Красноармейски районӗнче пурӑнакан кинемей тахҫан вилнӗ ывӑлӗшӗн компенсаци илес тенӗ. Анчах ултавҫӑсен серепине лекнине кайран тин ӑнланнӑ.
Юпа уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ пурӑннӑ чухне ултавҫӑсен аллине лекнӗ, халӗ лешсене тытса чарнӑ. Куншӑн амӑшне 200 пин тенкӗ компенсаци параҫҫӗ-мӗн. Анчах 7,5 процентне ҫар ҫыннисене пулӑшмашкӑн куҫарса памалла имӗш.
Хӗрарӑм 15 пин тенкӗ куҫарса парсанах палламан ҫын телефонне тытма пӑрахнӑ.
2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра пуйӑспа ҫӳрекенсен ҫул укҫишӗн ытларах кӑларса хума тивӗ. Сӑмах аякка илсе ҫӳрекен плацкарт тата пӗтӗмӗшле вакунсем пирки пырать. Федерацин монополипе кӗрешекен служби хака 8,1 процент ӳстерме ирӗк панӑ.
2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен плацкартри хаксем 4,3 процент ӳснӗ, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 6,25 процент.
«Купе», «СВ» тата «люкс» вакунсенче хак ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнчен, эрнерни хӑш кун пулнинчен, халӑх билетсене епле туяннинчен килет.
Ӗнер Шупашкарти 79 ҫулти хӗрарӑм патне темле хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑй макӑрнӑ. Ватӑскер ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне йышӑннӑ. Лешӗ йӗре-йӗре ҫул урлӑ каҫнӑ чухне инкеке лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун айӑпӗпе авари пулнӑ, водитель реанимацире выртать-мӗн. Куншӑн ӑна явап тыттарӗҫ иккен. Ҫав вӑхӑтрах кинемейпе арҫын калаҫма пуҫланӑ. Вӑл полицейски имӗш. Хайхискер кинемее хӗрне явапран хӑтарма шантарнӑ, куншӑн 1 млн тенкӗ ыйтнӑ.
Ватӑ хӗрарӑмӑн 500 пин тенкӗ кӑна пулнӑ. Вӑл укҫана палламан ҫынна тыттарса янӑ. Упӑшкипе калаҫсан, хӗрӗ патне шӑнкӑравласан тин вӑл ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ.
Шупашкарти арҫын банк карттин выписки илнӗ те счет ҫинчен 19500 тенкӗ ҫухалнине курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайса кун пирки пӗлтернӗ.
Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын тепӗр арҫынпа ют региона шапаша ҫӳренӗ. Хайхискер пӗррехинче ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне хӑна пӗлӗшӗн телефонне йӑтса кайнӑ. Экран ҫинче вара пароль пулман.
Хайхискер банк сарӑмӗпе усӑ курса унӑн укҫине хӑйӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ.
45 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна палӑртмалла: вӑл - алимент парӑмҫи, тӗрмерен ҫулталӑк каялла тухнӑ.
Уяв кунӗсенче нумайрах каннӑ май тивӗҫлӗ канури ҫынсем пенси укҫине маларах илӗҫ. Кун пирки Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Чӳкӗн 5-мӗшӗнчен пенсие графикпе килӗшӳллӗн валеҫме тытӑнӗҫ. Банка 5-7-мӗшӗсемшӗн чӳкӗн 3-мӗшӗнче ҫитӗ. Малалла – графикпе килӗшӳллӗн.
Социаллӑ пулӑшу илекенсене яланхи пекех куҫарса парӗҫ – чӳкӗн 3-мӗшӗнче.
Ҫӗмӗрлере медицина тытӑмӗнче ӗҫлекен арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ку кӑна мар-ха. Вӗсене укҫа куҫарса парсан лешсем унран кулса смс-ҫыру янӑ.
Арҫын ултавҫӑсене самаях пысӑк укҫа куҫарса панӑ: 3 миллион тенкӗ. Укҫи хӑйӗн те пулман, ӑна кредит илнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 26 ҫулти ҫак арҫын полицие ӗнер пынӑ. Вӑл палламан ҫынпа телефонпа юпан 27-мӗшӗнченпе калаҫнӑ. Хайхискер Ҫӗмӗрле арҫыннине ун ячӗпе такам кредит илнине ӗнентернӗ. Ӑна пӑрахӑҫлас тесе хайхискере кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ.
Юлашкинчен ун патне кулса-тӑрӑхласа ҫырнӑ смс-ҫыру килнӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Малашне Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем укҫа ытларах илсе тӑрӗҫ. Унччен вӗсене уйӑхсерен 3 пин тенкӗ тӳленӗ.
Ку виҫене пысӑклатасси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушу алӑ пуснӑ. Малашне хулан хисеплӗ ҫыннисем уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн суйлаҫҫӗ. Ку таранччен ҫак ята 41 ҫын тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем РФ Президентне тата ЧР Элтеперне мӗнле шаннине пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа ятарласа соцыйтӑм ирттереҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме 620 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне урӑх ыйтусене те уҫӑмлатасшӑн: Олег Николаевӑн лайӑх тата япӑх енӗсем, Элтепер мӗнле йышӑнусемпе тата пуҫарусемпе асра юлать, суйлав кампанийӗнче шантарнисене мӗнле пурнӑҫласа пырать…
Тӳре-шара мӗнле ӗҫленине хак памалли ыйтусем те пулӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын суя укҫапа усӑ курнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫын телеграмра 2 пин тенкӗлӗх икӗ суя укҫа туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Сутакан ҫын ӑна вӑрттӑн вырӑна хурса хӑварнӑ. Ку кайса илнӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫын лавккана кайса электрон пирус туяннӑ. Сутуҫӑ ӑна сдача панӑ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи парка ҫӗнетме 65 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ пулӗ.
Парка 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех тытӑнмалла.
Хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ҫак парк хальхи вӑхӑтра питӗ кивӗ. Унта кивӗ саксемпе ҫӳп-ҫап витрисем кӑна пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |