Чӑваш Енре ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 4-мӗшӗччен Украинӑран тарса килнӗ 25 ҫын пульницӑна килнӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх – республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртсенче икӗ пепке кун ҫути курнӑ. Иккӗшӗ те – хӗрача.
Украинӑран килнӗ 32 ҫулти хӗрарӑм, утӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Президент перинаталь центрӗнче ача ҫуратнӑскер, Чӑваш Енре 2012 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче пурӑнма ирӗк илнӗ. Донецк облаҫӗнче пурӑннӑ 18 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм, утӑн 2-мӗшӗнче ача ҫуратнӑскер, Улатӑр районне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килнӗ.
Украинӑран Чӑваш Ене килнисенчен ытларахӑшӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене кирлӗ тӗк тумтирпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗтес тупнӑ 18 ҫула ҫитнӗ 38 ҫынран 16-шне ӗҫ вырӑнӗ кирлӗ.
Утӑ уйӑхӗн ҫурринче Шупашкар хулин заливӗ патӗнче «Чӑвашрине туян» акци ирттерме йышӑннӑ. Кун пек шухӑш патне республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче иртнӗ канашлура пырса тухнӑ. Унта ҫуллахи вӑхӑтра урамра суту-илӳ тума ирӗк илнисене пухнӑ. Ирӗкне конкурс ирттерсе панӑ-мӗн.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ акцие мороженӑй сутакансем чи малтан килӗшнӗ. Акци ят панӑ суту-илӳ хула кунӗччен тӑсӑлмалла иккен.
Ӗнер Шупашкар ГЭСне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна лартнӑ. Тилхепене 59 ҫулти Вадим Бардюкова тыттарнӑ. Пуҫлӑх лавне вӑл унччен те туртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Красноярск крайӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тата вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи пулнӑ.
Тӗрӗссипе, Бардюков ҫак тытӑмра самай ӗҫленӗ. Энергетикӑри унӑн опычӗ виҫӗ теҫетке ҫул ытла-мӗн. Курейскри тата ытти гидроэлектростанци объекчӗсене тума та вӑл нумай тӳпе хывнӑ. Хӑй вӑл Иваново хулинче ҫуралнӑ.
Бардюковчен Шупашкар ГЭСне Владимир Дорофеев ҫичӗ ҫул ертсе пынӑ. Ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнине пула ҫу уйӑхӗнче пӑрахнӑ иккен. Дорофеев 67-ре пулнӑ.
Шупашкарти пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем тата хӑш-пӗр организацисем велопарковкӑсем йӗркелеме маларахах пуҫланӑччӗ-ха. Халӗ ҫав йӗрке ача-пӑча учрежденийӗсене ҫитнӗ. Тӗп хулан Мускав район администрацийӗ хӑйӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ 7-мӗш, 176-мӗш, 200-мӗш ача пахчисем велопарковкӑсем пӑхса хӑварнине пӗлтерет. Асӑннӑ учрежденисем пӗчӗккисен велосипечӗсем валли те, аслисен валли те вырӑн туса хунӑ.
Икӗ урапаллӑ «хурҫӑ утсене» сӑнчӑрлани вӗсене кукӑр алӑллисенчен сыхлама, ачасемпе аслисене велосипеда хӑрамасӑрах лартса хӑварма май парать.
Кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура палӑртнӑ.
Тытӑма Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ кӗрӗ. «Каяшсене тирпейлесси» ятлӑ Мускаври предприяти утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствипе ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта сӑмах йӑлари хытӑ каяшсене муниципалитетсем хушшинче тирпейлемелли тытӑм туса хурасси пирки пырать.
Тытӑма виҫӗ ҫулта йӗркелемелле. Мускав компанийӗ проекта 750 миллион тенкӗпе хакланӑ. Комплекса йӑлари хытӑ каяша ҫулталӑкра 100 пин тонна вырнаҫтармалли полигон, ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар каяш уйӑрмалли комплекс тата ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар ҫӳп-ҫап тиесе уйӑракан станцирен тӑмалла. Йӑлари хытӑ каяшӑн 80 процентне тирпейлесшӗн тата сиенсӗрлетесшӗн.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ.
«Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать.
«Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ.
«Вӑрӑн алӑ кукӑр», - теҫҫӗ те. Темӗн те пӗр ҫав хатланаҫҫӗ ҫав, темӗн те вӑрлаҫҫӗ: урапаран пуҫласа… ҫӑматӑ таранах.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хӗлле Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын полицие килнӗ те ҫӑматӑсем ҫухални пирки каланӑ. 60 мӑшӑр таранах. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫӑматӑ йӑвалать, вӑл вара вӗсене сутма пулӑшать. Курупкари ҫаматӑсем, сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваланӑскерсем, хваттерӗнче упраннӑ.
Полицейскисем вӑрра тупса палӑртнӑ. Ҫӑматӑсене арҫыннӑн унчченхи арӑмӗ тата унӑн тӑванӗ йӑкӑртнӑ-мӗн. 24-ри хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӑматӑсем – упӑшкипе пӗрле пухнӑ тупра-мӗн, ҫавӑнпа тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавна май кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра Пӑрачкав районӗнче пурӑнакансем тата хӑнасем валли историпе ӳнер музейӗнче Шупашкарти пултаруллӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗсен «Сервант» ушкӑнӗн куравӗ ӗҫлет.
«Сервант» - юлташсем хушшинче ҫуралнӑ ушкӑн. Ушкӑн ячӗ хӑйне евӗр. Сервант – чашӑк-тирӗк шкапӗ пулсан та ӳнерҫӗсем ӑна хӑйне евер ӑнланаҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл асаилӗве упрамалли вырӑн.
Ушкӑнра – Алена Бамбурина, Владимир Бамбурин, Олеся Волкова, Анастасия Данилова, Иван Никитин, Алексей Орешкин, Александр Щеглов. Кашнинех хӑйне евӗр пултарулӑх, кашниех ӳнерпе пурнӑҫа хӑйне евӗр ӑнланать.
«Сервант» ушкӑнри ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен чылайӑшӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, пленэрсене ҫӳренӗ, пӗрле ӗҫлеме пухӑннӑ.
Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тӑлӑх яш-хӗре хваттер уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Кӗҫех хваттерсене 105 тӑлӑх куҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тен, хальччен куҫнӑ та. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 61 яш-хӗре, ача ҫурчӗсенче пурӑнаканскерсене, хваттер уҫҫисем памалла. Кун пирки Леонид Черкесов пӗлтернӗ.
Мероприятире тӑлӑхсене хваттер уҫҫипе пӗрле парнесемпе савӑнтарнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн яш-хӗр хӑйсен хваттерӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ.
2013 ҫулта 352 тӑлӑха пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн 321,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе 116-шне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Тепӗр 236-шне те кӑҫалах уҫӑсем парӗҫ.
Кӑҫал 254 тӑлӑх ачана ҫитес ҫул хваттерпе тивӗҫтермешкӗн 233,9 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл twitter.com/ cunsurev адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр.
Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).
Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать.
//сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |