Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: телефонсем

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман.

Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.

 

Экономика
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра йӑлара усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр тата электроника хакланасси пирки систереҫҫӗ.

Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем ҫывӑх вӑхӑтра 10-15 процент ӳссе кайӗҫ. Ҫакӑ ноутбуксене, планшетсемпе смартфонсене уйрӑмах пырса тивӗ. Хак хӑпарни тенкӗ хӑй хакне ҫухатнипе ҫыхӑннӑ.

Хуласенчи лавккасенче хаксене ҫитес эрнере ылмаштарма тытӑнӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫӑмӑл автомашинӑсем ҫулла тата кӗркунне 5-10 процент хакланӗҫ. Ҫакӑ та ҫӗртме уйӑхӗнченпе Раҫҫей валюти хӑй хакне ҫухатнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ют ҫӗршывран килекен саппас пайсен тата автомобильсен хакӗ ӳссе кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/160044
 

Пӑтӑрмахсем
 electrogor.ru сӑнӳкерчӗкӗ
electrogor.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти пӗр арҫын 8 пин тенкӗ тӑракан телефонне ҫухатнӑ. 33 ҫулти арҫын Энтузиастсен урамӗнчи гараж комплексӗнче пулнӑ. Телефона водитель алӑкне питӗрсе илмен машинӑри прибор панелӗ ҫинче 20 минутлӑха хурса хӑварнӑ.

Хаклӑ япалана Етӗрне районӗнчи 25 ҫулти каччӑ вӑрласа кайнӑ иккен. Вӑло ӑна телефон юсакан ӑстана сутса янӑ.

Телефона халӗ хуҫине тавӑрса панӑ.

Вӑрӑ ӗҫӗпе унччен те пӑтӑрмаха темиҫе хутчен ҫакланнӑ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна икӗ арҫын чаплӑ телефон туянма сӗннӗ. Телефона хӗрарӑм 35 пин тенкӗпе илнӗ. Киле ҫитсен уҫса пӑхать те — паллӑ брендӑн копийӗ иккен.

Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Тавара сутаканӗсем Самар облаҫӗнчи Жигулевск хулинчи 27 ҫулти каччӑпа Тольяттинчи 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӗсене халӗ тытса чарнӑ.

Йӳнӗ телефонсене вӗсем Мускавра пурӗ 17 штук туяннӑ. Пӗриншӗн 4 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта 35 пиншер тенкӗпе 3 телефон сутнӑ.

Самар тӑрӑхӗнчи ҫынсем тӗлӗшпе ҫынна улталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем видеокамера объективне лекнӗ хӗрлӗ курткӑллӑ арҫынна телефон вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 10 сехет те 30 минут хушшинче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра «ГАЗель» автомашина Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ларнӑ. Унпа илсе килнӗ тавара водительпе унӑн ӗҫтешӗ пушатнӑ. Карас телефонӗ кабинӑра выртнӑ. Машинӑна пушатса пӗтерсен телефон хуҫи ҫыхӑну хатӗрӗ ҫуккине асӑрханӑ. Япала ҫухални ҫинчен вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ.

Пакунлисем видеокамера объективӗ ҫине лекнӗ арҫынна шанмаҫҫӗ. Вӑл хӗрлӗ курткӑпа пулнӑ. Ӑна палласа илнисене 73-80-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Андрей Павелин чӑваш алфавитне телефонпа вӗренмелли программа шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре Шупашкарти «Кванториум» технопарка ҫӳрекен ачасем те пулӑшнӑ.

Вӗренекенсем малтан проект хатӗрленӗ. Унтан ӑна компьютер чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем ака уйӑхӗнче ҫеҫ тума тытӑннӑ. Программӑна 3-6 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Телефонри сарӑм саспаллисене, хисепсене, тӗссене чӑвашла вӗрентет.

Ку сарӑм шкулта та усӑ курма меллӗ, чӑваш чӗлхи урокӗсене кӑсӑклӑ ирттерме пулӑшӗ. Ҫавӑнпа ку проекта ЧР Вӗренӳ министерствине сӗнсе пӑхасшӑн. Халӗ ачасен сарӑма чӑвашла калаҫтарма вӗрентмелли ҫеҫ юлнӑ. Чӑвашла сарӑма ҫитес вӑхӑтра пурте телефон ҫине лартма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15848
 

Тӗнчере

Смартфонсем валли кӑҫал ҫӗнӗ приложени тухмалла. «Амикуму» ятлӑскер пӗр-пӗр чӗлхене пӗлекене шыраса тупма пулӑшмалла. Андроид тата iOS валли хатӗрленӗскере утӑ уйӑхӗ тӗлне кӑларасшӑн. Ҫӗнӗ приложенипе пуш уйӑхӗнче те паллашма пулать — вӑл вӑхӑтра унӑн тӗрӗслев тапхӑрӗ пырӗ, ҫавна пула «Амикуму» эсперантолла кӑна пулӗ.

Амикуму мӗнле ӗҫлӗ? Енчен те, сӑмахран, сире пӗр-пӗр тутарла пӗлекен ҫын кирлӗ пулса тӑчӗ пулсан ятарлӑ пускӑч ҫине пуснӑ хыҫҫӑн приложение тутарла пӗлекен ҫывӑхри ҫынсене тупса парӗ. Сирӗн вара ҫав ҫынпа ҫыхӑнасси кӑна юлӗ.

Калама кӑмӑллӑ — ытти чӗлхесемпе пӗрлех унӑн интерфейсӗ чӑвашла та пулӗ. Пирӗн чӗлхеллӗ верси чи малтан кӗртнисен йышӗнче пулӗ.

Амикуму приложенине тума укҫана Кикстартер платформа урлӑ пухнӑ. Пурӗ 27 пин евро пуҫтарнӑ (1,8 млн тенкӗ). Пулӑшакансем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесенчен пулни паха — Раҫҫейрисем 7-мӗш вырӑнта пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-48481616_513
 

Чӑваш чӗлхи

iPhone тата iPad хатӗрсен хуҫисем валли те Чӑваш клавиатурине хатӗрленӗ. Ӑна системӑна кӗртнӗ хыҫҫӑн вӑл хуть те хӑш проложенире ӗҫлеме пултарать. Пускӑч хӑмин ҫутӑ тата тӑттӗм варианчӗсем пур.

Приложение уҫласа илсе вырнаҫтарма iTunes лавкки урлӑ май пур. Вӑл тӳлевлӗ, хакӗ 149 тенкӗ.

ПРиложени страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх клавиатурӑна хатӗрлекенӗ Андрей Фетисов шутланать. Релизӗ пӗлтӗрхи ҫул вӗҫленсе пынӑ чухне пулнӑ — раштавӑн 29-мӗшӗнче. Чӑвашла пускӑч хӑмине вырнаҫтарас тесен iOS 8.0 е унтан ҫӗнӗреххи кирлӗ пулӗ.

Аса илтеретпӗр, Android-па уҫӑ куракансем валли чӑвашла клавиатура хальхи вӑхӑтра темиҫе вариантпа та пур. Вӗсем пур те тӳлевсӗр. Мӗнле вырнаҫтармаллине пирӗн сайтри информаципе усӑ курса пӗлме пулать.

 

21 ӗмӗрти ҫын хӑйӗн пурнӑҫне карас телефонсӑр курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Мӗнле-ши малтан этем карас телефонӗсерех пурӑннӑ?» — тӗленеҫҫӗ кӑна хальхи ӗмӗрӗн ҫыннисем.

ESET вируссемпе кӗрешекен компани «Сирӗн телефонта чи хаклӑ информаци мӗн вӑл?» ыйтупа ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Тӗпчеве социаллӑ тетелте тунӑ, унта 2 000 яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хутшӑнакансен 56% хӑйсен телефонӗнче номерсен кӗнекине, 20% — телефонра упранакан SMS-ҫырусене, сӑнӳкерчӗксемпе видеороликсене хаклать. Сасӑлава хутшӑнакансен 9% карас телефонӗ ҫинчи электронлӑ библиотекӑпа юрӑсен пуххине, 6% — Тӗнче тетелӗнче укҫа тӳлемелли даннӑйсене ҫухатасран хӑрать. Юлашки 5% — почтӑна кӗрейменнинчен тата 4% — ӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑрттӑн хыпарлав сарӑлассинчен кулянать.

Ҫапла майпа ыйтӑма хутшӑнакансен ытларах пайӗ хӑйсен телефонӗсем ҫинче ҫыхӑну контакчӗсене хакланине, вӗсене ҫухатма хӑранине кӑтартса панӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ