Чӑваш Енри 9 вӗрентекен 200 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫакна РФ Ҫутӗҫ министерствин хушӑвӗнче палӑртнӑ. Ку укҫана вӗсене кӑҫал педагогикӑра тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн панӑ.
Премие Шупашкарти 44-мӗш лицейри хими вӗрентекенӗ Екатерина Александрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Надежда Алексеева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулти технологи учителӗ Оксана Васильева, Шупашкарти 1-мӗш гимназири математика вӗрентекенӗ Ксения Коллэ, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнчи истори учителӗ Артем Максимов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи математика вӗрентекенӗ Ольга Маряхичева, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гиназири истори учителӗ Алена Тимофеева, Шупашкарти 20-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Светлана Турбина, Шупашкарти 61-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Федотова тивӗҫнӗ.
Екатеринбургри тата Новороссийскри арҫынсем Чӑваш Енри ҫынсене улталанӑ. Вӗсене тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем ҫав регионсене командировкӑна кайнӑ.
Вӗсен серепине Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын лекнӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче вӑл тӗнче тетелӗнче видеокарта сутнине курнӑ та хуҫипе калаҫса унӑн счечӗ ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавара хӑй илеймен. Ҫак ӗҫе Екатеринбургри 21 ҫулти каччӑ тунӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ.
Новороссийскри арҫын вара судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Вӑл Чӑваш Енри курьерсене телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ, тӗл пулсан тавӑрса пама шантарнӑ. Паллах, сӑмахне тытман.
Раҫҫейри пенсионерсене пӗр хутчен 10-шар пин тенкӗ пама пултарӗҫ.
Инфляци виҫи кӗтмен ҫӗртмен пысӑкланса кайнӑран ҫӗршыври халӑхӑн хӑш-пӗр категорине хушма майпа пулӑшмалла. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.
«Пенсионерсене эпӗ пӗр хутчен 10-шар пин тенкӗшер пама сӗнетӗп», — тенӗ ҫӗршыв ертӳҫи.
Ку мера мӗнпур пенсионера пырса тивмелле. Ҫав шутра — ӗҫлекеннисене те, ҫар пенсионерӗсене те.
Ҫар ҫыннисене ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх вӑтамран 15-шар пин тенкӗ парасшӑн.
Ку пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ним ҫӗнни те ҫук. Черетлӗ ҫын каллех ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Укҫана вӑл вӗсене пӗр кунра мар, уйӑх хушши куҫарса парса пурӑннӑ. Тӗрлӗшер сумма.
Улталанаканни — Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма ют ҫын такам ун ячӗпе кредит илесшӗн, ултавҫӑсем иличчен маларах хӑв ил тесе ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм банкран 168 пин ытларах тенкӗ кредит илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ултавҫӑсем айван хӗрарӑм патне шӑнкӑравласах тӑнӑ. Укҫана ӑна ятарлӑ счётсем ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм уйӑх хушшинче 900 пин ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, ҫав укҫана ют ҫынсен счёчӗ ҫине куҫарса панӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса ҫӗнетесси йывӑррӑн пулса пырать тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Маларах Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ. Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ.
Филармоние малалла юсаса ҫӗнетессипе ирттернӗ конкурсра Шупашкарти подряд организацийӗ, «3-мӗш стройтрест», ҫӗнтернӗ. Вӑл 157,7 млн тенкӗпе ӗҫлеме килӗшнӗ. Конкурса тек хутшӑнакан пулман. Анчах халӗ контракта алӑ пусассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.
Екатеринбурги «Джули» фирма аукцион документацине закупкӑпа ҫыхӑнман оборудованипе тивӗҫтерессине кӗртнӗ тесе шухӑшлать иккен. Республикӑн Культура министерстви, сӑмахран, апатланмалли сӗтеле, ҫемҫе пукана, тӗрӗслевпе касса машинине, пӗчӗк хумлӑ кӑмакана, кофе вӗретмелли машинӑна тата ыттине кӗртнӗ.
Ҫав япаласене строительство материалӗсемпе пӗрле илни конкурса хутшӑнакансен правине пӑсать тесе ҫӑхавланине монополипе кӗрешекенсем ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ.
Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ.
Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидорова шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗ, куншӑн ӑна регионсен тата федераци тӳлевӗсем параҫҫӗ.
30 ҫулти спортсменкӑна Раҫҫей Правительстви 2,5 миллион тенкӗ преми парӗ, ҫавӑн чухлех Мускав уйӑрӗ. Тата Чӑваш Ен кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ парӗ. Ҫапла спортсменка пӗтӗмпе 6,2 миллион тенкӗлӗх премие тивӗҫӗ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин Анжелика Сидоровӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи суд 54 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тытарма йышӑннӑ. Ку статьяпа банк счёчӗ ҫинчен укҫа вӑрлакансене айӑплаҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр арҫын хӑйӗн банк карттине паллакан хӗрарӑма упрама тесе тыттарнӑ. Анчах ку вӑл качакана купӑста хураллама хушнӑ пекрех пулса тухнӑ. Лешӗ вӑрланӑшӑн судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ.
Ҫавскер банк карттин пин-кодне пӗлнӗрен банкоматра 5 пин тенкӗ укҫана илнӗ. Хӗрарӑма суд 10 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкар хулинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр эрех ӗҫме, сыпса лартсан шавлама юратнӑ. Кӳрши тарӑхса ҫитнӗ курӑнать — йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Ҫакӑншӑн лешсем хытах кӳренсе лартнӑ, тавӑрма шухӑшланӑ.
46 тата 40 ҫулти упӑшкипе арӑмӗ полицие пӗлтерекене нумай хваттерлӗ ҫурт домофонӗ витӗр тата кил хуҫин хваттер алӑкӗ патне пырса усал сӑмах каласа вӑрҫнӑ. Кил хуҫи арҫынни ҫухалса кайман — диктофон ҫине ҫырса илнӗ.
Кайран арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх арӑмӗпе упӑшки тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вӗсене 3-шер пин тенкӗшер штраф хурса панӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пурӑнакансем чӗрӗк ӗмӗре яхӑн шыв башнисӗр пурӑннӑ. Унччен туни кивелсе ваннӑ та, кайран, самани саккӑрла ҫаптарма тытӑнсан, ун патне никамӑн та ал ҫитмен. Ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑннӑ.
21-мӗш ӗмӗрте сӗм вӑрманти евӗр пурӑнас килмест халӑхӑн. Вӗсем вырӑнти Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Евгений Орловран пулӑшу ыйтнӑ.
Вырӑнти хастар Борис Оньков шухӑшланӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗпех шыв башнине юсама пулӗччӗ, ҫынсем хӑйсемех тӑвӗччӗҫ, анчах техника ҫук.
Тӳре-шара вара самай пысӑк сумма кирлӗ тесе шухӑшлать иккен. Вӗсен шучӗпе, киввине юсаймӑн. Тепӗр тесен, ҫавна хаклама экспертиза ирттермен-ха...
КПРФӑн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн ертӳҫин канашҫи Ирина Филатова Евгений Орловпа ҫыхӑннӑ. Вырӑнти пӗчӗк тӳре-шара пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсем пустуйранах пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсем ҫӑл чавнӑ, ялта та ҫӑл пур.
Ирина Филатовӑна ку хурав тивӗҫтермен. Шывпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва епле татса панине вӑл тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |