Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ.
Зоя Ярдыкова артистра, режиссёрта, педагогра ӗҫленӗ. Вӑл — РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 100 ҫул ҫитет. Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑскер — Чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ.
Сумлӑ ҫынна асра тытса театрта «Телейлӗ ҫул пултӑр» театризациленӗ концерт хатӗрлӗҫ. Унта Зоя Димитриевнӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсен аса илӗвӗсем те пулӗҫ.
Пултаруллӑ ҫынна сума сӑвакансене пурне те юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ.
Пурӑннӑ пулсан Зоя Ярдыкова актриса, режиссёр, педагог ҫак кунсенче 91 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, пилӗк ҫул каялла вӑл пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Ҫапах та эпир ӑна манмастпӑр: ҫутӑ сӑнарӗ яланах куҫ умӗнче. Нумай пулмасть РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Зоя Ярдыкова ячӗпе пархатарлӑ ӗҫ тума пултартӑмӑр: вӑл чылай вӑхӑт пурӑннӑ ҫурт ҫине (тӗп хулари Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт) Асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ.
Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑ пике — чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ. Унӑн малтанхи ӗҫӗсем — «Ҫемье чысӗ», «Авлантарчӗҫ», «Арканнӑ юрату»...
Зоя Димитриевнӑн ячӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унта вӑл наци труппине йӗркелессипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Зоя Димитриевна явӑҫтарнӑ пӗрремӗш ҫамрӑксем каярах паллӑ актерсем пулса тӑнӑ: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Вера Голубева, Чӑваш халӑх артисчӗсем Раиса Фёдорова, Валериан Пайгусов, Петр Иванов тата ыттисем те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |