Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Илем кӳрекен алӑсем» курав уҫӑлнӑ.
Курава Ольга Светопольская ал ӑсти шӑрҫаран тӗрлӗ техникӑпа хатӗрленӗ илемлӗ картинӑсем, тухьясем, пуҫа ҫыхмалли тата кӑкӑр умне ҫакмалли эрешлӗ хатӗрсем вырӑн тупнӑ. Кун пирки музей ертӳҫи Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Илем кӳрекен алӑсем» курав уҫӑлнӑ.
Курава Ольга Светопольская ал ӑсти шӑрҫаран тӗрлӗ техникӑпа хатӗрленӗ илемлӗ картинӑсем, тухьясем, пуҫа ҫыхмалли тата кӑкӑр умне ҫакмалли эрешлӗ хатӗрсем вырӑн тупнӑ. Кун пирки музей ертӳҫи Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ремесленник пӗчӗк пушмаксем ӑсталать.
Радик Смирнов коллекцийӗнче — тӑпӑл-тӑпӑл та пӗчӗк 200 ытла атӑ, ҫулла тӑхӑнмали уҫӑ туфли, лодочки, кроссовки, сабо.
Анчах ҫавсене урана тӑхӑнса ҫӳреймӗн. Чи пӗчӗк пушмак тӑршшӗ — 4 миллиметр.
Нумаях пулмасть ӑста Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче пулнӑ, шӑпӑрлансене хӑй ӑсталанӑ атӑ-пушмакпа паллаштарнӑ. Пӗчӗк атӑ-пушмака епле туни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Пушӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен серепине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ.
Ун патне темле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш. Хӗрарӑма укҫана банка кайса илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кредит илме ыйтнӑ.
Ҫапла хайхискер палламан ҫынна 3,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 219 пин тенки унӑн хӑйӗн пухни пулнӑ.
Шупашкарта Хальхи вӑхӑтри ӳнер музейӗнче пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнҫӗпӗрти ӑстан куравӗ уҫӑлӗ.
«Маленький мир» (чӑв. Пӗчӗк тӗнче) ят панӑ ярӑм пукане миниатюрисенчен тӑрать. Ӑна Ҫӗнҫӗпӗрте пурӑнакан Ирина Верхградская ӑсталать.
Хӗрарӑмӑн коллекцийӗнче 1600 ытла ӗҫ. Ҫак енӗпе ӑста виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать.
Унӑн хальтерех хатӗрленӗ коллекцийӗ — «Дорогие мои старики» (чӑв. Хаклӑ манӑн ватӑсем). Ку темӑпа хатӗрленӗ сюжетсенче ватӑ ҫынсен пурнӑҫне кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.
"Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" политика партийӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама урӑх ҫынна шаннӑ. Ку пукана Федор Степанов йышӑннӑ. Ҫак хыпара Анатолий Аксаков хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Федор Степанов 1989 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗнче администраци ыйтӑвӗсене тата пама пулӑшнӑ, кайран "Воскресение" ыркӑмӑллӑх фондне ертсе пынӑ.
Шупашкарта хваттер тара илсе пурӑнакан пӗр ушкӑн Китайри каччӑсене улталаса пурӑннӑ. Вӗсем пирки федераци каналӗпе "Экстренный вызов 112" те кӑтартнӑ.
Хайхискерсем Китай Халӑх Республикинчи арҫынсене 3 миллион ҫурӑлӑх улталанӑ. Вӗсен хваттерӗнче йӗрке хуралҫисем ноутбуксем, телефонсем, банк карттисем тупнӑ. Ҫак ҫынсем Раҫҫей хӗрӗсемпе паллашассишӗн ҫунакан Китай арҫыннисене улталанӑ. Вӗсем Китайри Ухань, Синин, Ганьчжоу хулисенче пурӑнакан 42-56 ҫулсенчи арҫынсене улталанӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта арҫын ывӑлне Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайма тухнӑ. Анчах вӗсен машини ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ. Арҫын ачана вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ пулнӑ.
Арҫын "Энергозапчаҫ" чарӑну патӗнче дежурствӑра тӑракан инспекторсем патне пырса пулӑшу ыйтнӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Станислав Сергеев тата полицин кӗҫӗн сержанчӗ Тимофей Шаклин арҫынпа ачана служба машинипе пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче сайра тӗл пулакан чечекпе аукцион ирттернине курнӑ. Хайхискер унта хутшӑнас тенӗ.
Вӑл ӑна 9 пинпе илме сӗннӗ. Кун хыҫҫӑн унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ та ӑна чечеке туянма сӗннӗ.. Ҫӗнтерӳҫӗ темле сӑлтава пула чечеке туянма килӗшмен-мӗн.
Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫав ҫынна 9 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах чечеке ӑна ярса паман. Ҫавна май хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленине республика харпарлӑхне пама палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак хушӑва алӑ пуснӑ.
Управленипе пӗрле унӑн пӗтӗм куҫман пурлӑхӗ куҫнӑ. Халӗ троллейбус упавленийӗ - патшалӑх унитари предприятийӗ. Унччен вӑл МУП пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине те республика харпӑрлӑхне пама палӑртнӑ.
Аса илтерер: тӳре-шара кӑҫал раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ хула хушшинче троллейбуссем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |