Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши сарӑмсӑр вилнӗренпе 92 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ сӑвӑҫа аса илме тата асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем паян унӑн палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ.
Пуханнисен йышӗнче культура министерствинче тӑрӑшакан Казаков Сергей Димитриевич, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, этнополитолог Краснов Михаил Николаевич, Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри шаннӑ ҫынни, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валерий Туркай, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем пурччӗ.
Пухӑва Валерий Туркай ертсе пычӗ. Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ митинга вӑл политика енне ҫавӑрса ячӗ. Сцена ҫинче Ҫеҫпӗл Мишши пирки мар, ытларах Украина политики пирки калаҫу пулчӗ. Ку хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне хуҫре пулас — паллӑ чӑваш сӑвӑҫне сума суса килнӗ темиҫе чӑваш ҫапла май чечек хунине кӗтмесӗрех пухӑва пӑрахса кайрӗ.
Чӑваш Республикинчи хуласенче электричество линийӗсӗр ҫӳрекен троллейбуссем маршрута тухма пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствинче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫак проектпа Питӗрти хӑнасем паллаштарнӑ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ В.Степанов ертсе пынӑ канашлура калаҫнӑ.
«ENER Z» (Питӗр) инжиниринг компанийӗн элчисем хӑйсен проектне хӑтланӑ май Питӗрте ҫакнашкал троллейбуссем ҫӳрени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пысӑк хӑватлӑ литий-ионлӑ аккумуляторлӑ. Ку электричество линине перӗнмесӗр ҫӳреме май парать-мӗн. Питӗр хӑнисем паха енне те палӑртнӑ. Кунашкал троллейбуссем энергие перекетлеме, чӑрмавсенчен пӑрӑнса иртме май параҫҫӗ иккен.
ЧР Транспорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал аккумуляторлӑ троллейбуссем маршрут сетьне оптимизацилеме пулӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хулари электричество линине хута яман урамсенче те ҫак троллебуссем ҫӳреме пултарӗҫ.
Ҫӗртмен 14-мӗшпе 15-мӗшӗсенче Шупашкарта каратэ енӗпе Европа чемпионачӗ (WKC) иртрӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ ҫак ӑмӑрту пирки хыпарлать.
Каратэҫӑсем Калинин районӗнче вырнаҫнӑ «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексне пухӑннӑ. Пурӗ Шупашкара каратэ мелӗпе ҫапӑҫма 15 патшалӑхри 300 ытла ӑста килнӗ.
Раҫҫей ушкӑнӗ ӑмӑртура хӑйне ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Итали, Серби, Казахстан тата ытти патшалӑхсен каратэҫисем мала тухнӑ. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Чӑвашрисем те хӑйсене лайӑх кӑтартнӑ. Сӑмахран, Сергей Петров серб спортсменне ҫӗнтернӗ.
Европа шайӗнчи чемпиона ирттерес тӗлӗшпе Раҫҫейри тата Чӑваш Енри каратэ федерацисен президенчӗ Вячеслав Тимофеев нумай тӑрӑшнӑ. Сӑмах май ӑмӑртура унӑн ывӑлӗ Аслан та, кинӗ Надежда та хӑйсене маттур кӑтартнӑ.
Сӑнсем (51, Тимӗр Акташӑн)
Ыран Шупашкарти музыка училищин концерт пӳлӗмӗнче рояль концерчӗ пулать. Вӑл каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Роялӗ ахаль мар — «Steinway» маркӑпа кӑларнӑскер.
Ҫӗнӗ рояле Чӑваш Республикин хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа уйӑрнӑ. Музыка инструменчӗ 7 миллион тенкӗ тӑрать. Ун пек рояльсене тӗнчери чи лайӑх концерт залӗсем валли туянаҫҫӗ иккен. Рояле Чӑваш илсе киличчен музыка училищи ыйтнипе ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев пианист-виртуоз тӗрӗсленӗ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗ хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ 18 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать.
Ӑна 1930-мӗш ҫулӗсенче хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ҫурта конструктивизм тапхӑрӗнче тунӑ. Ҫав архитектура стилӗпе Шупашкарта хӑпартнӑ пурӑнмалли ҫуртсенчен упранса упранса юлни те тӗп хулара вӑл кӑна. Унӑн проектне Чӑвашстройкантурӑн проектпа конструктор бюровӗ 1929–1930-мӗш ҫулсенче хатӗрленӗ иккен. Ҫурта 1930–1932-мӗш ҫуртсенче тунӑ. Малтанласа ӑна 1930 ҫулта уҫнӑ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутчӗн профессорӗсемпе преподавателӗсене пурӑнтармалли общежити евӗр усӑ курнӑ. Шупашкар ҫурт тӑвӑмӑн историне ҫурт «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» евӗр кӗрсе юлнӑ.
Культура эткерлӗхӗн ҫуртне Республика кунӗ тӗлне юсаса пӗтермелле.
Юлашки эрнере Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ.
Шупашкар ҫывӑхӗнче ав хир сыснине ҫапса кайнӑ. Улатӑр районӗнче пӑши кустӑрма айне лекнӗ. Муркаш районӗнче вара тӳрех икӗ пӑши урапа айне лексе вилнӗ.
Пӗтӗмпе ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула тискер ҫичӗ чӗрчун кустӑрма айӗнче вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал виҫӗ тӗслӗх нумайрах.
Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха ҫакӑ? Вӑрманти чӗрчунсем, ҫамрӑккисем, куҫаҫҫӗ. Тата шӑрӑх ҫанталӑк та витӗм кӳнӗ ахӑртнех. Чӗрчунсем хурт-кӑпшанкӑран ҫӑлӑнса уҫӑ вырӑна тухаҫҫӗ. Ведомство водительсене асӑкрханулларах пулма ыйтать. Ҫул ҫинче паллӑсене асӑрхамаллах.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Аҫтӑрханра «Раҫҫей» экспедици старт илнӗ. Вӑл — хӑйне евӗр проект, рекордсен Гиннесс кӗнекине кӗме тӗллевленнӗ. Мӗнле? Вӗсем GPS-треккерлӑ автомобильсемпе ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе «Раҫҫей» сӑмаха пысӑккӑн ҫырасшӑн.
Автомобильсен колонни икӗ уйӑх ҫӳресе ҫӗршыв ҫӗрӗ ҫинче темиҫе ҫухрӑмлӑ сас паллисем ҫырӗ. Ҫулҫӳрев Аҫтӑрханран пуҫланнӑ та Владивостокра вӗҫленет. Ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкарта та чарӑнӗҫ.
Экспедицири пуҫлӑхӗ — паллӑ блогер тата ҫулҫӳревҫӗ Сергей Доля. Шупашкар ҫыннисем ӑна курма пултарӗҫ. Экспедицири Ян Ярмощук, Дмитрий Донсков, Анна Николаева Шупашкарпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици Шупашкара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫитӗ. Ҫак кун 15:00-15:30 сехетре Хӗрлӗ тӳремре ҫынсем пухса Хула Чӗрине тӑвасшӑн. Прессӑпа тата блогерпа калаҫма май пулӗ. 16:00-19:00 сехетре Наци музейне кайӗҫ, унта «Флакон» дизайн савучӗпе «Креативлӑ Раҫҫей» тӗлпулу иртӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре экспедици хуларан тухса кайӗ, унта ЧР Элтеперӗ те пулӗ. 11:30 сехетре Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра чарӑнӗҫ, Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов патӗнче чей ӗҫӗҫ, пӗр-пӗрне сувенирсем парнелӗҫ, сӑн ӳкерӗнӗҫ.
Паян Муркаш районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Михаил Васильевич Муркашсене ака-суха вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ. Халӗ тӗп тӗллев — тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси. Вӑл Муркаш районӗ республикӑри лайӑх аталанакан муниципалитетсен йышӗнче пулнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пӗчӗк тата вӑтам услам аталанни вара района пушшех малалла кайма, экономикӑна пысӑк услама илӗртме май парать. Ҫавна май халӑхӑн ӗҫ укҫи ӳсет, ӗҫ вырӑнӗсем пулаҫҫӗ.
Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева ЧР Хисеп грамотипе чысланӑ. Унӑн ҫумне Лилия Тарасовӑна «ЧР хӑйтытӑмлӑх органӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑпа чысланӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене амӑшӗн капиталне панӑ. Хӑш-пӗр кил-йыша 703 пин тенкӗлех социаллӑ тӳлев панӑ. Ку — пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн.
Михаил Игнатьев Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн ҫӗнтернӳҫисене тата призерӗсене Вера Соколовӑна, Александр Яргунькина, Петр Трофимова ЧР гербне ӳкернӗ сехетсем панӑ. Ҫак спортсменсем — пурте Муркаш районӗнчен.
Паян «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Раҫҫей кунне паллӑ тунӑ. Унта кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне пухӑннӑ.
Сумлӑ ҫак уяв ячӗпе халӑха ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫамрӑксене паспорт алла пӗрремӗш хут тыттарнӑ. Вӗсене Шупашкар пирки ҫырса кӑтартнӑ кӗнеке те парнеленӗ. Алӗҫ ӑстисем ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, унта кашниех хутшӑнма пултарнӑ. Пурин те ҫӗршывӑн пысӑк ялавне тытса пӑхма май пулнӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче тӳпе айӗнче Шупашкарти пӗрлештернӗ хор Раҫҫей Гимнне юрланӑ. Унпа пӗрле халӑх та ҫак юрра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн пурте ЧР Элтеперӗпе пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 1931–1937 тата 1955–1957 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт умӗнчи асӑну хӑми умне Митта Ваҫлейӗн ятне чӗрере упракансем пухӑнчӗҫ.
Ҫак кун, 1957 ҫулта, чӑваш сӑвӑҫи, Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш реформине малалла тӑсаканӗ, Василий Егорович Митта, тӑван ялӗнче, акатуй уявне кайнӑскер, вӑхӑтсӑр вилет. Сӑваплӑ асӑнӑва йӗркелекенсенчен пӗри — Илле Арсентьевич Иванов. Паллӑ сӑвӑҫа пуҫ тайма Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсемпе, хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе пӗрле наци конгрессӗн хастарӗсемпе «Сӑвар» фонд ертӳҫи пулчӗҫ. Поэта асӑнса сӑмах каларӗҫ, вӑл вилнӗ куна аса илчӗҫ. Пурӗ 12 ҫын пуҫтарӑнчӗ, асӑну хӑми ҫине чечек хучӗҫ. Ҫитес ҫул Митта Ваҫлейӗн преми лауречӗсене пурне те ҫак вырӑнта курас шанӑҫпа саланчӗҫ.
Чечек хуни пӗрлехи сӑн ҫапнипе вӗҫленчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |