Паян ҫӗрле Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, асӑннӑ хуласемпе юнашар ытти вырӑнта та ирпе ирех сӗрӗм шӑрши сарӑлнӑ, тӗтӗм йӑсӑрланса тӑнӑ. Ҫакна Кӳкеҫре пурӑнакансем те сисрӗҫ.
Тӗтӗм-сӗрӗм шӑрши пирки хула ҫыннисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи диспетчер службине пӗлтерме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах яваплӑ органсенче ӗҫлекен специалистсем пӑлханса ӳкме сӗнмен. Тӗтӗм-сӗрӗм тӑнӑ вӑхӑтра чӳречесене хупса хума, урамра маска тӑхӑнма сӗннӗ. Урамри шӑршӑ ҫармӑс вӑрманӗсем ҫуннипе ҫыхӑннӑ. Ҫил пирӗн республика енне вӗрнӗрен унти тӗтӗм-сӗрӗм кунта килнӗ.
Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче иртен-ҫӳрен чӳречерен плакат ҫакӑнса тӑнине курнӑ. Унта «Ҫынсем, ҫӑкӑрпа пулӑшӑр» (выр. «Люди, помогите хлебом») тесе ҫырнӑ.
Ҫакна курсан ҫав ҫын патне полицейскисем те ҫитнӗ. Ҫав хваттерте пурӑнакан ҫынна чӑннипех те пулӑшу кирлӗ иккен. Ҫынсем каланӑ тарӑх, вӑл 50 ҫултан аслӑрах курӑнать. Ӑна тин кӑна пульницӑран киле янӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймест.
«Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, сусӑра пулӑшакансем тупӑннӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫӑкӑр, ҫимеллисем илсе пырса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӑви патӗнче «Газеле» чарнӑ. Кузовӗ ҫинче тимӗр алӑксем пулнӑ. Каярахпа ҫакӑ уҫӑмланнӑ: вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнчи гараж комплексӗнчен вӑрласа тухнӑ.
14 тимӗр алӑка Шупашкарта пурӑнакан 32-ри тата 38 ҫулти арҫынсем вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ.
Халӗ вӗсем алӑк вӑрласа мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Арҫынсем тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Ку хыпара паян Фейсбукра та пӗлтерекен пулнӑччӗ-ха, халӗ тата кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.
Хулан тӗп архитекторӗ, 60 ҫулти Вениамин Мамуткин, кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа хула администрацийӗнче архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче ӗҫленӗ.
Хула администрацийӗн пресс-службинче эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, Вениамин Мамуткин тӗп архитектор должноҫӗнче ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ таран тӑрӑшӗ.
Ку пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ним ҫӗнни те ҫук. Черетлӗ ҫын каллех ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Укҫана вӑл вӗсене пӗр кунра мар, уйӑх хушши куҫарса парса пурӑннӑ. Тӗрлӗшер сумма.
Улталанаканни — Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма ют ҫын такам ун ячӗпе кредит илесшӗн, ултавҫӑсем иличчен маларах хӑв ил тесе ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм банкран 168 пин ытларах тенкӗ кредит илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ултавҫӑсем айван хӗрарӑм патне шӑнкӑравласах тӑнӑ. Укҫана ӑна ятарлӑ счётсем ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм уйӑх хушшинче 900 пин ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, ҫав укҫана ют ҫынсен счёчӗ ҫине куҫарса панӑ.
Паян ирхи 4 сехетре Шупашкарта хӗрарӑм машинӑна тытса чарас тесе вилнӗ. Ку Кадыков урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Иртен-ҫӳрен ирхине картишре хӗрарӑм вилли выртнине асӑрханӑ. Пӑтӑмрах мӗнле пулса иртнине ҫынсем курнӑ. Хӗрарӑм тапраннӑ «Хендай» машинӑна чарас тесе алӑк хӑлӑпӗнчен ярса тытнӑ. Водитель чарӑнман, малаллах кайнӑ. Хӗрарӑм вара вилмеллех суранланнӑ.
Ҫав водителе ҫийӗнчех тупнӑ. Унӑн машини ҫав урамрах 16-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. 30 ҫулти арҫын ӳсӗр курӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ.
Паян кӑнтӑрла 12 сехет тӗлӗнче Шупашкарти пляжра арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата ҫийӗнчех каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, каччӑ хӗре ишме вӗрентнӗ. Унччен те пулман, хӑй шыв айне анса кайнӑ. Вӑл 24 ҫулта пулнӑ.
Каччӑпа хӗр шыва кӗмелли вырӑнтах пулнӑ, вӗсем юраман вырӑналла кӗрсе кайман. Ахӑртнех, вӗсем ишнӗ вырӑнта чӑнкӑ ҫыран, каччӑ тӑрук анса кайнӑ. Пляжри ҫынсем ӑна тупма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Ҫӑлавҫӑсем те шырама пуҫланӑ.
Хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Ельниково рашчи) автономи учрежденине Валерий Андреев ертсе пыма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта хыпарланӑ тӑрӑх, хальлӗхе — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлакан пулса.
Валерий Викентьевич Ельниково рашчинче пуҫлӑх пулса унччен ӗҫленӗ. Унпа контракта 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче татнӑ. Эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланин официаллӑ майпа ҫирӗплетмен сӑлтавӗ — йывӑҫсене каснӑ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни.
Андреев Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса та тӑрӑшнӑ. Ҫав лава 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗччен туртнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, Валерий Андреев отставкӑна кайнин сӑлтавӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессипе ирттернӗ референдума тивӗҫлипе йӗркелеме пултарайманни.
Аса илтерер: 2008 ҫулхи референдумра Шупашкар ҫыннисен 75 проценчӗ спутник-хулапа пӗрлешес тенӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен 61 проценчӗ хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл вӑхӑтра Чӑваш Ене Николай Федоров ертсе пынӑ.
Кайран Валерий Андреев тӗлӗшпе сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта Снежанна Князевӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 20 ҫулта. Хӗр ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗре «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем каҫхине пухӑнаҫҫӗ. Ҫак адреспа пымалла: Хӗвеллӗ бульвар, 6-мӗш ҫурт. Вӑрманта ҫӳремелли тум тӑхӑнмалла. Ку ӗҫре ытти ҫынсем те айккинче юлмасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Снежанна 165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ симӗс тӗслӗ. Ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112.
Шупашкар хулинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр эрех ӗҫме, сыпса лартсан шавлама юратнӑ. Кӳрши тарӑхса ҫитнӗ курӑнать — йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Ҫакӑншӑн лешсем хытах кӳренсе лартнӑ, тавӑрма шухӑшланӑ.
46 тата 40 ҫулти упӑшкипе арӑмӗ полицие пӗлтерекене нумай хваттерлӗ ҫурт домофонӗ витӗр тата кил хуҫин хваттер алӑкӗ патне пырса усал сӑмах каласа вӑрҫнӑ. Кил хуҫи арҫынни ҫухалса кайман — диктофон ҫине ҫырса илнӗ.
Кайран арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх арӑмӗпе упӑшки тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вӗсене 3-шер пин тенкӗшер штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |