Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧПУ

Республикӑра

Ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче те Чӑваш патшалӑх университетӗнче те нумай ҫул хушши ӗҫленӗ литературовед, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, чӗлхеҫӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Фёдоров Георгий Иосифович профессор вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.

Георгий Иосифович 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ҫул тытнӑ, ӑна 1971 ҫулта пӗтернӗ. Федоров ытларах критикӑпа литература пӗлӗвӗнче палӑрнӑ. Вӑл 9 кӗнеке ҫырнӑ. Георгий Иосифович «Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ», «Художественный мир чувашской прозы», «Художественный мир Федора Ухсая», «Иван Мучи пултарулӑхӗ». «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», «Вӑр-вӑр кайӑк, вӑр кайӑк», «Туй ачи, пуса ачи» повеҫсен авторӗ. Юлашки вӑхӑтра профессор чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗпе ӗҫленӗ. Материала пуҫтарма вӑл 1970-мӗш ҫулсенчех пуҫланӑ — пурнӑҫ тӑршшӗпе пухнӑскере пичетлеме хатӗрлетчӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Чӑваш Ене Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Вӑл кунта «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Маларах Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Утмӑлтурат» ушкӑнӗн юрри-ташшипе паллашнӑ. Вӑл унта Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологипе культурин доценчӗпе Оксана Сорокинӑпа пырса ҫитнӗ. Вӗсем анатри, тури чӑвашӗсен йӑли-йӗркине, фольклорне тӗпчес тӗллевпе ҫула тухнине пӗлтернӗ.

«Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ, мӗнле хатӗрлемеллине каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пӗҫернӗ ӗне ыррине, чӑкӑта, тӱрккӑ икерчине, аш шӱрпине аякран килнӗ хӑна кӑмӑлласа ҫинӗ, питӗ тарават кӗтсе илсе хӑналанӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. Вырӑнтисем Эльмен тӑрӑхӗнчи ҫырмасен, ялсен ячӗсемпе, вӗсем мӗнле пуҫланса кайнисене каласа кӑтартнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри икӗ ҫӑмрӑкӑн проекчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем грант ҫӗнсе илнӗ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен конкурса пӗтӗмпе 23 проект тӑратнӑ. Конкурса И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенткин Нина Любинарскаян «Журналистикӑна – утӑм» проекчӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ магистранчӗн Дмитрий Кошеваровӑн «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» проекчӗ мала тухнӑ. Ку – 2-мӗш тапхӑрта. Икӗ проект грант ҫӗнсе илнӗ. пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗлӗх.

Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ конкурс анлӑ иртнӗ. Унта 4412 заявка пулнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпачӗсенчен 247 заявка пулнӑ.

Конкурсӑн 1-мӗш тапхӑрӗнче вара Чӑваш Енри 8 ҫамрӑкӑн проекчӗ мала тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӗмен хулинчи патшалӑх университечӗн Кӗпӗрнаттӑр залӗнче "Чуваши с симбирским характером" (Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем) документлӑ телефильм хӑтлавӗ иртнӗ.

Фильмӑн чи пирвайхи геройӗсем - Анат Тавда районӗнчи Пӗчӗк Хутор ялӗнче пурӑнакансем.

Хӑтлава Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти тата Кӑнтӑр Уралти чӑвашсен наци автономийӗсен пайташӗсем, Ҫӗпӗрти ӑсчахсем, студентсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Фильма сенкер экран ҫине кӑҫалхи раштав ҫуррисенче кӑларӗҫ.

Документлӑ картинӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер ӳкерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе те курнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/512.html
 

Республикӑра

Чӳкӗн 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ислама экстремизмран мӗнле уйӑрмалла» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта республикӑри паллӑ ҫынсемпе пӗрле журналистсем те хутшӑннӑ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн деканӗ Михаил Тимофеев ҫак террористсен организацийӗ мӗнле йӗркеленсе кайни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене ислам патшалӑхӗ теҫҫӗ пулсан та ку тӗнпе нимӗнле те ҫыхӑнман. Парижра терактсем пуличчен ИГИЛсем пирки тӗрлӗрен калаҫнӑ пулсан халӗ пурте ӑнланнӑ: ку хӑрушлӑх.

Полици подполковникӗ Владимир Шихранов Раҫҫейре ИГИЛа терроризма организацийӗ вырӑнне йышӑннине палӑртса каланӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, экстремизм енӗпе преступленисем тӗнче тетелӗнче ҫамрӑксемпе пулаҫҫӗ. Владимир Пантелеймонович Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине, халах тӑрӑшнипе радикаллӑ группировкӑсем хастарланманнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.mvd.ru/news/item/6798069/
 

Чӑвашлӑх

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ют ҫӗршывран килнӗ студентсем вӗренеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ.

Музей ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем Эльмира Васильева тата Руслан Петров студентсемпе залсем тӑрӑх экскурси ирттернӗ. Студентсем тепӗр икӗ залӗпе хӑйсем тӗллӗн паллашнӑ.

Хӑнасем уйрӑмах чӑваш костюмӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Студентсем чӑваш халӑх инструменчӗсем мӗнле сасӑ кӑларнине те киленсе итленӗ.

Сӑмах май, Чӑваш наци музейӗнче ют ҫӗршыв студенчӗсен кунӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн музее ют ҫӗршывран килнӗ 300 ытла студент ҫитсе курнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри географи диктантне ҫырнӑ. Акци ҫӗршывра пӗрремӗш хут иртнӗ.

Пӗрремӗш хут иртнӗ пулсан та унта чылай ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 781 ҫын парта хушшине ларса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.

ЧР влаҫӗсен порталӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ҫын 2-мӗш класс ачи пулнӑ. Чи асли вара — 79 ҫулти ҫын.

Географи диктанчӗ «Манӑн ҫӗршыв — Раҫҫей» темӑпа иртнӗ. Заданире 25 ыйту пулнӑ. Диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫырнӑ.

Акци йӗркелӳҫисем географи диктанчӗ ҫынсен пӗлӳ шайне тӗрӗслеме май панине шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79936
 

Персона Артем Гаврилов
Артем Гаврилов

Пултаруллӑ ҫамрӑксене правительство хавхалантарма тӑрӑшать. Тӗрлӗ ҫӗрте ӳсӗм тунӑ яш-хӗре степнеди, преми параҫҫӗ. Ку ҫамрӑксемшӗн самаях тӗрев.

РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май премие тивӗҫнӗ ҫамрӑксен списокне хатӗрленӗ. Ку преми 30 пин тенкӗпе танлашать.

Палӑртма кӑмӑллӑ: премие тивӗҫнисен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Артем Гаврилов — хастар ҫамрӑк. Ҫакна кура ӑна списока кӗртнӗ.

Сӑмах май, Артем кӑҫал РФ Президенчӗн стипендине те тивӗҫнӗ. Ӑна вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, общество пурнӑҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн панӑ.

 

Вӗренӳ

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра хӑш-пӗр факультетсене пӗрлештернӗренпе темиҫе ҫул та хыҫа юлчӗ ӗнтӗ. Шел те, унчченхипе танлаштарсан, тӳлевсӗр вырӑнсем сахалланса пыраҫҫӗ.

Халӗ ав виҫӗ факультета пӗрлештерсе Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗ пулса тӑнӑ. ЧПУн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул ҫак факультетра «Журналистика» енӗпе вӗренекенсем валли тӳлевсӗр 10 вырӑн пулӗ. Ҫакна РФ Вӗренӳ министерстви федераци конкурсӗнче палӑртнӑ.

Аса илтерер: унччен факультетра журналистика енӗпе пӗр тӳлевсӗр вырӑн та пулман. Виҫӗ факультета 2013 ҫулта пӗрлештернӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов.

Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 30

1898
126
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
101
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи