Кӑҫал ака уйӑхӗнче Куславкка районӗнчи 42 ҫулти арҫын, цемент турттараканскер, полицие пырса ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗ.
Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ-мӗн, Куславккара социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хута ярать имӗш. Вӑл цемент илсе килме ыйтнӑ.
Ку вара ӗненнӗ. Цемент илсе килнӗ чухне ҫав арҫын патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна телефон номерӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Куславкка арҫынни каланине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 6200 тенкӗ хунӑ вӑл.
Стройка вырӑнне ҫитсен тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Шупашкарти пӗр усламҫӑна налук тӳлеменрен суд тунӑ. 55 ҫулти арҫын сӑран тата тир япала ҫӗлессине йӗркелесе янӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах налук тӳлеме васкаман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑ 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ятарлӑ налук режимӗ – налук хурассин патентлӑ тытӑмӗ – ҫине куҫнӑ. Анчах саккунпа килӗшӳллӗн унӑн апла тума ирӗк пулман.
Суд арҫынна 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӳлемен налук парӑмне – пурӗ 4,5 миллион тенкӗ ытла тата пение тӳлеме тивӗ.
Чӑваш Енри икӗ хулара –
Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара – пӑрахутсем чарӑнмалли ятарлӑ вырӑн тӑвӗҫ.
Ҫак ӗҫ йӳнӗ мар. Кашни пристань валли 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Анчах чарӑну вырӑнӗсем кирлех. Пристаньсем пулсан Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен круиз теплохочӗсене ҫав хуласенче чарӑнайӗҫ. Чарӑну вырӑнӗсене 2025-2026-мӗш ҫулсенче тума палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра туризма аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑмӑрта тата тӑван Чӑваш Енӗмӗрте ҫын курса тӗлӗнмелли вырӑн пайтах.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫамрӑк ватӑ ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисене хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ имӗш. Унта ҫынсем патне кайса укҫа илсе тухма, ӑна ятарлӑ счёт ҫине хума сӗннӗ-мӗн. Укҫан 10 проценчӗ хӑйсене юлать тесе шантарнӑ.
Пенсионерсене вара теприсем стационар номерӗ ҫине шӑнкӑравласа вӗсен ҫывӑх ҫыннисем инкеке лекнӗ, кирлӗ ҫынсене укҫа парсан пӑтӑрмахран ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
69 ҫулти хӗрарӑм мӑнукӗшӗн «тӑрӑшса» 240 пин тенкӗ тыттарса янӑ, 85 ҫулти кинемей тӑванӗн хӗрне «пулӑшма» –180 пин тенкӗ; 81 ҫулти хӗрарӑм «аварие лекнӗ» ывӑлӗшӗн хӑраса ӳкнӗ – 500 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи ял арҫыннисем укҫа ҫухатнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисене 2 пин тенкӗ ҫӗтнине евитленӗ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнче 45 ҫулти хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ. Унпа иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Кайран арҫыннӑн укҫи ҫӗтнӗ. Пурӗ 6 пин тенкӗ.
Шанчӑксӑр хӗрарӑма шыранӑ вӑхӑтра тепӗр ялти арҫын укҫа ҫухални пирки пакунлисене пӗлтернӗ. Вӑл та маларах асӑннӑ хӗрарӑм хӑйӗн патӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл» ҫипуҫ кӗсйинчен ҫӗтнӗ иккен.
Пакунлисем хӗрарӑма тытса чарсан хайхи тек тунман – укҫа вӑрланине йышӑннӑ. Укҫан пӗр пайне вӑл эрех ӗҫсе пӗтерме ӗлкернӗ.
Унччен те судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра пӗр хӗрарӑм укҫа тупнӑ. Пурӗ 4 купюра. Вӗсем – 5 пинлӗскерсем.
Укҫана 31 ҫулти хӗрарӑм асӑрханӑ. Купюрӑсем япӑхнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем чӑн укҫан туйӑнманран хӗрарӑм укҫана кӑтартма банка кайнӑ. Чӑн та, суя укҫа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма суя укҫапа лавккара татӑлма хӑтланманшӑн ырлаҫҫӗ. Хӑйсем вара ҫав купюрӑсем пляжа епле пырса лекнине палӑртассипе ҫине тӑрассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре Культура аталанӑвӗн центрӗ уҫӑлӗ. Ун пекки Ҫӗрпӳре пулӗ.
Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Центра тума 248 миллион ытла тенкӗ укҫа уйӑрма палӑртса хӑварнӑ, ҫав шутран 203 миллион тенки строительство валли кайӗ.
Объекта ҫитес икӗ ҫулта хулари «Южный-2» микрорайонта туса лартӗҫ. Унта ҫамрӑк ҫемьесем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ.
Пӗрлехи композицие чечек евӗр тӑвӗҫ. Унта парк та, ача-пӑча лапамӗ те, кинозал та, ташӑ класӗ те, курав йӗркелемелли вырӑнпа кафе таранах пулӗҫ.
2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ район администрацийӗн вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑнӑшӑн укҫа тӳлемелле пулнӑ. Анчах подрядчик укҫа-тенке кӗтсе илейменнипе суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Суд ыйтӑва татса панӑ. Район администрацийӗн ӗҫшӗн кӑна мар укҫа тӳлеме тивӗ. Унӑн вӑхӑтра тӳлеменшӗн те нухрат кӑларса хумалла.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, подрядчике укҫа вӑхӑтра тӳлеменшӗн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ айӑплӑ. Кунпа суд та килӗшнӗ. Пуҫлӑха хыснана 484 пин тенкӗ тавӑрса памалла тунӑ.
Чӑваш Енри экономист 2 миллион тенкӗ тӑракан автомобиль выляса илнӗ.
«Русское лото» вӑйӑн 1442-мӗш тиражӗ валли билета Людмила Клементьева мӑшӑрӗ туяннӑ. Билет телейлӗ пулса тухнӑ.
«Лотерейӑра выляса илни – пирӗн пӗтӗмӗшле ҫитӗнӳ тесе шухӑшлатпӑр!» – хавхаланса та хавасланса пӗлтернӗ Людмила.
Ҫемье пӗрле пуҫтарӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн Клементьевсем килти мӗнпур ҫынна тивӗҫтермелле автомашина туянма йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Адлер хулинчи отельшӗн укҫа маларах тӳлесе хурас тенӗ те ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
Хӗрарӑм отелӗн сайтне кӗнӗ. Унти каҫӑ ҫине пусса банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ. Унӑн счечӗ ҫинчен 43 пин тенкӗ илнӗ.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн тин иккӗленме тытӑннӑ. Вӑл сайт адресне лайӑхрах тишкернӗ, ӑна хӑҫан йӗркеленине курнӑ. Отеле шӑнкӑравланӑ та унӑн иккӗленӳ юлман: укҫа унӑн счечӗ ҫинчен куҫман. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |