Етӗрне хулинче паллӑ чӑваш ӑсчахӗ Николай Ашмарин ҫуралса ӳснӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Икӗ хутлӑ ҫав ҫурт япӑхса та ишӗлсе ларни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ те унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май историлле ҫав ҫурта юсӗҫех.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра паян ирпе пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упрассине 2021 ҫулта иртнӗ форумра сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш чӗлхин музейӗ уҫассине те асӑнса хӑварнӑ.
Асӑннӑ учреждени Етӗрнери Ленин урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра (унта чӑваш чӗлхин тӗпчевҫин Николай Ашмаринӑн ачалӑхӗ иртнӗ) вырнаҫӗ. Революциччен ҫав ҫурт Николай Ашмаринӑн ашшӗн тӑванӗн, Александр Филиппович Ашмарин купсан, пулнӑ. Унта бакалей тата гастрономи лавккисем пулнӑ.
Ҫурта юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме маларах республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ, халӗ вара – юсав ирттерме. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнмалла.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑна пулӑшасса шаннӑ, анчах лешӗ улталанӑ, укҫа сӑптӑрнӑ.
32 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ҫемйинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ сӑнӳкерчӗке пӑхнӑ та упӑшкипе арӑмӗн ӑнланманлӑх нумай пулни пирки каланӑ.
Юмӑҫ пӑснинче сирме пултарать иккен. Вӑл йӑла-йӗрке ирттермешкӗн 140 пин тенкӗ ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та ҫемьери лару-тӑру йӗркеленмен. Арҫын ҫавӑн чухне тин хӑй ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухласа илнӗ.
Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.
Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.
Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.
Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки хальччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе.
Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ. Шупашкарти Граждан урамне туса пӗтерме, Лапсар проектне пуҫӑнма, Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫула хута яма, Етӗрне тавра каймалли ҫула вӗҫлеме палӑртнӑ.
Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.
Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 30 ҫулти арҫынна тусне пулӑшнӑшӑн явап тыттарнӑ. Тӗрӗссипе, ырӑ туман-ха вӑл ӑна. Преступление пытарма пулӑшнӑ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче посёлокри общежитисенчен пӗринче хайхи этем хӑйӗн пӗлӗшӗ ҫынна йывӑр сиен кӳнине курнӑ. Ҫавна пула лешӗ вилсе кайнӑ. Темиҫе кунтан пӗлӗшӗпе вӑл инкек вырӑнне таврӑннӑ. Лешӗ пӑтӑрмаха пытарас тесе ҫынна вакласа миххе чикнине пӑхса, ӑна ҫывӑхри ҫырмана кайса пенине пӗлсе тӑнӑ.
Преступлени тунине пытарнӑшӑн 30 ҫулти арҫынна пуҫиле майпа айӑпласа 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан ведомствӑсенче ӗҫлекенсем укҫа пухса Луганск тата Донецк облаҫӗсенчен тарса килнӗ ҫынсем валли йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ.
Ведомство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пухнӑ укҫапа вӗсем холодильник, кӗпе-йӗм ҫумалли машина, микрохумлӑ кӑмака, икӗ утюг тата япала якатмалли сӗтел туяннӑ.
"Ҫынсен хуйхӑ, пирӗн айккинче юлма юрамасть. Пулӑшасси - кашнин тивӗҫӗ. Эпир пурте йывӑрлӑхра палӑшма хатӗр", - тенӗ ҫутҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти хӗр ача-пӑча кӳми сутма тӑрсан укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ӑна Дон ҫинчи Ростов хулинчи арҫын улталанӑ.
Ҫав арҫынна тупса тытса чарнӑ. Вӑл 31 ҫулта.
Хӗр 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ача-пӑча кӳми сутма хатӗрленнӗ. Кӗҫех тавара туянакан тупӑннӑ. Хайхискер укҫа тӳлеме тесе банк карттин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗр пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑнах счечӗ ҫинчи 5 пин тенки ҫухалнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака та саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче общество транспорчӗпе ҫӳреме хакланӗ. Ку хыпара паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
Ҫынсен транспортпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ӳсме пултарӗ.
Троллейбусра ҫул укҫине карттӑпа тӳлесен 25 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, аллӑн укҫа тыттарсан – 28 тенкӗ. Автобусра хак 26 тата 29 тенкӗ (мӗнле майпа тӳленине кура) пулӗ. Троллейбусра проезднойпа ҫӳреме кӑмӑллакансен асӑннӑ билета туянма уйӑхсерен 1135 тенкӗ тӳлеме тивӗ, студентсемпе шкул ачисен – 820 тенкӗ.
Шупашкарта хӗрарам маршруткӑра банк картти тупнӑ та унпа усӑ курма шутланӑ. Куншӑн явап тыттарассине чухламан-ши вӑл?
Ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм 41-мӗш маршруткӑра банк картти тупнӑ. Хайхискер лавккана тавар туянма кайнӑ. Вӑл "Магнит" тата "Магнит косметик" лавккасенче 3 443 тенкӗлӗх япала туяннӑ.
Паллах, ют ҫын карттипе усӑ курнӑ хӗрарӑма тупса палӑртнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл карточка хуҫине тӑкака саплаштарнине шута илсе суд ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |