Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑм ҫыннӑн хурал организацийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен 65 ҫулти арҫын палламан ҫынсемпе эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл банк картти ҫӗтнине асӑрханӑ.
Хуралҫӑн банк картти ҫине кӑштахран тӗрлӗ суту-илӳ точкинче тавар туяннине пӗлтерекен ҫырусем килме пуҫланӑ. Карттӑ ҫинчен пӗтӗмпе 9 пине яхӑн укҫа катӑлнӑ.
Карттӑпа тавар туяннине пӗлтерекен черетлӗ ҫыру ҫитнӗ вӑхӑтра ватӑ ҫын йӗрке хуралҫисем патӗнче пулнӑ ӗнтӗ. Винокуров урамӗнчи супермаркет патне йӗрке хуралҫисем васкавлӑн тухса кайнӑ. Вӗсем 46 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Дача чӗртсе янӑ ҫамрӑка икӗ ҫуллӑха колони-поселение ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ суд. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Усал ӗҫе 26 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунӑ. Ҫав кунхине вӑл хӑй паллакан хӗр патне «Ивушка» пахча юлташлӑхне ҫул тытнӑ. Хӗр кӑмӑлӗ пирки пӗлместпӗр те, пикен амӑшӗ каччӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илнӗ. Вӑл ӑна хӑваласа ярас тенӗ. Каччӑ ҫавӑншӑн ҫурӑлса каясла тарӑхнӑ курӑнать. Хӗрӗн ҫемйине вӑл усал тӑвас шухӑш тытнӑ. Тавӑрас шухӑшпа дачӑри верандӑна тата мунчана чӗртсе янӑ. Ҫемье 112 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем троллейбуссене перекетлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ҫав тӗллевпе туртакан подстанцисене модернизацилӗҫ. Асӑннӑ хатӗрсем троллейбуссене ҫутӑпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Подстанцисене ҫӗнетни электроэнерги тӑкакне 40-50 процент таран пӗчӗклетме май парӗ. Модернизаци валли кирлӗ укҫа-тенке инфраструктура кредичӗн пӗр пайӗнчен илесшӗн. Ҫак хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Троллейбус управленийӗсем (Шупашкарти те, Ҫӗнӗ Шупашкарти те) тӑкаклӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти управлени ҫутӑ парӑмне юлашки 5 ҫулта ниепле те тӳлесе татаймасть. 2017 ҫул вӗҫӗнче энергетиксен умӗнчи парӑм 149 миллион тенке ҫывхарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне муниципалитет предприятийӗ панкрута тухасси патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне парӑма реструктуризацилени йывӑрлӑхран тухма пулӑшрӗ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисене Камчатка тӑрӑхӗнчен тӑван тӑрӑха хӑнана килнӗ ҫын ура ҫине тӑратнӑ. Вӑл вӗсене пӗр класра вӗреннисемпе хулари кафесенчен пӗринче тӗл пулнине, унта куртка ҫухатнине, куртка кӗсйинче укҫа пулнине пӗлтернӗ. Нумай та мар, сахал та мар – 430 пин тенкӗ.
Пакунлисем заявление илнӗ хыҫҫӑн ӗҫе тытӑннӑ. Ара, куртка тата укҫа вӑррине тупмалла-ҫке.
Камчатка тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килнӗ 55 ҫулти арҫын тепӗр икӗ кунтан каллех йӗрке хуралҫисем патне васкаса ҫитнӗ. Хальхинче вӑл укҫа тупӑннине хавасланса пӗлтернӗ. Пӗр класрисемпе тӗл пулма кайиччен арҫын кӗсьери укҫана кӑларса хӑварнӑ иккен. Анчах ҫавӑн пирки хӑй манса кайнӑ.
Чӑваш Енре «ГрандСтрой» застройщикӑн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хваттер туянма ӗмӗтленекенсенчен укҫа пухнӑ. «Кӗмӗле» вӑл 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен пуҫтарнӑ.
«Алые паруса» (чӑв. Хӗрлӗ парӑс) ҫурт-йӗр комплексӗнче хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекенсем пурӗ 14,3 миллион тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ҫав укҫана хӗрарӑм-директор хӑй тӗрӗслесе тӑракан тепӗр организаци ҫине куҫарса янӑ.
Пайҫӑсенчен илнӗ укҫапа вӑл 2018 ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенче те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ-ха.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл ашшӗне йӳнӗ хакпа хваттер туса пама килӗшӳ тунӑ. Хваттер хакӗ пасарти вӑтам хакран 600 пин тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ.
Пайҫӑсене вара хӗрарӑм-директор хваттерсемпе тивӗҫтерсе пӗтереймен.
Владимир облаҫӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пулнӑ, пӗр ушкӑнра 16 ҫулти арҫын ачапа паллашнӑ. Хайхискер унран телефон шӑнкӑравлама ыйтнӑ.
Вӑл ниҫта та шӑнкӑравламан, мобильлӗ сервиспа усӑ курса арҫын ачан банк счечӗ ҫинчен укҫа хӑйӗн патне куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенкӗ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса банк карточкине ҫухатни пирки пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнах унӑн карточки ҫинчен 2500 тенкӗ ытларах ҫухалнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав кун лавккара тавар туяннӑ, киле кайнӑ чухне карточкӑна ҫухатса хӑварнӑ. Вӑл ӑна киоск умӗнче ӳкернӗ. Шӑпах ҫав киоскра карточка ҫинчен ҫухалнӑ укҫапа такам таваршӑн тӳленӗ.
Карточкӑна унти сутуҫӑ тупнӑ иккен. Вӑл хӑйӗн киоскӗнче унпа усӑ курса апат-ҫимӗҫ туяннӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Банкра ӗҫлекен 36 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл та банк ӗҫченӗ, унпа пӗрле кредит уйрӑмӗнче тӑрӑшать тесе паллаштарнӑ. Хайхисер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам унӑн счечӗсене хапсӑнать. Ку палламан ҫынна хӑйӗн карточкин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн унӑн счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫука юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,4 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл пысӑк инвестици компанийӗн ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннӗ, ку тупӑшлӑ иккен. Авӑн уйӑхӗн 8-24-мӗшӗсенче вӑл ултавҫӑсене 1,4 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем телефона тытма пӑрахнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын вара ҫурла уйӑхӗнче ултавҫӑсене 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тин ӑнланнӑ.
Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ.
Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ.
Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ.
Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |