Паян "Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенӗсен шкулӗ. Иван Яковлев хваттерӗ" музейре чӑваш алфавитӗнчи Ӑ саспаллине халалланӑ палӑка уҫнӑ. Ку чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнӑранпа 150 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ.
Палӑка хута ямашкӑн 1,8 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна халӑх пуҫтарнӑ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ 6 миллион тенкӗ тӑракан кроссовер туянасшӑн.
«Hyundai Palisade» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ 6,29 млн тенкӗ тӑрать. Ку хакпа тулли приводлӑ хура кроссовер, дизель двигателӗллӗ автомбиль илесшӗн. Тӳре-шара машинӑра 7 вырӑн, 3 рет пултӑр тесе ӗмӗтленет.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗ 3,2 миллион тенкӗ парса «Genesis G-80» автомобиль туяннӑ, ӑна полпреда турттарма Мускава ӑсатнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев хальхи вӑхӑтра «Genesis G-90» машинӑпа ҫӳрет. Ӑна «Ипотека корпорацийӗ» туяннӑ, ӑна вӑл тӳре-шарана усӑ курма арендӑна панӑ.
Юрать, банк ӗҫченӗсем сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн 70 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 100 пин тенкӗ куҫарса парӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла Вӑрнарти полици уйрӑмне банкран систернӗ: тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм такама 100 пин тенкӗ куҫарса парасшӑн-мӗн.
Акӑ мӗн пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм «Тик-Токра» Израильти аманнӑ ҫар ҫыннипе паллашнӑ та ӑна пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл банка укҫа куҫарма кайнӑ. Банк ӗҫченӗ ватӑскере укҫа куҫарса памашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Полицейскисем вара кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Израильти аманнӑ ҫар ҫыннине» шыраҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарамӑн банк картти ҫинчен 4,5 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Телефон ҫине смс-ҫыру килсенех вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах хӑй карточкӑна ӑҫта ҫухатнине аса илеймен.
Полицейскисем ҫав карточкӑпа хӑш лавккасенче тавар туяннине тӗпчеме пуҫланӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та, ют ҫын карттипе ачаллӑ хӗрарӑм таваршӑн тӳлени палӑрнӑ. Ӑна тупнӑ.
Хайхи хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ку преступлени пулнине пӗлмен. Анчах ку яваплӑха сирмест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын карточкипе усӑ курнӑшӑн ирӗксӗр 6 ҫул таран хӑварма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енри фермерсем патшалӑх укҫине тивӗҫнӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ конкурс комиссийӗ пӗчӗк формӑллӑ хуҫалӑхсене грантсем уйӑрмалли конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Фермерсене ҫемье фермисене уҫма тата ял хуҫалӑх потребитель кооперативӗсенче пурлӑхпа техника никӗсне аталантарма грант парӗҫ.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӑн ҫумӗ Инна Волкова пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 7 фермер 84,8 млн тенкӗ, 1 кооператива 39 млн тенкӗ парӗҫ.
Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсене строителӗсене халалласа» палӑка кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫейри Президент Администрацийӗн, Патшалӑх Думин, Федераци Канашӗн элчисене, кӳршӗ регионти ертӳҫӗсене чӗнӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра палӑк патӗнче отделка ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, шалта электрика сечӗсене хураҫҫӗ.
Сӑмах май, палӑка пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех уҫмалла пулнӑ. Анчах ку пурнӑҫланман. Элтепер каланӑ тӑрӑх, палӑк валли 300 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ: сахалтан та ҫурри – хыснаран.
Регионти туянусен центрӗ "Канаш - Славаш" автоҫула юсамашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫак ҫулӑн Малти Ӑнтавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗр пая, 4 ҫухрӑма, юсӗҫ. Ку ӗҫ валли 58 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене 4 уйӑхра вӗҫлемелле, анчах ку ӗҫе 3 ҫулта пайӑн-пайӑн пурнӑҫлӗҫ. Хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсен проекта хӑвӑрт та вӗҫлеме пултарӗҫ.
Сӑмах май, ҫак ҫул ҫинче аркансах пӗтне пай та пур. Вӑл - Малти Ӑнтавӑш ялӗ еннелле пӑрӑннӑ ҫӗрте. Анчах ӑна хальлӗхе тытмӗҫ.
Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗ тӑпӑрчӑ хатӗрлемелли автоматизациленӗ ҫӗнӗ линие ӗҫлеттерсе янӑ. Производствӑпа республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашнӑ.
Комбинатӑн ертӳҫисемпе технологӗсем предприятин производство хӑвачӗ талӑкра 250 тонна таран сӗт тирпейлеме май парать тесе пӗлтернӗ. Ҫу хисепӗ тӗрлӗ виҫеллӗ тӑпӑрча вара талӑкне 7,5 тонна таран хатӗрлейреҫҫӗ.
«Мӗнпур оборудование эпир Беларуҫ Республикинчен туяннӑ. Йӑлтах лайӑх ӗҫлет. Кӗвелӗке те унтанах илетпӗр, пире йӑлтах тивӗҫтерет», — хӑпартланса каласа кӑтартнӑ министра комбинатӑн тӗп технологӗ Татьяна Александровна. Паянхи куна илсен, предприятире 34 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.
Сергей Артамонов вара тепӗр ырӑ ене те асӑннӑ. Ку вӑл — чӗртавара вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхсенчен туянни. Сӗте предприяти вӑтамран 28 тенкӗпе илет.
Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект саккунне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, муниципалитетсен урӑлтаркӑчсем уҫса вӗсене йӗркелесе пымалла. Унта эрех ӗсҫе, наркотик тутанса е урӑх сиенлӗ япалана пула минренӗ ҫынсене илсе пырӗҫ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе республика хыснинчен кӑҫал 40 миллион та 452,5 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Малашнехи ҫулсенче 37 миллион та 181,5 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Шупашкарта урӑлтаркӑч ҫитес ҫул пӗрремӗш кварталта ӗҫлесе каймалла.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |