Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧУлхула

Кӳршӗре

Чулхула влаҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен архитектурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан музее юсаса ҫӗнетесшӗн.

Ӑна 1973 ҫулта уҫӑ вырӑнта уҫнӑ. Аваллӑх управҫи XVII-XIX ӗмӗрти ял архитектурин объекчӗсем – пӳртсем, ампарсем, армансем, чиркӳсем вырнаҫнӑ. Анчах унти 14 обьектран 13-шӗ ишӗлме тытӑннӑ иккен, килен-каяна пырса ҫӳреме те хӑрушӑ теҫҫӗ.

Пӗлтӗр музей хысни 4 миллион тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Ку тупра коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеме тата унта ӗҫлекенсене шалу тӳлеме кӑна ҫитнӗ иккен.

Экспонатсене ҫӗнетме вуншар кӑна мар, ҫӗршер миллион та кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна тупассишӗнех хула влаҫӗсем попечительсен канашне йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне регионсен хыснинчен укҫа уйӑрса пулӑшасса та тем пекех шанаҫҫӗ.

Ячӗ Атӑлҫи халӑхсен тесе янӑрать те, анчах хальлӗхе унта вырӑс архитектури кӑна пур иккен. Чулхула облаҫӗнчи ытти тымар халӑхӑн — чӑвашсен, тутарсен, мӑкшӑсен тата ҫармӑссен архитектурине унта кӑтартман. Вырӑссен архитектурине унта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Чулхулан ҫурҫӗр енчи районӗнчен кӳрсе килсе вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1633.html
 

Культура

Чӑваш Енре шотланди культурин фестивалӗ кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртмелле. Вӑл кӑрлачӑн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пулӗ.

Фестиваль кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать. Унта Мускаври, Воронежри, Хусанти, Чулхулари тата Шупашкарти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. Хальхи фестиваль вӑхӑтӗнче поэзи, литература, истори, юрӑ-ташӑ ӳнерӗн каҫӗсем иртмелле. Уява вара Великобританипе Шотланди культурине, историне, акӑлчан чӗлхине вӗренекенсене пуҫтарнипе уҫӑлӗ. Унта шотланди ташшисен хусканӑвӗсене те кӑтартӗҫ.

 

Статистика Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ
Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ

Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.

Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.

Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1575.html
 

Кӳршӗре

Хӑш-пӗр ют ҫӗршывра канма хамӑр патра каннинчен хаклине пушӑ вӑхӑта савӑк иртерме кӑмӑллакансем пӗлеҫҫӗ-тӗр-ха. Ҫынсем хамӑр патра канма ӑнтӑлччӑр тесен ҫӗршыв шайӗнче таранах программа кирлине палӑртакансем те пур. Илӗртӳллӗ вырӑнсем, чӑн та, пур. Ҫакна «Атӑлҫине уҫ» ятпа Чулхулара иртекен фестиваль-хӑтлав вӑхӑтӗнче те тепӗр хут курса ӗненме май килнӗ.

Унта хутшӑнакан 14 регион хушшинче Чӑваш Енте пур. Чӑваш Ентен унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем те тухса кайнӑ. Конкурсра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм пӗчӗк хули» номинацире Сӗнтӗрвӑрри ҫӗнтернӗ.

 

Чулхулара вырнаҫнӑ Атӑлҫи-Вятка округӗн федераллӑ арбитраж сучӗ нумай пулмасть Чӑваш Республикинчен килнӗ кассаци жалобине пӑхса тухнӑ пулать — «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн депутачӗн Моляков И.Ю. урлӑ янӑ Петров В.А. ӳпкевре 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка торг ирттермесӗр икӗ обществӑна тара панипе килӗшмен иккен. Саккун пӑснине вара пӗлтерӗве чӑвашла тухакан «Хыпар» хаҫатра вырнаҫнинче курнӑ.

Чулхулари суд ҫак ӗҫ-пуҫра саккуна пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ — конкуренцине хӳтӗлекен саккунӑн 15 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшсе кӑймасть имӗш. Йӗрке пӑснине ҫак суд вара хула Администрацийӗ тивӗҫлӗ МИХа суйламаннинче, суйланӑ хаҫат саккуна тивӗҫтерменнинче курнӑ иккен. «Хыпар» хаҫатра пичетлени хуҫалӑх ӗскерӗсене муниципалитетӑн хурпӑрлӑхӗпе уҫӑ курма чӑрмав кӳнӗ пулать тата ҫӗр лаптӑкӗн пасарӗнчи конкуренцине чӑрмавланӑ. Суд хула Администрацине малашне тивӗҫлӗ МИХпа усӑ курма хушнӑ (хайхи чӑвашла хаҫатсем вӗсен шутне кӗме пултараймаҫҫӗ ӗнтӗ).

Суд ӗҫ материалӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн «Хыпар» хаҫат ҫӗр лаптӑкне тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳ валли каймасть тесе палӑртнӑ: ку хаҫат вӗсен шухӑшӗпе ытларах ял ҫыннисем валли тухать тата чӗлхи те унӑн — чӑвашла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1265.html
 

Ту-134Б-3
Ту-134Б-3

44 миллион тенкӗлле парӑма вӑхӑтра татса паманнишӗн «Шупашкар агрегат савучӗ» АУО-н хӑй тахҫан хуҫаланнӑ Ту-134Б-3 маркӑллӑ самолетпа «сыв пуллашма» лекнӗ.

Чулхулари суд приставӗсен служба управленийӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх республикӑри Раҫҫейӗн УФССП хушнипе Чулхула суд приставӗсем «Шупашкар агрегат савучӗн» пурлӑхӗ ҫине (самолёт) арест хунӑ, мӗншӗн тесен предприяти тепӗр организаци умӗнче 44 миллионлӑ парӑма кӗнӗ.

Паянхи кун самолёт парӑмлӑ организацийӗн элчисен яваплӑ сыхлавӗнче тӑрать. Вунӑ кун хушшинчи «Шупашкар агрегат савучӗ» организацийӗ укҫа тавӑрса памасан арестленӗ пурлӑха халӑх умӗнче хаклашса сутма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lifenews.ru/news/118226
 

Тӑмран япала ӑсталакансем кӑҫал Шупашкарта симпозиума пуҫтарӑнӗҫ. «КераМагия» ят панӑ мероприяти тӗрлӗ регионти маҫтӑрсене пухмалла. Ҫав шутра Чулхулари, Кисанти, Нальчикри, Егорьевскри, Мускавпа Питӗрти ӑстасем. Тӑмран илемлӗ тем тӗрлӗ япала хатӗрлеме май пуррине вӗсем пултарулӑх лаҫҫисенче кӑтартӗҫ. Ӑсталӑха ӑша хывас текенсене вара хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха ним мар вӗрентӗҫ.

Симпозиум ҫак уйӑхӑн 10-25-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Мария Яшкардина
Мария Яшкардина

Раҫҫейӗн ИӖМ службинче арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем Некрасов поэминче пекех «Чупакан ута та чараҫҫӗ, ҫунакан пӳрте те кӗреҫҫӗ». Пурнӑҫӑн хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑнӑсӑр пуҫне инкекрен хӑтаракансен хӗрсен пайӗ тӗрлӗ конкурсенче те хутшӑнать.

Ҫитес кунсенче Чулхулара атӑлҫи-регионаллӑ ИӖМ хушшинче пикесен конкурсӗ иртет. Унта 14 маттурка ҫӗнтерӳ ятне тивӗҫессишӗн ӑмӑртать. Республика чысне вара Шупашкарти Раҫҫейӗн ИӖМ сыхлав ӗҫӗ-хӗлӗн испекторӗ Мария Яшкардина хӳтӗлет.

ИӖМре Мария ӗҫлеме анчахрах тытӑннӑ, халӗ вӑл иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илме хатӗрленет. Шкулта вӗренне вӑхӑтрах хӗр асӑннӑ йышши конкурсенче малти вырӑнсене тухнӑ, ҫавӑнпа та Чулхулара иртекен конкурс хӗршӗн ҫӗнӗлӗх пулмасть.

Регламентпа килешӳллӗн Пикесен конкурсӗ темиҫе этапран тӑрать. Пӗрремӗш этап паяна вӗҫленнӗ. Унта пирӗн ентеш «Кӗскен паллаштарни» ятпа жюрисене видеороликпа паллаштарнӑ, ӗҫ тата балл тумтирӗпе дефиле кӑтартнӑ. Хыҫҫӑн румба ташшине ташласа панӑ. Жюри пӗрремӗш этап ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ вӑхӑтра, конкурса хутшӑнакансем малалли этапсене хатӗрленеҫҫӗ. Пике конкурсне хутшӑнма хитре пулни ҫителӗксӗр, унсӑр пуҫне саккуна пӗлмелле, пӗрремӗш медпулӑшӑва пӗлни те пӑсмасть.

Малалла...

 

Налук пухассипе пуль тетӗр-и? Ӑна-кӑна калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен сӑмахӑм асӑннӑ служба ӗҫченӗсем спартакиадӑра ҫӗнтерни пирки пырать.

Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне 13 ушкӑн пухӑннӑ. Спартакиада ҫак уйӑхӑн 9-10-мӗшӗсенче Чулхулара иртнӗ. Спортсмена ҫаврӑннӑ налукҫӑсен пӗчӗк футбол, волейбол, сӗтелҫи теннис тата бадминтон енӗпе тупӑшма тивнӗ. Чӑваш Енӗн ушкӑнӗ тивӗҫлипе ӑмӑртса пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.r21.nalog.ru/ns/4202573/
 

Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хыпарлать. Логистикӑпа транспорт центрӗ тӑвас ыйтупа ытларикун асӑннӑ ведомство ӗҫченӗсем Чулхулана каясшӑн. Унта вӗсем асӑннӑ регионӑн ҫав опычӗпе паллашасшӑн.

Центр еплерех пуласси тата ытти хӑш-пӗр самант пирки хальлӗхе калама иртерех. Ҫак ыйтусем тӗл пулу хыҫҫӑн, ахӑртнех, уҫӑмланӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть