Чӑваш Енре пурӑнакансем кредитпа машина туянма тӑхтарах тӑраҫҫӗ. Кредит историйӗсен наци бюровӗн аналитикӗсем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче автомобиль туянма пирӗн республикӑри 686 ҫын кредит илнине пӗлтернӗ. Ку вӑл юпа уйӑхӗнчинчен 12,1 процент сахалрах.
Ҫӗршывӗпе илсен чӳк уйӑхӗнче 73,3 пин автокредит панӑ, ку кӑтарту та юпа уйӑхӗнчинчен 8 сахалрах. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчинчен вара 18,5 процент пӗчӗкрех.
Автокредит калӑпӑшӗпе 30 регион лидерсен шутӗнче иккен. Анчах вӗсенче те кредит калӑпӑшӗ ӳснӗ. Автокредитпа усӑ куракансен йышӗ Раҫҫейри виҫӗ субъектра ҫеҫ йышланнӑ. Вӗсем — Воронеж облаҫӗ (+4,6%), Ставрополь крайӗ (+1,8%) тата Волгоград облаҫӗ (+0,1%).
Иртсе кайнӑ талӑкра Шупашкар хулинчи виҫӗ ватӑ ултавҫӑсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. «Кӗмӗле» кинемейсем хӑйсен аллипех кӑларса тыттарнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари ватӑсем хӑйсен тӑванӗсене «ҫӑлас» тесе пурӗ ҫур миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.
66 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи виҫӗ хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем машинӑпа инкеке лекнине ӗнентернӗ. Пенсионерсен укҫа пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсене пуҫиле майпа явап тыттарас темесен укҫа тӳлемелле тесе каланӑ. «Кӗмӗле» курьера парса яма хушнӑ. Карчӑксем 100 пинрен пуҫласа 260 пин тенкӗ таран тыттарса янӑ. Палламан ҫынсене ӗнениччен ватӑсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравласа та пӑхман.
Ҫӗнӗ ҫула яланах ҫӗнӗ тарифсемпе кӗтсе илетпӗр. Хаксем кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех ӳссе каймӗҫ те, анчах ҫулла коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑпарасси халех паллӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсене тишкернӗ. Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Надежда Колебанова пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗҫ.
Чӑваш Енри 265 муниципалитетра коммуналлӑ пулӑшу хакӗ 3,4 процент, 11 муниципалитетра 5,4 процент ӳсӗ.
Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе ҫав-ҫавах парӑм пур-ха. Ӗнер ку ыйтӑва Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн цифрисене ӗненсен, 24 организаци 36,3 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 29 процент, е 14,93 миллион тенкӗ, чакнӑ-ха. Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне илсен ҫапах та 856 ҫын умӗнче шалу парӑмӗ пур.
Шалу парӑмӗллӗ организацисен хушшинче — 13 предприяти-панкрут, ӗҫлеме пӑрахнисем — 10 компани. .
Ыран Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлӗ. Чӑваш симфони капелли ҫӗнӗ сцена ҫине пӗрремӗш тухса концерт лартӗ.
Юсав ӗҫӗ тинех вӗҫленнӗ. Вӑл 13 ҫул пынӑ. Ку ӗҫе 2008 ҫулта пуҫӑннӑ. Подрядчиксем улшӑннӑран, проектпа смета документацийӗ йӗркеллӗ пулманран ӗҫ нумая тӑсӑлнӑ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетме республика фондӗнчен 58 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Филармоние ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Филармонире ҫутӑ тата сасӑ тумалли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр лартнӑ, сценӑн аялти тата ҫӳлти механикине улӑштарнӑ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати тӑлӑх ачасем валли 2019-2021 ҫулсенче 460 хваттер илнин аудитне ирттернӗ. Туяннӑ хваттерсенчен 42,3 процентӗнче контрактсене куҫман пурлӑх рынокӗнче ӗҫлекен уйрӑм усламҫӑсемпе е посредник евӗр уйрӑм ҫынсемпе алӑ пуснӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ҫав категори хваттер малтан туянать, унтан муниципалтет закупки вӑхӑтӗнче хаклӑрахпа сутса ярать.
Прокуратура ӗҫченӗсем 90 килӗшӗве тишкернӗ те коммерсантсем 14,9 миллион тенкӗ тупӑш курнине палӑртнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗтӗмлетнӗ евӗр, кунта сӑмах хысна укҫи пирки пырать. Республикӑра тепӗр 1200 тӑлӑх хваттер черетӗнче тӑнине те шута илмелле.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче икӗ хваттере 45-50 процент хаклатса сутса янӑ. Ку танлаштарӑмра елчӗксем уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑвай, Етӗрне тата Пӑрачкав та вӗсенчен юласшӑн мар...
Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ.
Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.
Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.
Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.
«Ҫыхӑнура» портал Чӑваш энергосбыт компанийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн республикӑра инвестици программипе 3 пин счетчик ылмаштарӗҫ. Электросчетчиксене ылмаштарнишӗн ҫынсен укҫа тӳлемелле мар.
Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 45 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Программӑна пурнӑҫласа электроэнерги тӑкакне шута илекен ӑслӑ приборсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарсан ҫынсен счетчик мӗн кӑтартнине энергетиксене пӗлтерме тивмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |