Куславккара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма улталанасран банк ӗҫченӗсем тем пекех тытса чарма хӑтланнӑ.
Ҫулланнӑ ҫав ҫын нумайӑшӗ ҫакланакан капкӑнах лекнӗ. Ун патне ултавҫӑсем шӑнкӑравласа банкра упракан укҫӑра ҫухатма пултаратӑр хӑратнӑ. Хӑйсемпе ҫав этемсем право хуралӗн тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен вӗсем сӗннӗ пек тумалла тесе ӗнентернӗ.
Сӑмах май каласан, счет ҫинчи 900 пин ытла тенке хӗрарӑм ют ҫынсене тӳрех куҫарса парайман — шанчӑксӑр операцие кредит учрежденийӗсем чарса лартнӑран хӗрарӑм пӗр банкоматран тепӗр ҫӗре ҫитнӗ, унтан кӳршӗллӗ региона тухса вӗҫтернӗ. Унта вӑл хӑйӗн туприне ҫичӗ ютсене куҫарса панӑ-панах.
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине уявланӑ май логотип суйлассине пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмпе конкурса 76 ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен 4-шӗ иккӗмӗш тапхӑра куҫнӑ. Вӗсенчен чи лайӑххине суйлӗҫ те.
Пӗр ӗҫ Чӗмпӗр облаҫӗнчен пулнӑ. Ыттисем - пирӗн республикӑран. Конкурса ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ.
Чи лайӑх логотипа ҫитес эрнере суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнче ӗҫлекен водительсем хӑйсен кӑмӑлсӑрланӑвне видео ҫине ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ. Яваплисенчен темиҫе хутчен те ыйтни усси пулман. Ушкӑнпа пухӑнса ҫӑхав ҫырнӑ хыҫҫӑн вӗсене премисӗр хӑварнӑ.
Ӗҫлекенсем ҫитменнипе васкавлӑ пулӑшу машинисем вырӑна каясси тӑсӑлса каять иккен, апла пулин те хут ҫинче 20 минут тесе кӑтартаҫҫӗ.
Видеона курнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ ку лару-тӑрӑва хай тӗрӗслеме шантарнӑ.
Чӑваш Енре ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприятисемпе организацисем паян кун та пур. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне илсен, ӗҫ укҫин парӑмӗ — 26,4 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑна 18 организацире пухса тултарнӑ, пурӗ 694 ҫын шалу кӗтсе пурӑнать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни.
Республикӑн Ӗҫ инспекцине кӑҫалхи икӗ уйӑхра ӗҫ укҫин парӑмӗ пирки 74 ҫын ҫӑхавланӑ. Яваплисем тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ ирттернӗ хыҫҫӑн предприяти-организацисем 127 ҫын умӗнчи 7,3 миллион тенкӗ парӑма тӳлесе татнӑ.
Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Йошкар-Олари аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнчен суда тавӑҫ тӑратса 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Вӑрнарти предприяти вӗсенни евӗр этикеткӑпа усӑ курнӑ-мӗн.
Ку тушенкӑна пырса тивет. Йошкар-Олари комбинат палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрлӗ-сарӑ йӗрлӗ этикеткӑсемпе малтан вӗсем усӑ курма пуҫланӑ, ҫакна йӗркепех ҫирӗплетнӗ. Анчах Вӑрнарти комбинат та ҫавнашкалтарах этикеткӑсемпе усӑ курнӑ.
Икӗ предприяти килӗшӳ тупса калаҫса татӑлнӑ: Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ текех ун пек этикеткӑсемпе усӑ курмӗ. Вӗсем Йошкар-Оларине 5 миллион мар, 150 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫав тушенкӑна ҫур ҫулта суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнчен кӑлармалла. Ҫак условисене пӑссан тата 300 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Пушӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен серепине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ.
Ун патне темле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш. Хӗрарӑма укҫана банка кайса илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кредит илме ыйтнӑ.
Ҫапла хайхискер палламан ҫынна 3,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 219 пин тенки унӑн хӑйӗн пухни пулнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын «Спортлотора» выляса 4 миллион тенкӗ илнӗ. Вӑл – 69297-мӗш участник.
Пирӗн ентеш 4 миллион тенкӗ те 188 тенкӗ выляса илнӗ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: вӑл укҫана илме документсене тӑратман. Ҫак ҫын мобильлӗ сарӑмра 60 тенкӗпе билет туяннӑ иккен.
Лотерея йӗркипе килӗшӳллӗн, билетри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ретсенчи пӗтӗм хисепсене пӗлмелле. Чӑваш Ен ҫынни вара пурне те тӗрӗс палӑртса миллионер пулса тӑнӑ.
Республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗркуннеччен ҫине тӑрсах кӗрешесшӗн. Пӗлтӗр вӑл 839,2 гектар ҫинче сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал вара лаптӑк 12 процент нумайланӗ - 938 гектарпа танлашӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ытларах Етӗрне, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче вӑл сахалрах сарӑлнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче вара ҫак курӑк ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑранпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Ку тӗллевпе 20,9 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Шупашкарта хваттер тара илсе пурӑнакан пӗр ушкӑн Китайри каччӑсене улталаса пурӑннӑ. Вӗсем пирки федераци каналӗпе "Экстренный вызов 112" те кӑтартнӑ.
Хайхискерсем Китай Халӑх Республикинчи арҫынсене 3 миллион ҫурӑлӑх улталанӑ. Вӗсен хваттерӗнче йӗрке хуралҫисем ноутбуксем, телефонсем, банк карттисем тупнӑ. Ҫак ҫынсем Раҫҫей хӗрӗсемпе паллашассишӗн ҫунакан Китай арҫыннисене улталанӑ. Вӗсем Китайри Ухань, Синин, Ганьчжоу хулисенче пурӑнакан 42-56 ҫулсенчи арҫынсене улталанӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |