Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Чечен Республикинче вилнӗ Леонид Пучкова асӑнса спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме хатӗрленет. Ӑна шкул Леонид пуҫне хунӑ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, йӗркелӗ. 28 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнче полицин патрульпе пост службинче водительте ӗҫленӗ. Чечен Республикине ӗҫпе кайсан пуҫне хунӑ.
Ҫав кун шкул ачисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӑмӑл атлетика эстафетине тухӗҫ. Калашинков автоматне салатса пуҫтарассипе те тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне 200 метра хӑвӑртрах чупса тухассипе тата турник ҫинче ытларах туртӑнассипе ӑмӑртӗҫ.
Чӑрӑшкасси шкул пуҫлӑхӗ Ирина Гаврилова ӑмӑртӑва ытти шкул ачисем хутшӑнсан пушшех те кӑмӑллӑ пулассине пӗлтерет.
Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗреннӗ Леонид Пучкова асӑнса пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнта каччӑн амӑшӗ Галина Александровна, Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисем тата Леонидӑн тантӑшӗсем хутшӑннӑ.
Ҫав кун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӑрӑшкассисем пӗр ҫемьери пекех пулнӑ. Пӗрле пухӑнса савӑннӑ вӗсем. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ял кунне ирттернӗ.
Паллах, чи малтан ентешӗсене Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Борисов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.Степанов саламланӑ.
Николай Николаевич чӑрӑшкассисене яла аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн ырланӑ. Леонид Дмитриевич вара ҫакнашкал уяв халӑха пӗр чӑмӑра пухнине пӗлтернӗ.
Чӑрӑшкассинчи чи хастар та пултаруллӑ ҫынсене ЧР Культура министерствин тата ял тӑрӑх администрацийӗн грамотипе чысланӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ тата ыттисем сцена ҫине тухса илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
ЧР Вӗренӳ министерстви республикӑри шкулсенчи пуша вакансисен списокне хатӗрленӗ. Документра пуҫламӑш классен, 5–11-мӗш классен вӗрентекенӗсем ҫителӗксӗрри пирки каланӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗнче тата Тутаркасси шкулӗнче 2015-2016 ҫулсенче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар районӗнчи сакӑр шкул кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тӗрлӗ предмет вӗрентекенӗсене йышӑнма хатӗр. Кӳкеҫ лицейӗнче акӑлчан вӗрентекенӗ те кирлӗ. Чӑрӑшкасси пӗлӳ ҫуртӗнче физика вӗрентекенне кӗтеҫҫӗ. Кӑшавӑш шкулӗнче вырӑс тата акӑлчан чӗлхисен вӗрентекенӗ ҫук. Ишлейре вӑй-хал культурин учительне кӗтеҫҫӗ.
Ҫӳлтикасси шкулӗнче 2016–2017 ҫулсем валли математика вӗрентекенӗ ҫук. 2017–2018 ҫулсенче вара Чӑрӑшкасси шкулӗнче обществознани учителӗ кирлӗ. Вакансисен тулли списокӗпе официаллӑ сайтра паллашма пулать.
Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ.
Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ.
Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.
Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.
Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.
«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.
Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.
Шупашкар районӗнче хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илесси епле шайра пынине унта нумаях пулмасть иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи харпӑрлӑхра шутланакан ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗнчен 76 процентне регистрациленӗ. 9036 гектар ҫинче 3706 ҫӗр пайӗ хуҫасӑр шутланаҫҫӗ. Ун пеккисем Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнче 1987,51 га, Янӑшра — 1580,67 га, Шемшерте — 966 га, Апашра — 710 га, Ишекре — 412 га. Ытти тӑрӑхсенче сахалтарах-мӗн.
Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене ял тӑрӑхӗсем хӑйсем ҫине куҫарас тесе суда тавӑҫпа тухаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Янӑш ял тӑрӑхӗнче уйрӑмах аван йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем суда 212 тавӑҫ тӑратнӑ-мӗн, ҫав шутран 131 тӗслӗхпе суд ял тӑрӑхне тивӗҫтерекен йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра 95 ҫын ҫӗр пайӗ кирлӗ мар тесе ӑна пӑрахма йышӑннӑ. Ҫапла майпа ял тӑрӑхне 612 гектар ҫӗр куҫнӑ. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ те хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене тытса илессипе хастар. Унтисем суда 197 заявлени тӑратнӑ. Вӗсенчен 95-шне тивӗҫтернӗ.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
Мирлӗ пурнӑҫри хирӗҫ-тӑрусем миҫе ҫемьене хуйхӑ илсе ҫитермен-ши! Чечняри те сахал мар ҫамрӑк пурнӑҫне ытла та ир татрӗ. Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи Бычковсене те ҫак хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Асӑннӑ районта йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенскер Чечняна ӗҫпе кайнӑ, унта пуҫ хунӑ.
Тӑван шкулӗ Леньӑна манмани пирки эпир хыпарланӑччӗ http://www.chuvash.org/news/6279.html. Вӑл вилнӗ кун унта анлӑ спорт мероприятийӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва 7–11-мӗш классенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Хӑйсен шкул ачисене кӑна мар, ытти шкултан та чӗнеҫҫӗ. Пилӗк ҫынтан тӑракан ушкӑна 3 яшпа 2 хӗре кӗртме палӑртнӑ. Бычкова асӑнса йӗркелекен спорт мероприятине Леня вилнӗ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, ирттерӗҫ.
Ачасем ҫу вӑхӑтне усӑллӑ ирттерччӗр тесе аслисем тӑрӑшаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра ачасем валли конкурс йӗркелеҫҫӗ.
Акӑ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Чӑрӑшкасси ачисем ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ҫуллахи мисс — 2014» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Мероприяти темиҫе номинаципе иртнӗ: «Хӑвӑнпа паллаштар та тум пирки каласа кӑтарт», «Тупмалли юмахсен конкурсӗ», «Кам ытларах чечек пухать», «Мана ӑнлан» тата ташӑ конкурсӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хастарлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫавӑнпа кашни конкурсҫа кӑмӑллӑ юлнӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче жюри «Ҫулла мисне» палӑртнӑ. Ҫак ята ҫулҫӑсенчен ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша Леонтьева тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |