Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл парнине илме халӗ те килмен-мӗн.
Паян «Спортлото «5 из 36» тиражра 4 миллион та 19 пин те 184 тенкӗ выляттарнӑ. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ. Хальлӗхе вӑл укҫана илесси пирки пӗлтермен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: билета мобильлӗ сарӑмра туяннӑ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, билетӑн пӗрремӗш йӗркинчи пӗтӗм 5 хисепе пӗлсен ҫӗнтерӳҫӗ шутланать.
«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Своя игра» (чӑв. Хамӑн вӑйӑ) вӑйӑра аслӑ икӗ арҫынна ҫӗнтерчӗ. Асӑннӑ вӑййа ӑс-тӑна тӗрӗслеҫҫӗ.
Улатӑрти Виктория Штратникова – биолог. Вӑл Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Хӑй калашле, ДНК тӗпчет. Хӑҫан та пулсан тӑван тӑрӑхне таврӑнма ӗмӗтленет.
Маларах асӑннӑ телекӑларӑма хӗрарӑм 6 хутчен хутшӑннӑ, 3 хутчен ҫӗнтернӗ. Паян та вӑл хӑй ӑслине кӑтартса пачӗ.
Хӗрарӑмпа Давид Эджибия тата Серафим Шибанов тупӑшрӗҫ.
Нигери ҫыннине суд тунӑ. Вӑл ҫынна улталанине палӑртнӑ. Ун серепине Шупашкар хӗрарӑмӗ лекнӗ.
Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын пирӗн ентеше эреш-алка, ытти хаклӑ япалана посылкӑпа янине ӗнентернӗ. Арҫын тӗрлӗ сӑлтав тупса ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ.
Ҫав ҫын Нигерирени пулнӑ. Ӑна Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче тытса чарнӑ. Вӑл 29 ҫулта, тӑкака саплаштарнӑ. Суд арҫынна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывне ӑсатӗҫ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 33 ҫулти арҫын «банк ӗҫченӗсене» пулӑшас тесе хӑй укҫа ҫухатнӑ. Вӑл 1,4 миллион тенкӗ кредит илсе ӑна ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам арҫын ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки каланӑ. Вӑл арҫынна хураха тытмашкӑн кредит заявки пама сӗннӗ.
Ку 1 миллион та 430 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ. Счета вӑл хӑй ҫеҫ кӗме пултарнине ӗненнӗ. Ултавҫӑ аллине лекни пирки шутлама та пултарайман. Каллех кредит илме хушсан тин ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнкарнӑ. Анчах счечӗ ҫинчи укҫи пулман ӗнтӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм полицие ҫитсе хӑй шар курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнченпе тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫырӑннӑ. Вӑл ют патшалӑхра ҫар ҫынни-мӗн.
Паллашнӑ вӑхӑтра ҫак арҫын «хӗрӳ точкӑра» пулнӑ имӗш, кӗҫех вӑл ӗҫрен кайма хатӗрленет-мӗн. Вӗсем ҫырусем вӗҫтернӗ, видоҫыхӑну урлӑ калаҫнӑ. Арҫын ӗҫрен кайсан пысӑк укҫа кӗсьене кӗресси пирки ӗнентернӗ. Анчах счетне ҫар ҫыннисем ҫине мар, унӑн тӑванӗсен е арӑмӗн ячӗпе уҫаҫҫӗ имӗш. Ӗҫрен кайиччен вӑл ҫав счетран укҫине илеймест имӗш. Ҫавӑнпа хайхискер нумай ачаллӑ хӗрарӑма ют ҫӗршыв банкӗнче счет уҫма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм электронлӑ почтӑна сӑнӳкерчӗкне, паспорт копине ярса панӑ. Ун патне кӗҫех банк менеджерӗ шӑнкӑравланӑ, вӑл юрист пулӑшӑвӗшӗн 1350 доллар ыйтнӑ. Ҫапла тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 544 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑмӑн укҫи хӑйӗн пулман, ӑна вӑл кредит илнӗ.
Паян Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисенчен Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, водитель удостоверенине укҫалла туянас (суя документпа усӑ куракансене саккунпа килӗшӳллн явап тыттарасси урӑх калаҫу тейӗпӗр. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) тенӗ.
Ара, унччен хӗрарӑм права илес тесе вӗреннӗ иккен-ха. Анчах экзамен тытма сакӑр хутчен кайсан та праваллӑ пулайман. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл водитель правине туянас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче водитель правине сутакансен пӗлтерӗвне асӑрханӑ. «Пулӑшушӑн» 35 пин тенкӗ тӳлемелле-мӗн. Палламан ҫынсене ӗненсе хӗрарӑм укҫа куҫарса панӑ, анчах удостоверени паракан пулман.
Чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене суйласа илмелли конкурс пирӗн республикӑра ҫулсеренех иртет. Ун пек йышӑнӑва Чӗваш Енӗн Правительстви 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи конкурс комиссийӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне ҫак ӗҫсем кӗнӗ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырусенчен Николай Ишентейӗн «Алюш эрешӗсем» ӗҫне суйласа илнӗ. Уншӑн хыснаран 50 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли Владислав Николаевӑн «Сӑр хӗрринче Ҫӗнтерӗве туптанӑ» алҫырӑвне ырланӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли вара — Елена Чекушкинан (Елен Нарпи) «Телей патне пин ҫухрӑм» ӗҫне. Асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ.
Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шали ӗҫсен органӗнче ӗҫлекен 34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пысӑк укҫа вӑрлама тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗн 3,3 миллион тенкине хайӗн кӗсйине чикме хӑтланнӑ. Вӑл ӑна ҫак укҫапа икӗ пӳлӗмлӗ 4 хваттер туянма пулать тесе ӗнентернӗ.
Анчах йӗрке хуралҫи хура ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ӑна Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем татса чарнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчӗҫҫӗ.
Ача пахчинче воспитательте ӗҫлекен 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Палламан ҫын ун патне юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн ячӗпе такам кредит илесшӗн, укҫине вӑрласшӑн. Палламан ҫынсем хӗрарӑм патне 4 кун шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен хӗрарӑм кредит илнӗ, укҫине вӗсене куҫарса панӑ. Ултавҫӑсем «вӑрттӑн операцие» татас мар тесе кун пирки никама та пӗлтерме хушман.
Хӗрарӑм кредит илнӗ чухне хваттерне салук хунӑ. Ултавҫӑсене вӑл 2 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |