хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм биржӑра укҫа тӑвас тесе улталаннӑ.
48 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 1 миллион та 100 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, 31 ҫулти — 2 миллион та 700 пин тенкӗ.
31 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче инвестици компанийӗн пӗлтерӗвне асӑрханӑ. Фирма укҫа хывса тупӑш курма сӗннӗ. Хӗрарӑм сайтра заявка хӑварнӑ хыҫҫӑн ун патне кӗҫех менеджер шӑнкӑравланӑ.
Хӗрарӑм темиҫе кредит илсе ултавҫӑсене 2 миллион та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 48 ҫултьи хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ.
Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе республикӑри Финанс пӗлӗвӗн центрӗ чӑвашла буклетсем хатӗрленӗ. Вӗсене ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсем патне ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Ултавҫӑсен капкӑнне ҫынсем пӗрмаях ҫыхӑнаҫҫӗ. Ырӑ мар шухӑшлисем ҫынна темле те хӑратаҫҫӗ. Ҫав шутра — «сирӗн счет ҫинчен Тӑван ҫӗршыва хирӗҫле тӗллевпе укҫа куҫараҫҫӗ» йышши улталаса та. Ҫапларах мелпе хӑратнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫын укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсене 64 ҫулти кинемей 200 пин тенкӗ, 40 ҫулти хӗрарӑм 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫын шучӗпе пуйма юратакансем пуртан ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентекен буклетсене чӑвашла та пичетленӗ.
Шупашкарта пая кӗрсе хваттер туяннӑ ҫын застройщикрен суд урлӑ укҫа илнӗ.
Вӑл 2018 ҫулта "А101" организаци тӑвакан ҫуртра хваттер илнӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, хваттере 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кая мар туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах застройщик уҫҫине 2022 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче кӑна панӑ.
Хваттер хуҫи куншӑн ҫав организацие суда панӑ. Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ организаци ӑна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ, 355 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Ене Донбаспа Херсон тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ 20 ҫемье хваттерлӗ пулнӑ. Пирӗн патра ҫапла майпа 20 ҫемьери 31 ҫын тӗпленнӗ. Патшалӑх вӗсене ҫурт-йӗр сертификачӗсем валеҫсе панӑ. Ҫурт-йӗр сертификатне туянма вӗсем хӑйсем кӑмӑл тунӑ. 20 ҫемьене ҫурт-йӗр сертификачӗ илме хыснаран 63,5 млн тенкӗ уйӑрса панӑ.
Сертификат илме заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Ют регионта 14 миллион тенкӗ сертификат илнисенчен 5 ҫемье пирӗн патра хваттер туянма кӑмӑл тунӑ.
Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа мӑнукӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пулӑшма пултарать имӗш, анчах куншан укҫа памалла.
Ку пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненмен. Лешӗ унран 1,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ, укҫа парсан мӑнукне пулӑшма шантарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара ултавҫӑсене кунашкал историсене пӗрре мар илтнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӗненмен те, кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кӑҫал республикӑра 40 шыв башнине юсама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
ЧР Строительство министерстви конкурспа 40 яла палӑртнӑ. Вӗсенче шыв башнисене улӑштарӗҫ. Уйӑрнӑ субсидие 5 района пайласа парӗҫ: Элӗк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсене.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти лавккара ӗҫлекен хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл директор пулнине пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, лавккана реклама баннерӗ илсе килеҫҫӗ, уншӑн васкавлӑ укҫа тӳлемелле имӗш.
Сутуҫӑ банкомата кайса счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫав палламан ҫын лавкка директорӗ пулманнине вӑл кайран тин пӗлнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 60 ҫулти арҫын нумаях пулмасть больницӑна лекнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл пӗр ялта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма банк карттине вӑхӑтлӑха шанса панӑ, унпа вӑл хӑйӗн валли апат-ҫимӗҫ туянма ыйтнӑ.
Арҫын больницӑра сипленнӗ чухне унӑн картти ҫинчен 80 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Ҫавна вӑл кайран ҫеҫ пӗлнӗ-ха. Асӑннӑ суммӑран ҫуррине банкоматсенче илнӗ, ыттине тӗрлӗ лавккара тавар туянса пӗтернӗ.
31 ҫулти хӗрарӑм хӑй тытнине йышӑнасшӑн пулман-ха, анчах йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене тишкернӗ. Ҫын укҫине хапсӑнакан тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |