Чӑваш Енре референц станцисен сетьне тӗрӗслеттермелле хута янӑ. Хальхи вӑхӑтра ITRF 2005 координатлӑ тӳрӗ кӗтеслӗ геоцентр тытӑмӗ ҫумне ҫыхӑнтарнӑ сеть тест режимӗпе ӗҫлет.
Вырӑнти координатӑпа проектӑн каярах тапхӑрӗнче ҫыхӑнтарма палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Куславкари, Улатӑрти, Етӗрнери тата Патӑрьелти референц станцисене вырнаҫтарса пӗтернине аса илтерет. Вӗсем республикӑн мӗнпур территорине тӗп-тӗрӗс палӑртма май парать.
Референц станцийӗсен кӑтартӑвӗсем кадастр инженерӗсемпе геодезистсене уйрӑмах кирлӗ. Кун валли оборудование ҫакӑн пек йӗркелеме сӗнеҫҫӗ:
IP-адрес: 195.2.214.115
Порт: 2101
Протокол: NTRIP
Хыпарсене ямалли – NMEA GGA.
Формат – RTCM3.
Ӗҫе кӗртмелли точкӑсем:
ALL_ RTCM3
Nearest_ RTCM3
ALAT_RTCM3
BATR_ RTCM3
CHEB_ RTCM3
KANA_ RTCM3
KOZL_ RTCM3
SHUM_ RTCM3
YADR_ RTCM3
Тытӑма тӗрӗслемелли тапхӑр валли учет ҫыравӗ хатӗрленӗ, вӑл 10 пӗр пек кӗрекене харӑс усӑ курма ирӗк парать. Килес ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗччен унпа кирек кам та усӑ кураять.
Усӑ куракан ячӗ: TestChR.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Аҫтӑрханра «Раҫҫей» экспедици старт илнӗ. Вӑл — хӑйне евӗр проект, рекордсен Гиннесс кӗнекине кӗме тӗллевленнӗ. Мӗнле? Вӗсем GPS-треккерлӑ автомобильсемпе ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе «Раҫҫей» сӑмаха пысӑккӑн ҫырасшӑн.
Автомобильсен колонни икӗ уйӑх ҫӳресе ҫӗршыв ҫӗрӗ ҫинче темиҫе ҫухрӑмлӑ сас паллисем ҫырӗ. Ҫулҫӳрев Аҫтӑрханран пуҫланнӑ та Владивостокра вӗҫленет. Ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкарта та чарӑнӗҫ.
Экспедицири пуҫлӑхӗ — паллӑ блогер тата ҫулҫӳревҫӗ Сергей Доля. Шупашкар ҫыннисем ӑна курма пултарӗҫ. Экспедицири Ян Ярмощук, Дмитрий Донсков, Анна Николаева Шупашкарпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици Шупашкара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫитӗ. Ҫак кун 15:00-15:30 сехетре Хӗрлӗ тӳремре ҫынсем пухса Хула Чӗрине тӑвасшӑн. Прессӑпа тата блогерпа калаҫма май пулӗ. 16:00-19:00 сехетре Наци музейне кайӗҫ, унта «Флакон» дизайн савучӗпе «Креативлӑ Раҫҫей» тӗлпулу иртӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре экспедици хуларан тухса кайӗ, унта ЧР Элтеперӗ те пулӗ. 11:30 сехетре Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра чарӑнӗҫ, Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов патӗнче чей ӗҫӗҫ, пӗр-пӗрне сувенирсем парнелӗҫ, сӑн ӳкерӗнӗҫ.
Шупашкарта пӗр-ик чарӑнусенче электрон хӑма вырнаҫтарни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне «ӑслӑ» хӑма татӑкӗсене чӑваш телекоммуникаци ӗҫлетерсе яма ӗлкерейменччӗ. Паян вара ак, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, электрон хӑмисем ҫинче сасартӑк ӑнланмалла мар паллӑсем тухма тытӑнчӗҫ — вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ пулнӑ имӗш.
Пӗтӗмпе ҫитес кунсенче ҫакӑн йышши электрон хӑмасене 5 чарӑнура вырнаҫтарма палӑртнӑ: Николаев урамӗ, Республика тӳреме, Дзержинский урамӗ, Раща, Суту-илӳ ҫурчӗ.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх электрон хӑмасем транспорт хӑш вӑхӑтра килессине кӑна мар, кун датине те, сывлӑш температурине те кӑтартма тытӑнӗ. Хальлӗхе электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS навигаци хатӗрӗллӗ троллейбуссене миҫе минут кӗтмеллине ҫеҫ палӑртма пултарӗ. Каярахпа проекта маршруткӑсемпе автобуссене хутшӑнтарма йышӑннӑ.
Чарӑнури тӗлӗнтермӗш хӑма тата тӗрлӗрен пӗлтерӳсене, рекламӑпа салам сӑмахӗсене тата ытти хыпарсене ҫутатса пама пултарать иккен. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата кӗсъи тулли пултӑр ҫеҫ — хӑма кирлӗ май пуплеме тытӑнӗ. Республика кунӗнче, сӑмахран, ҫынсем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулама пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |