Шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш Республикин наци библиотекинче пирӗн пӗрлӗх пухса кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ.
Кӗнекене 2010 ҫулта ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернетри литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем кӗнӗ. Ҫак конкурссен тӗллевӗ — яш-кӗрӗмӗн литература пултарулӑхне аталантарасси, ҫут ҫанталӑкри тата кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене илемлӗ ҫырулӑх мелӗпе уҫса пама хӑнӑхтарасси.
11 сехетре пуҫланнӑ мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем Республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен самаях пухӑнчӗҫ. Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑларакан Николай Плотников, ачасене ӳкерчӗксем ӑсталас ӗҫе явӑҫтаракан Станислав Юхтар ӳнерҫӗ, текстсенчи йӑнӑшсене тӳрлетнӗ Алина Сосаева каласа пачӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗксемпе вара кунтах паллашма май пурччӗ — ятарлӑ курав ӗҫлерӗ.
«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнеке хӑтлавне ҫавӑн пекех чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши те килнӗччӗ — вӑл ачасене чӑваш чӗлхине юратма, тӑрӑшса вӗренме сунчӗ. Юрӑпа вара пухӑннӑ халӑха Альбина Пӑрчӑкан савӑнтарчӗ.
Сӑнсем (40)
Раҫҫей гуманитари ӑслӑлӑхӗн фончӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ (Шупашкарти уйрӑмӗ) 2011 ҫулхи раштавӑн 2-3-мӗшӗсенче Тӗнче шайӗнчи «Тухӑҫри пӑлхарсен IX–XIII ӗмӗрсенчи патшалӑхӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттереҫҫӗ.
Конференцие ӑслӑлӑхпа вӗрентӳре ӗҫлекен педагогсене, докторантсене, аспирантсене, ку ыйтупа ӗҫлекенсене, организацисемпе ведомствӑсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсене йыхравлаҫҫӗ. Докладҫӑсем пирӗн республикӑсӑр пуҫне кӳршӗллӗ тӑрӑхсенчен, чикӗ леш енчен килсе ҫитӗҫ. Кунашкал ӑслӑлӑх мероприятийе юлашки хут 1951 ҫулта ирттернине шута илсен вӑл чӑнах та сумлӑ пулмалла.
Конференци 12 сехетре Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче пуҫланӗ. Адресӗ: Шупашкар хули, Хусанкай урамӗ, 20 ҫурт.
Ҫӑмран чӑлха ҫыхма е кӑҫатӑ йӑвалама ҫеҫ мар, чӑн-чӑн юмах тӗнчи йӗркелеме пулать. Чӑваш Патшалӑх ӳнер музейӗнче Мускавра пурӑнакан Ирина Андреева художникӑн хӑйне евӗрлӗ скульптурисен куравӗ уҫӑлчӗ. Вӗсене кӗҫҫерен ӑсталанӑ.
Курав ахальтен мар «Ӑшӑ кун» ятлӑ. Кунти экспонатсене пурне те кӗҫҫе усӑ курса хатӗрленӗ. Кӗҫҫерен тунӑ япаласем этеме хӗл сиввинчен хӑтӑлма пулӑшаҫҫӗ. Маҫтӑрӑн кӗҫҫерен ӑсталанӑ экспоначӗсем те куракана ӑшӑ туйӑм парнелеме пултараҫҫӗ.
Ирина Андреева 17 ҫул каяллах ҫӑмран кӗҫҫе пусса тӗрлӗ скульптурӑ калӑплама пуҫланӑ. Унӑн сӑнарлӑ пуканисем кашни ҫулах тӗнче шайӗнче иртекен фестивальсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Художникӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем куракана илӗртеҫҫӗ. Сцена пек туса хатӗрленӗ кашни экспонат ― хӑйне евӗрлӗ пӗчӗк юмах.
Ҫак куҫа илӗртекен йӑваш кӳлепесем чунра ырӑ туйӑм вӑратса ӑшӑтаҫҫӗ. Курав Шупашкарта раштавӑн 5-мӗшӗччен пулӗ.
«Экстремизма хирӗҫлекен» саккунпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре экстремизма тата фашизма ӳкӗтлекен ӗҫсене сарма чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 25-ри Юлия Бабенко саккуна пӑхӑнасшӑн пулман, е ӑна йӗркене пӑснишӗн явап тытма тивни пач хӑратман. Вӑл 2010-мӗш ҫулта ака уйӑхӗнче интернет сайтӗнче экстремизла ӗҫсем сарнӑ, Адольф Гитлерӑн «Майн кампф» ӗҫне те пичетлесе кӗртнӗ. Хӗрарӑма курайманлӑхпа тӑшманлӑха агитациленӗшӗн айӑпланӑ. Суд ӑна 100 сехетлӗх тивӗҫлӗ ӗҫсем пурнӑҫлаттарма йышӑннӑ.
Хӑйне евӗрлӗ кунсенче пӗрлешес йӑлана ҫамрӑксем хальхинче те тытса пычӗҫ. Паян — виҫӗ вунпӗрлӗ кун — 2011-мӗш ҫулти 11-мӗш уйӑхӗн 11-мӗш кунӗнче тӗп хулари 45 мӑшӑр хуйхи-суйхине тата савӑнӑҫне пӗрле пайлама сӑмах пачӗҫ. Аса илтеретӗп, виҫӗ 9 пӗлтерӗшӗн асамлӑхне 22, ҫиччӗсен ӑнӑҫлӑхне 89 мӑшӑр ӗненнӗ. 2008-мӗш ҫулти августӑн 8-мӗшӗнче вара 103 ҫамрӑк пӗрлешнӗ.
Шупашкарта Ҫӗршыври ҫамрӑк самбистсем Чӑваш Республикин президенчӗн кубокӗшӗн кӗрешрӗҫ. Кунта вӑй виҫме Раҫҫейри 11 тӑрӑхран тата Казахстанран, пӗтӗмпе 200 ытла спортсмен килнӗ.
Йӑлана кӗнӗ турнир Шупашкарта 5-мӗш хут иртрӗ. Ӑмӑртура самбистсем турнир наградисемсӗр пуҫне ҫитес ҫул Можайск хулинче иртекен Раҫҫей чемпионатне хутшӑнма май паракан путевкӑсене тивӗҫессишӗн кӗрешрӗҫ. Самбо чӑваш кӗрешӗвне аса илтерет. Ҫавӑнпа та пирӗн спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех хӗрсем те ӑмӑртура хӑйсене кӑтартрӗҫ. Турнир икӗ куна пычӗ. Кӗрешӗве хутшӑннӑ 33 командӑран президент кубокне чӑваш паттӑрӗсем ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗтӗмпе пирӗн командӑ пуххинче 9 медаль — 1 ылтӑн, 4 кӗмӗл тата 4 бронза. Пӗртен-пӗр ылтӑн медале Артем Щербаков тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе тренерсене Республика элтеперӗ Михаил Игнатьев саламларӗ, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.
Раҫҫейпе Германи вӗрентӗвӗпе инновацисен ҫулталӑкӗн программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре Германи кунӗсем иртеҫҫӗ. Уяв Шупашкарта ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче уҫӑлчӗ.
Икӗ халӑх туслӑхне ҫирӗплетекен уява унччен те ирттернӗ, кӑҫалхи тӗлпулу 4-мӗш. Ӑна йӗркелес тӗллевпе Мускаври Германи посольстви уйӑрнӑ гранта хальхинче «Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалӑх университечӗн» Шупашкарти филиалӗ ҫӗнсе илнӗ.
Уяв ирттерме Мускаври Германи посольствин представителӗсем, Раҫҫейпе Германин вӗрентӳпе культура ӗҫченӗсем килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн хӑнасем валли лекцисем, куравсемпе презентацисем, наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ. Уява йӗркелекенсем республика шайӗнче ирттернӗ пултарулӑх конкурсӗпе викторинӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Нимӗҫсен культурине, вӗсен юмахӗсене, Раштав уявне халалланӑ ӗҫсене конкурса тӑратма ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Ӑмӑрту тӗрлӗ номинаципе иртнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем.
Шупашкарта пӗрремӗш хут пултаруллӑ ачасем валли профильлӗ смена ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна сывлӑха ҫирӗплетмелли «Березка» лагерьте йӗркеленӗ.
Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче лагерӗн профильлӗ сменин программипе килӗшӳллӗн тӗп хулари 75 шкул ачине вӗренӳпе сывлӑха ҫирӗплетес ӗҫ-пуҫа явӑҫтарчӗҫ. Кашниех хула тата Республика шааӗнчи тӗрлӗ олимпиадӑпа конкурс ҫӗнтерӳҫи. Сменӑна 3 ушкӑна пайларӗҫ: гуманитари, физикӑпа математика тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗ енӗпе. Кашни ушкӑнра — 25 ача.
Аслӑ классенче вӗренекенсем лекцисем итлерӗҫ, мастер-классене хутшӑнчӗҫ. Вӗсене «Экономикӑн аслӑ шкулӗ» университетӑн, Мускаври Электронлӑ техника институчӗн, Чӑваш патшалӑх тата педагогика университечӗн преподавателӗсем ертсе пычӗҫ. Пушӑ вӑхӑтра вара ҫамрӑксем кану каҫӗсене хутшӑнчӗҫ.
Профильлӗ смена программин тӗп тӗллевӗ — шкул ачисен пултарулӑхне пур енлӗн аталантарасси тата вӗсене нумай ӗҫ-пуҫа явӑҫма хӑнӑхтарасси.
Малашне ҫакнашкал вӗренӗве хулари ачасем валли кӑна мар, республикӑри мӗнпур пултаруллӑ вӗренекен валли йӗркелеме палӑртнӑ.
«Раҫҫей хулисен ҫӗнӗ ҫулӗсем» программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Ленин районӗнче ача-пӑча вылямалли 27 ҫӗнӗ хатӗр вырнаҫтарнӑ. Богдан Хмельницкий урамӗнче пурӑнакансем те ҫакнашкал парнене тивӗҫнӗ. Кунта пӗчӗккисем валли ярӑнса анмалли тата тӗрлӗ чуччу пур. Аса илтеретӗп, ҫак тӗллевпе Ленин районне 7 миллион та 400 пин тенке яхӑн укҫа уйӑрса панӑ. Вӑйӑ хатӗрӗсен пахалӑхне, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тивӗҫтернине халӗ специалистсен ятарлӑ комиссийӗ тӗрӗслет.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗш кунӗнче, Шупашкарти 59-мӗш шкулта «Успешное обучение чувашскому языку в начальней школе» (чӑв. «Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси») проект шутӗнче ятарлӑ семинар иртрӗ. Пуҫламӑш классен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑйсен ӗҫӗпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе паллаштарчӗҫ. Проекта пурнӑҫланӑ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсем ҫинче та чарӑнса тӑчӗҫ, ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ.
Ҫавӑн пекех Николай Плотников вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗн тата тӑванла ытти сайтсен ӗҫӗ пирки каласа пачӗ.
Тепӗр семинар 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.
«Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси» проект паянхи кун Шупашкарти икӗ шкулта пурнӑҫланать. Чи малтанах вӑл 10-мӗш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче вара унта 59-мӗш шкул та хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |