Республикӑра йӗркелӗхе тытса тӑрас енӗпе йӗркеленӗ координаци канашӗн ларӑвӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин шкулсенчи лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр самант пирки асӑнса хӑварнӑ. Хуралҫӑра ватӑ ҫынсем ларнинчен тытӑнса ачасенчен ачасем укҫа тапӑнни таранах сӑмах хускатнӑ вӑл.
Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче тантӑшӗсенчен тӑрӑхланӑ тӗслӗхсем пур иккен. Ӑна «буллинг» теҫҫӗ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене шанчӑк телефонӗсем ҫине шӑнкӑравласа систереҫҫӗ. Анчах ҫав фактсемпе психологсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Йӗрке хуралҫи палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен субкультурисем, сӑмахран, АУЕ, хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн ӗҫне экстремистла тесе йышӑннӑ.
«Укҫана «зонӑна» хӗртме тесе пухаҫҫӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ криминаллӑ пурнӑҫ енне сулӑнни преступлени шучӗ ӳсесси патне илсе пырать», – тенӗ Александр Полтинин.
Ведомство ертӳҫи ҫамрӑксем хушшинче воспитани ӗҫӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннӑ. Предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑ.
Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Проект документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне вӗҫлессе шанаҫҫӗ.
Шупашкарти масарсем тулса пыни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та хулара крематори тума йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр кафери кассӑран укҫа ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ? Йӗрке хуралҫисем йӗр ҫине часах тухнӑ.
Вырӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: кафене палламан арҫын кӗнӗ. Вӑл кассӑна уҫнӑ та укҫана йӑтса тухса кайнӑ.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унччен те судпа айӑпланнӑ 42 ҫулти ҫын, Шупашкарта пурӑнать. Хайхискер укҫа вӑрланине тунман. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, касса патӗнче никам та пулман, ҫавӑнпа вӑл укҫана йӑтса тухса кайнӑ. Нухрата вӑл каялла тавӑрса панӑ. Ҫапах судра унӑн явап тытма тивӗ.
Системӑллӑ предприятисен федераци списокне Чӑваш Енре виҫӗ организацие кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче – «Акконд» (унта 2 740 ҫын ӗҫлет, рынокри унӑн тӳпи — 89 процент), «Гален» (260 ҫын ӗҫлет, унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 1 миллиард та 67 миллион тенкӗпе танлашнӑ), «Технотрон» (117 ҫын ӗҫлет, пӗлтӗрхи тупӑш — 302 миллион тенкӗ).
Системӑллӑ предприятисен федераци реестрӗнче унччен Чӑваш Енри тӑхӑр предприяти пулнӑ, паянхи кун унта 12 организаци кӗрет.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ реестра Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмӑна тата «Чӑвашхлебопродукт» предприятие кӗртесшӗн.
Чӑваш Енри закупкӑсен центрӗ шкул автобусӗсем илмешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республикӑри шкулсем валли 4 автобус туянасшӑн. Малтан палартнӑ хак - 16 миллион тенкӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан унӑн транспортсене 60 кунра илсе ҫитермелле. Шкулсем валли М3 класлӑ автобус кирлӗ. Транспортра 20-25 вырӑн пулмалла. Коробка - механика, монопривод. Транспорт кузовӗн сарӑ тӗслӗ пулмалла.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна шкулсем валли 37 автобус илсе килнӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ юсав ирттерекен организацие суйлама аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 321,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Онкодиспансерӑн хирурги корпусне, пульницӑн тулаш енне, ҫавӑн пекех хирургипе радиологи корпусӗсен территорине тирпей-илем кӗртесшӗн.
Юсав ӗҫӗсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын, инҫе рейса ҫӳрекенскер, «Русское лото» лотерейӑра машина выляса илнӗ. Транспорт 800 пин тенкӗ тӑраканскер.
Юрий Алатырев лотерейӑна темиҫе ҫул каяллах хутшӑнма пуҫланӑ. Хӑш чухне вӑл пӗчӗк укҫа выляса илкеленӗ. Хальхинче вӑра чӑннипех те ӑннӑ.
Ҫав самантра арҫын рейсра пулнӑ. Тӑрук телефонӗ ҫине лотерейӑра машина выляса илни пирки ҫыру килнӗ. Кӑнтӑрлахи апата чарӑнсан сайта кӗрсе тӗрӗсленӗ – ултав мар иккен. Вӑл тӳрех арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ.
Выляса илнӗ машина вырӑнне вӑл укҫа илесшӗн, унпа килте юсав ӗҫӗсем туса ирттересшӗн.
Чӑваш Енри Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин 40 ӗҫчен умӗнчи шалу парӑмӗ 3 миллион тенкӗпе танлашать. Тата тепӗр миллион тенкӗ парӑм ӑна вӑхӑтра тӳлеменрен пухӑнса кайнӑ.
Паян Чӑваш Енре шалӑва вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятин конкурс управляющийӗ Владислав Павлов парӑма татма укҫа пур тесе ӗнентернӗ. «50 миллион тенкӗ укҫа счетсем ҫинче пур», – тесе каланӑ вӑл.
Шупашкар хулинче Александр Дельман усламҫӑн заправкине сӳтме тытӑннӑ. Ҫав ҫын сумлӑ шутланать — ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа та чысланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Александр Дельман налук йӗркеллӗ тӳлемен тӗслӗх те пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ объекта предприниматель темиҫе ҫул каяллах уҫнӑ. Анчах ҫав ӗҫе вӑл саккуна пӑсса пурнӑҫланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ органсенчен тивӗҫлӗ ирӗк илмен. Апла пулин те хулари Гагарин урамӗнчи «Волганефтьхолдинг» заправка 15 ҫул ӗҫленӗ.
Объекта сӳтме йышӑннӑ хыҫҫӑн ӑна тата тепӗр 3 ҫул никам та тӗкӗнмен. Ҫав вӑхӑтра заправкӑна 19 хутчен сӳттерме тӑнӑ. Анчах пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫлемен — усламҫӑна 50-шар пин тенкӗ штраф ҫырса панипех ҫырлахнӑ.
Шупашкарта 88 ҫулти кинемейӗн укҫине вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн хваттерне палламан арҫын кӗнӗ те нухратне йӑтса тухса кайнӑ. Ватӑскер хӑй тӗллӗн утаймасть.
Арҫын 200 пин тенкӗ вӑрласа тухнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ха палламан ҫын? Ҫак ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ 38 ҫулти арҫын, малтан ҫак хваттере кинемейӗн мӑнукӗпе килсе курнӑ. Хайхискер ватӑ хӗрарӑмӑн укҫи ӑҫта упраннине астуса юлнӑ.
Тепӗртакран ҫак арҫын кинемейӗн мӑнукӗпе пӗр ушкӑнра пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн кӗсйинчен хваттер уҫҫине кӑларса илнӗ. Арҫын вӑрланӑ укҫана тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |