Етӗрне районӗнче тухтӑра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Етӗрне районӗнчи тӗп больницӑра ӗҫленӗ хирурга РФ Пуҫле кодексӗн 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе (пӗчӗк сӗтев илнӗшӗн), 292-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ.
Шурӑ халатлӑ ҫав ҫын 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен 2 ҫына суя больничнӑйсем туса панӑ.
Суд тухтӑра сӗтев илнӗ виҫелӗх штраф хурса панӑ. Сӗтев илнӗ укҫана вара патшалӑха тавӑрса пама тивӗ.
Пакунлисем тухтӑра сӗтев панисен тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Республикӑн клиника офтальмологи больницинче ачасем валли Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Ҫамрӑк пациентсене комплекслӑ тӗрӗслӗҫ, офтальмологсем кирлӗ сӗнӳ-канаш парса пулӑшӗҫ, епле сипенмеллине каласа кӑтартӗҫ.
10 сехетре больницӑра ачасем валли анимаци программи пуҫланӗ.
Ҫамрӑк пациентсене Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Уҫӑ алӑксен кунне (8352) 51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Йышӑнӑва пынӑ чухне ҫумра паспорт, ҫурални ҫинчен калакан свидетельство, страхлакан медицина полисӗ, СНИЛС пулмалла.
Республикӑри 27 ачана вӑрӑм туна ҫыртнӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсен аллерги реакцийӗ пуҫланнӑ.
Ку хисеп – юлашки эрнери. Ачасен вӑрӑм туна ҫыртнӑ вырӑнти ӳт хӗрелнӗ, хӑмпӑланнӑ, суран пек пулса ларнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене ашшӗ-амӑшӗ тухтӑр патне илсе пынӑ.
Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, варӑм туна ҫыртнӑ вырӑнӑн кӑшт кӑна хӗрелмелле, кӗҫӗтмелле. Ҫӳлерех асӑннӑ паллӑсем пур-тӑк, ку – аллерги.
Муркашри поликлиникӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх тетелрадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «1981-мӗш ҫулта хут янӑ ҫурта пуҫласа тӗплӗ юсанӑ.Пӗчӗк пациентсем валли пӗрремӗш хутра ятарлӑ уйрӑм йӗркеленӗ.
Аслисем валли кӗрсе тухмалли уйрӑм алӑк. Пырса кӗрсен тӳрех ҫӗнӗ регистратурӑна лекетӗн. Унчченхи вырӑнӗнче хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм тунӑ. Картотека валли те пысӑк кабинет уйӑрнӑ. Коридорсем ҫутӑ та анлӑ».
Больница хитри аван-ха, анчах кирлӗ тухтӑрсем вырӑнта пулсан тата лайӑхрах. Унччен хӗрарӑмсен маммографи тӗпчевӗ витӗр тухма Шупашкара кайма тивнӗ. Халӗ вырӑнтах диагностика уйрӑмӗ ҫынсене йышӑнать.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ офтальмолог, академик Святослав Фёдоров ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Мухтавлӑ тухтӑр — «Куҫ микрохирургийӗ» отрасльсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа техника комплексне пуҫарса янӑ ҫын.
Святослав Николаевич Шупашкарта пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул: 1958—1961 ҫулсенче — пурӑннӑ. Апла пулин те хула историне ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлнӑ.
1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта куҫ шӑрҫине ылмаштарассипе ӑнӑҫлӑ операци ирттернӗ. Катарактӑпа ҫуралнӑ 12 ҫулти хӗрача ҫапла вара курма тытӑннӑ. Ҫав операци куҫ микрохирургине пуҫарса янӑ та.
Искусствӑлла куҫ шӑрҫине оргкантӑкран (плексикуҫ) Святослав Фёдоровӑн пӗчӗк хваттерӗнче Шупашкарти электроаппаратура завочӗн слесарӗпе Семён Мильманпа пӗрле хатӗрленӗ.
Шупашкарта Святослав Николаевич ун пек 4 операци тума ӗлкӗрнӗ. Унтан унӑн куҫса кайма тивнӗ. Апла пулин те Чӑваш Ене манӑҫа кӑларман. «Ромашка» операци тата диагностика конвейерӗсене хатӗрлеме вӑл Шупашкарти конструкторсене шаннӑ, 1987 ҫулта отрасльсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа техника комплексӗн пӗрремӗш филиалне уҫнӑ.
Паян Шупашкарта Святослав Фёдоров урамӗ, скверӗ пур, бюст вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |