Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Тӗнчере
vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти сысна ҫури вӑййа лекнӗ. Кунта сӑмах резина урапаран ӑсталанӑ персонаж пирки пырать-ха. Ӑна Шупашкарти Добролюбов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ.Хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ чӗрчун халӗ унта ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл «Atomic Heart» кмпьютервӑййине кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ.

Асӑннӑ вӑййа хамӑр ҫӗршыври «Mundfish» студи ӑстисем шухӑшласа кӑларнӑ. Тӗлӗнтермӗш скульптурӑсене вӗсем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти сысна ҫури вӗсене килӗшнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки кунсенчи пек юр ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫуманччӗ. Метеостанци пӗлтернӗ тарӑх, Шупашкарта 8 мм ытла нӳрӗк ӳкнӗ. Ку – уйӑхри нормӑн 34 проценчӗ.

Ку эрнере тӑрук пӗлӗтсен хыҫӗнчен хӗвел тухӗ, тӑрук ҫил-тӑман вӗҫтерме пуҫлӗ. Сывлӑш температури 0-6 градус сивӗ тӑрӗ.

Эрне вӗҫнелле ҫынсем вӑй ҫуккине, кӑмӑл пӑсӑлнине туйма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен атмосфера пусӑмӗ 735 мм таран анӗ. Канмалли кунсем тӗлне ҫанталӑк лӑпланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн иккӗмӗш декади тӗлне хӗлле татах хӑйне кӑтартӗ. Ун чухне сывлӑш температури пӗлӗтсен шайӗнче 20 градус таран сивӗнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне тӑтӑш ӳстерекен «Ашмарин-центрта» паян тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Инҫет мелпе унта «Тӑван чӗлхене вӗрентес тӗлӗшпе чи лайӑх практикӑсем» иртнӗ. Иккӗмӗш хут иртекен фестивале «Ашмарин-центр» тата Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ.

Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсем кӑна мар, ытти тӑрӑхсенчисем те пулнӑ. Лилия Мусина, сӑмахран, тӑван чӗлхепе литература урокӗнче (вӑл тутар чӗлхине вӗрентет) проект ӗҫне мӗнле йӗркелемелли ҫинчен каласа панӑ. Калмыкири Нина Коксунова УДЕ технологипе усӑ курса вӗрентӳ ӗҫне мӗнле пахарах ирттересси пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансем Ҫӗнҫӗпӗр, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Перӗм крейӗнчен, Карачаево-Черкесси Республикинчен пулнӑ. Педагогсен самай пысӑк йышӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall573959132_328
 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта "Университет" микрорайонта ҫурт тӑрринчен пӑр катӑкӗ йӑтӑнса аннӑ. Ҫав вӑхӑра хӗрарӑм юр хырнӑ.

Телее, пӑр катӑкӗ унран кӑшт аяккарах ӳкнӗ. Пӑр ҫавӑнтах ларакан машина ҫине персе аннӑ. Юрать-ха, юр хыракан хӗрарӑм хӑранӑ кӑна, аманман.

Вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85252
 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-54381767_227707 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall-54381767_227707 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ иртӗ. Кунта сӑмах ача-пӑчапа валли ӳкернӗ ӗҫсем пирки пырать.

Чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Унта ҫитсе курас тесен Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_227707
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нарӑсӑ 23-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре 16 ҫулти каччӑ икӗ тусӗпе каферен тухнӑ та руль умне ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Полицейскисем ӑна курнӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах ӳсӗрскер итлемен - тарнӑ. Йӗрке хуралҫисем - ун хыҫҫӑн.

Хайхи каччӑ тарнӑ чухне кӗрт ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель тата икӗ пассажир салонран тухса тарма пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсене хӑваласа ҫитнӗ.

16-ри каччӑн водитель прави пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/946
 

Экономика
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14,7 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Энергосбыт компанийӗн тавӑҫне Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗ. Ку парӑм - 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчи электроэнергишӗн.

Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче суд компанин пӗрремӗш тавӑҫне тивӗҫернӗ: 13 миллион тенкӗлӗх. Раштав уйӑхӗнче иккӗмӗш тавӑҫа пӑхса тухса тивӗҫтернӗ: 13,2 миллион тенкӗлӗх. Ку парӑмсем пӗлтӗр ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче усӑ курнӑ электроэнергишӗн.

Судра троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе тепӗр тавӑҫ выртать. Вӑл - 17,3 миллион тенкӗлӗх.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ.

"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш автобусра ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ. "Модӑсен ҫучӗ" чарӑнӑва ҫитсен водитель ӑна вӑратнӑ та тухма ыйтнӑ. Лешӗ киӗшмен. Водитель ӑна ҫамкипе ҫапнӑ. Хӑйӗн куҫ харши ҫурӑлса кайнӑ. Пассажирӑн вара пичӗ суранланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗр арҫын салонран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85220
 

Пӑтӑрмахсем
грязи.рф сӑнӳкерчӗкӗ
грязи.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ.

58 ҫулти хӗрарӑм ют ҫӗршыв ҫыннисене хӑйӗн патне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе 4 ҫын усӑ курнӑ. Ахаль туман-ха вӗсем. Хӗрарӑма укҫа тӳленӗ. Хӑйсем вӗсем хӗрарӑм патӗнче пурӑнман, вӗсене прописка кирлӗ пулнӑ.

Халӗ РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн дознавателӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн кушаккине питӗ юратнӑ. Анчах пӗр кунхине чӗрчун килне таврӑнман. Пӗр кун иртнӗ, иккӗ. Пӗр кунхине хӗрарӑм уҫӑлма тухнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл йывӑҫ тӑрринче кушак ларнине асӑрханӑ.

Хӗрарӑм шухӑшланӑ тӑрӑх, унта кушак йытӑсенчен хӑранипе тарса хӑпарса кайма пултарнӑ. Кушакӑн макӑрма та вӑйӗ юлман.

Хӗрарӑм Республикӑн ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсене чӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, [152], 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, ... 1030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын