Чӑваш Енри музейсене, вулавӑшсене тата архивсене те QR-кодсӑр е ятарлӑ справкӑсӑр кӗртмӗҫ. Ҫапла хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ учрежденисене кӗрес тесен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ пулӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтӗҫ.
Хальлӗхе ун пек документсене кафесемпе ресторансенче, бассейнсемпе мунчасенче тата ытти ҫавӑн пек организацисенче ыйтма тивӗҫ.
Хушнине итлеменнисене штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсене — 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 100 пинрен 300 пин тенкӗ таран.
Ӗнер Чӑваш Енри тӳре-шара культурӑна аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнисене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ парса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борислв ертсе пынипе иртнӗ ларура 9 ходатайство пӑхса тухнӑ. Укҫана культурӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене парса тӑраҫҫӗ. Ларурисем ҫавӑн пек ҫын Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев тесе йышӑннӑ.
Юрий Васильевич Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи тата дирижёрӗ пулса 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ тӗнче шайӗнчи фольклор фестивалӗсен темиҫе хут та хутшӑннӑ.
Шупашкарти усламҫӑ налук службине 4,5 миллион тенкӗ тӳлессине пытарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Куншӑн ӑна явап тыттарасшӑн.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗччен усламҫӑ налук хумалли патент тытӑмне улӑштарнӑ. Ҫакна тума унӑн ирӗк пулман.
Кунсӑр пуҫне вӑл 2018 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталшӑн тата 2019 ҫулшӑн налук службине деклараци тӑратман. 2018 ҫулти декларацие суя сведенисем кӗртнӗ. Ҫапла вӑл 4,5 миллион ытла тенкӗлӗх налук тӳлессинчен пӑрӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ултавҫӑсем ҫӗнӗ мелпе усӑ курнине палӑртнӑ. Ку Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн пулӑшу службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл унӑн аккаунтне такам ҫӗмӗрнине пӗлтернӗ. Хайхискер хӗрарӑмран харпӑр кабинета кӗмелли даннӑйсене ыйтнӑ.
Ӗненмелле пултӑр тесе ун патне 24 номертен шӑнкӑравланӑ. Ку ӗҫе йӗрке хуралҫисем те хутшӑннӑ имӗш. Ултавҫӑсем ятарлӑ программа пулӑшнипе номерсене йӗрке хуралӗнчисемпе улӑштарнӑ.
Ҫапла ултавҫӑсем ун ячӗпе ҫур миллион тенкӗ кредит илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен ӗҫ укҫи ӳсес енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 9 уйӑхра 10,5 процент ӳснӗ, 34045 тенкӗпе танлашнӑ.
Ку енӗпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейре – 24-мӗш вырӑнта.
Ӗҫ укҫи ытларах ҫак тӑрӑхсенче ӳснӗ: Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тата Ҫӗрпӳ районӗсенче. Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту пӗчӗк пулнӑ.
Чи пысӑк кӑтарту – Шупашкарта. Унта вӑтам шалу 41,6 пинпе танлашать. Иккӗмӗш вырӑнта – Красноармейски районӗ. Унта ватам ӗҫ укҫи – 38,0 пин тенкӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын пиччӗшне алимент тӳлеме пулӑшнӑ. Тӑванӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫирӗп явап тытма пултарнӑ.
Ҫав арҫын арӑмӗнчен уйрӑлсан 18 ҫул тултарман хӗрне укҫан пулӑшман, воспитани парас ӗҫре тӑрӑшман. Малтанах вӑл алимент тӳленӗ-ха, анчах кайран укҫа куҫарма пӑрахнӑ. Ҫапла унӑн 500 пин тенкӗ ытла парӑм пухӑннӑ.
Судра вӑл ӳкӗннӗ. Ӑна 20 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫирӗпрех явап тытас мар тесе вӑл парӑма татма сӑмах панӑ. Анчах хӑйӗн укҫи пулман, пиччӗшӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
2022 ҫул вӗҫӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ 100 тенкӗлӗх укҫа ҫаврӑнӑша тухӗ. Ун ҫинче пысӑк хисепсем, куҫ курманнисем валли рельефсем /миҫе тенкӗллӗхине алӑпа хыпашласа пӗлме май пур/ пулӗҫ.
Кредит организацийӗсене шутламалли-сортировка тумалли машинӑсене ҫак купюрӑна йышӑнмашкӑн куҫарма вӑхӑт панӑ. Ҫавна май хальлӗхе ҫӗнӗ 100 тенкӗлӗх укҫа ҫаврӑнӑша тухман.
Ҫӗнӗ укҫа тӗсӗпе, калӑпӑшӗпе хальхи пекрех пулӗ. Тепӗр енче Тӗп федераци округӗнчи паллӑ вырӑнсем пулӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм криптовалютӑпа ӗҫлесе илес тенӗ. Анчах пачах тепӗр май пулса тухнӑ: вӑл укҫасӑр юлнӑ.
37 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Ку килӗшнӗ, лешӗ телефон ҫине ярса панӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, хӑйӗн даннӑйӗсене ҫырнӑ. Вӑл «консультант» сӗннӗ счетсем ҫине темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Хӗрарӑм харпӑр кабинетне тӗрӗсленӗ, унта укҫа хушӑнсах пынӑ.
Хӗрарӑм укҫана кӑларма шутланӑ. Ӑна каллех укҫа хума ыйтнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине ӑнланнӑ. Вӗсене вӑл пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре инфекци корпусне хута яма палӑртнӑ. Ӑҫта пулӗ вӑл? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнче. Унта юмансем ӳсеҫҫӗ.
Хальлӗхе проекта РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфекци корпусӗ Республикари клиника пульницин йышӗнче пулӗ. Ҫавӑн пекех унта сиплевпе диагностика, амбулатори, патологоанатоми корпусӗсене уҫмалла.
Олег Николаев Элтепер пульницӑна 2023-2024 ҫулсенче тума тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ӑна хута яма вӑл РФ Президентӗнчен Владимир Путинран 24 млрд тенкӗ ыйтнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене кӑшӑлвирусран прививка тунӑшӑн укҫа параҫҫӗ. Кун пирки университет «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Вакцинациленнисене 1500 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку укҫана тӳлевлӗ вӗренекен студентсем те илееҫҫӗ. 1500 тенке ку вӗренӳ ҫулӗнче пӗр хутчен илме май пур. Студент билечӗ тата вакцинациленнине ӗнентерекен сертификат ҫеҫ кӑтартмалла.
Кирлӗ документсене тӑратнӑ стедентсене укҫана стипендипе пӗрле парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |