Кӑҫал та Шупашкарта «Советская Чувашия» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетсемшӗн ӑмӑрту иртӗ.
Хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ку ӑмӑрту юлашки нумай-нумай ҫулта кӑҫал пуҫласа Александр Егоровсӑр иртет. Спорт тематикине ҫутатнӑ ӗҫтешне сума суса хаҫатҫӑсем ун ячӗпе кубок йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ. Ӑна стартра мала тухнӑ журналистсен тупӑшӑвӗнче ҫӗнтернӗ ушкӑна пама палӑртнӑ.
Аса илтерер, Александр Егоров журналист кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ. Каччӑ евӗр тумланма юратаканскер хӑйӗн ҫулӗнчен самай ҫамрӑкрах курӑнатчӗ. 1998 ҫулта вӑл «Сашка» хаҫат редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Советская Чувашия» хаҫатра корреспондентра 2006 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Чечен Республикинче вилнӗ Леонид Пучкова асӑнса спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме хатӗрленет. Ӑна шкул Леонид пуҫне хунӑ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, йӗркелӗ. 28 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнче полицин патрульпе пост службинче водительте ӗҫленӗ. Чечен Республикине ӗҫпе кайсан пуҫне хунӑ.
Ҫав кун шкул ачисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӑмӑл атлетика эстафетине тухӗҫ. Калашинков автоматне салатса пуҫтарассипе те тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне 200 метра хӑвӑртрах чупса тухассипе тата турник ҫинче ытларах туртӑнассипе ӑмӑртӗҫ.
Чӑрӑшкасси шкул пуҫлӑхӗ Ирина Гаврилова ӑмӑртӑва ытти шкул ачисем хутшӑнсан пушшех те кӑмӑллӑ пулассине пӗлтерет.
Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗреннӗ Леонид Пучкова асӑнса пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнта каччӑн амӑшӗ Галина Александровна, Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисем тата Леонидӑн тантӑшӗсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӑрлачӑн пуҫламӑшӗнче Хырхӗрри тӗп шкулӗнче нумай ҫул хушши физкультура вӗрентекенӗ пулса вӑй хуракан Николай Никандрович Ятманов хӑйӗн паллӑ юбилейне — 60 ҫула ҫитнине паллӑ турӗ. Ҫак кунсем каникулпа пӗр килнӗ пулин те, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те, пӗлӗш-тӑвансем те юбиляра чысласа ӑшӑ сӑмахсем куҫҫӑн курӑнса та, телефонпа шӑнкӑравласа та каларӗҫ. Каникул пӗтнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхинех шкулта Николай Никандровича халалласа ятарлӑ утренник ирттерчӗҫ. Кашни класра вӗренекен ачасем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарчӗҫ, шкул тата район ертӳҫисемпе профсоюз организацийӗ Хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Паллӑ уяв ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмерӗ. Уйӑх вӗҫӗнчи пӗр канмалли кун Николай Никандрович хӑйӗн ячӗллӗ йӗлтӗр чупӑвӗ ирттерчӗ. Ҫак чупӑва районти шкулсенче вӗренекенсем, предприятисемпе организацисем, ҫемье командисем хутшӑнчӗҫ. Тӗп хуламӑрти «Водоканал» предприяти те хӑйӗн спортсменӗсен ушкӑнне тӑратнӑ. Ытти ҫулсенче шкултан вӗренсе тухса кайнӑ ачасем те, инҫе ҫула пӑхмасӑрах, чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗрентекене саламласа ООО «Газпром межрегионгаз» генеральнӑй директорӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, нумай ҫул хушши вырӑнти «Восток» колхоз ертӳҫи пулса ӗҫленӗ К.
Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, «Олимп» стадионӗнче «Советская Чувашия» парнисемшӗн черетлӗ эстафети иртнӗ. Чи пӗрремӗшне 1930 ҫулта хатӗрленине шута илсен кӑҫал чупакансем старта 73-мӗш хут тухрӗҫ. Ӑна кӑҫал Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа йӗркеленӗ.
Республикӑра иртерекен мероприятисене шута илсен ку эстафета пысӑккисен шутне кӗрет — хӑвӑрах пӑхӑр, унта 2 000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче Михаил Игнатьев та пулчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ чупу ҫӗнӗлле иртет: чи малтанах районсемпе хуласен хаҫачӗсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртаҫҫӗ (кӑҫал пурӗ 10 пин ҫын ытла хутшӑннӑ), кунта вара чи вӑйлисем килеҫҫӗ.
Пуҫлӑхсен чупӑвне Михаил Игнатьев та тухрӗ. Унпа пӗрле стадион тӑрӑх Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Олег Макаров, республикӑн министерствӑпа ведомствӑсен ӗҫченӗсем, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗндепутачӗсем, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем ӑмӑртмалла чупрӗҫ.
Йӑлана кӗнӗрен ҫак спорт уявӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫӑмӑл атлетика турнирне ирттереҫҫӗ.
Паян пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтӗлемелли куна паллӑ турӗ. Ҫӗмӗрле районӗнче те ӑна палӑртмасӑр хӑвармарӗҫ. Мероприятисен шутне ӗнер, ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Турханти В.Ярды ячӗллӗ культурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта иртнӗ «Пепкеада» (Малышиада) та кӗртме пулать. Унта Тӑванкасси, Якуртушкӑнь, Хутар, Турхан ялсенче вырнаҫнӑ шкул умӗнхи учрежденисене ҫӳрекен 5-6 ҫулхи ачасем хутшӑнчӗҫ.
Ӑмӑртакансем виҫӗ тапхӑр урлӑ тухма тиврӗ. Чи малтан Хутартисемпе Тӑванкассинчисем тупӑшрӗҫ — мала Арюхина Диана, Яковлев Эдуард тата Кузьмин Денис (Тӑванкасси) тухрӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта Турханрисемпе Якуртушкӑнь ачисем ӑмӑртрӗҫ. Кунта мала Краснов Александр, Ефимов Максим тата Михайлов Анатолий (Турхан) тухрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш, финаллӑ тапхӑрта, хӑйсен маттурлӑхне кӑтартса мала Турхан ачисем тухрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн Тӑванкасси ачисене лекрӗ.
Эстафетта ӑмӑртӑвӗ ачасене те ашшӗ-амӑшӗсене те питӗ килӗшрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |