Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта календарьти кунсене сӑнасах тӑраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине, сӑмахран, кӑшӑлвируса пула ачасем килте ларнине пӑхмасӑрах анлӑн ирттерме май пултарнӑ вӗсем. Унта кашни класс хӑйӗн ӑсталӑхне май килнӗ таран туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин элемесӗн кунӗ пирки те манман. «Пирӗн герб, ялав, гимн— халӑх мӑнаҫлӑхӗ», — теҫҫӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Ҫавна май викторина ирттернӗ. Ытти тӗрлӗ акцие, конкурса, ӑмӑртӑва, курава та ачасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Маттурсене тата вӗсене пулӑшса пыракан ашшӗ-амӑшне Хисеп хучӗсемпе Тав хучӗсемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Мероприятисене ирттерме шкулти хастар вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывни каламасӑрах паллӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ. Килӗсенче ачасем чӑвашла мультфильмсем пӑхнӑ. «Ӑслӑ хӗр», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Улпут лаша пулнӑ пирки», «Тӑлӑх тилӗ», «Йӑван паттӑр», «Мӗнле тӑвас е Куйкӑрӑш» тата ыттине курса вӗсенче мӗн калас тенине ӑша хывма тӑрӑшнӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑхнӑ мультфильмсем тӑрӑх инҫет мелпе ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. 6-мӗш класри Ульяна Федотова вара курава чӑваш тӗрриллӗ уйрӑм ӳкерчӗк туса, ӑна сӑвӑпа илемлетсе ярса панӑ.
Пултаруллӑ ачасен йышӗнче Алина Николаева ҫаксене асӑннӑ: 5-мӗш класри Дима Ильин, 6-мӗш класри Катя Павлова, Ангелина Васильева, Ульяна Федотова, Игорь Бардасов, 7-мӗш класри Павел Борисов, 8-мӗш класри Дарья Бойкова, Роман Фомин, Августина Семенова, 9-мӗш класри Даниил Степанов. 3-мӗш класри Виталий Фомин Роман пиччӗшӗнчен юлас темен — мультфильм курнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ӳкернӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2020» акци иртрӗ. Диктантӑн тӗп тӗллевӗ ытти ҫулхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тесе йӗркеленӗ ӑна.
Диктанта Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ытти ҫулхи евӗр парта хушшине ларса мар. Килте.
Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, техника енчен чӑрмавсем пулсан та шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗ асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, вӗрентекенсем Юрий Скворцов ҫырнӑ «Уках хурӑнӗ» хайлав сыпӑкне ҫырнӑ. Текста Владимир Егоров вуланӑ. Ҫыракансем хушшинче Чӑрӑшкасси шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Серебряковсен асламӑшӗ, 73 ҫулхи Нина Серебрякова, ытти ҫулти пекех хастар пулнӑ. Вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарнӑ.
«Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ҫулсерен конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 11 номинацие тӗрлӗ чӗлхеллӗ 299 ӗҫ тӑратнӑ», — тесе пӗлтернӗ Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкул вӗрентекенӗ Алина Николаева «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.
«Несӗлсен чӗлхине вӗрентекен» конкурса «Хӑй ҫырнӑ сӑвӑ» («Авторский стих») номинацие чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Михайловна та хутшӑннӑ. А.М. Николаева хӑй ҫырнӑ «Чӑвашлах пуплесчӗ» сӑввипе тутар, дагестан, ингуш, калмӑк, чечен тата ытти чӗлхесемлӗ сӑвӑсем хушшинче 1 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Конкурса хутшӑнма пулӑшнӑшӑн вӑл Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен канашӗн ертӳҫине Евгений Майкова тата Виктор Чугарова тав самахӗ калать.
Виталий Никитин-Станьял литературовед, таврапӗлӳҫӗ, публицист, поэт, общество хастарӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ 80 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыннӑн юбилейне халалласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттернӗ пултарулӑх каҫне Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи Алина Николаева та хутшӑннӑ. Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе, Кӑшавӑш шкулӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗпе Евгений Майковпа иккӗшӗ уяв сценарине хатӗрленӗ.
Алина Михайловна Виталий Станьяла халалласа акросӑвӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл сумлӑ хӑнасем умӗнче вуласа парса юбиляра саламланӑ. Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Петрович пултарулӑхӗпе уроксенче ачасене те паллаштараҫҫӗ.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем 9-мӗш фестивале пухӑннӑ.
Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ шкул учителӗсем Ишлей шкул ачисене тӑван чӗлхе, литература илемне кӑтартса панӑ.
Алина Николаева «Йывӑҫ ячӗсем епле пулса кайнӑ?» темӑпа 5-мӗш «а» класра урок ирттернӗ. Ачасем вӗрентекенпе йывӑҫсен ячӗсене чӑвашла тата вырӑсла калама хӑнӑхнӑ, вӗсен ячӗсем мӗнле пулса кайнине тӗпченӗ, словарь тунӑ.
Чӑрӑш ҫинчен вӗреннӗ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен класа Хӗл Мучи килсе кӗни пуриншӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Хӗл Мучи чӑвашла та пӗлет иккен! Вӑл ачасенчен урокра мӗн вӗреннине ыйтса пӗлнӗ, тӗрӗс хуравлакансене кучченеҫпе сӑйланӑ.
Алина Николаевӑна, сӑмах май, «Ӑста вӗрентекен» номинацире ҫӗнтернӗшӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класра вӗренекенсем Николай Золотницкий пирки пуҫ ватнӑ. Кам вӑл? Ҫапла ыйтнӑ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева. Хурав шыраса ачасенчен пӗрисем шкул вулавӑшне васканӑ, теприсем чӑваш чӗлхипе литература пӳлӗмӗнчи тӗрлӗ меслетлӗх кӗнекисене, вӗрентӳ пособийӗсене тишкернӗ, теприсем вӗрентекенпе тӗнче тетелӗнче Николай Золотницкий ҫинчен ҫырнине, унӑн статйисене шыранӑ.
«Ачасем тӑхтав вӑхӑтне усӑллӑ ирттерчӗҫ, каннӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗ тума пултарчӗҫ.
Николай Золотницкий (1829-1880) чӑваш ҫырулӑхне "ӳ" сас палли кӗртни ачасемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑлах 1867 ҫулта чӑвашсем валли пӗрремӗш букварьпе пӗрремӗш календарь те кӑларнӑ иккен! Улттӑмӗш класра ӑс пухакансем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен презентаци курчӗҫ, "ӳ" сас паллипе сӑмахсем тупса чӑвашла-вырӑсла словарь турӗҫ», — пӗлтерет Алина Николаева.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта вӗренекенсем Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутне экскурсие кайнӑ.
Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитӗнекен ӑрӑва пулас профессие суйласа илме пулӑшас тӗллевпе 9 класс ачисемпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Класс сехечӗсенче прфесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, вӗрентекенсем ачасене кӑсӑклантарнӑ ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ. Ӗҫ профессийӗсемпе кӑсӑкланнине кура Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура заводне 8, 9 класс ачисене экскурсие илсе кайнӑ. Экскурсие йӗркелеме шкулти ашшӗ-амӑшӗн ертӳҫи Анна Николаевна (вӑл савутра ӗҫлет) пулӑшнӑ.
Савутри профсоюз пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Романов экскурсовод ачасене предприятири ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫак кунсенче Пӗтӗм чӑвашсен 4-мӗш «Асам» кинофествалӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Фестиваль программинчи тӗрлӗ фильм хушшинче — Юрий Скворцов хайлавӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Амаҫури» фильм та пур. Ӑна Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем тӗнче тетелӗнче пӑхнӑ. Асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма ачасем шкулти программӑпа килӗшӳллӗн Юрий Скворцовӑн «Амаҫури анне» хайлавне вуланӑ хыҫҫӑн курса тӗлӗннӗ.
«Юрий Илларионовичӑн психологилле хайлавӗсем ҫыннӑн чун-чӗринчи пӑшӑрханӑвне, кулянӑвне, вӑл мӗн шухӑшланине тарӑннӑн кӑтартаҫҫӗ. Ҫакна курса ӗненчӗҫ те ӗнтӗ ачасем. Хайлав тӑрӑх ӳкернӗ фильма курсан 5 класс ачисем Митьӑшӑн ҫав тери пӑшӑрханчӗҫ, ӑна хӗрхенчӗҫ», — тет Алина Николаева вӗрентекен.
Фильм режиссерӗ Н.Семенов, А. Ефремов оператор, В.Карсаков сценарист, О. Изванова, А. Бельская тата ыттисем те асӑннӑ фильм пысӑк пахалӑхлӑ пултӑр тесе нумай тӑрӑшнине те палӑртнӑ ачасем.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта «Арҫури» авторне халалласа урок ирттернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Михаил Федоров ҫуралнӑранпа 171 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 8 класс ачисем чӑваш литература урокӗнче «Арҫури» поэмӑна тепӗр хут аса илнӗ, ӑна тишкернӗ. Юра Николаев поэма сыпӑкне пӗр-пӗр артистран кая мар вуласа пани А.М. Николаева вӗрентекене те, класри тантӑшӗсене те тыткӑнланӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Чӑваш Республикин картти ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ Сӗтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялне шыраса тупнӑ.
«Арҫури» юмахлатнӑ поэмӑн авторӗ 1848 ҫулта ҫуралнӑ та 1904 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Чӑрӑшкассисем «Арҫури» хайлав тӑрӑх ӳкернӗ сюжетсем пирки те тӗплӗ каласа панӑ, композиципе стильне тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |