Ҫак шухӑша паян Шупашкарта Чечен вӑрҫине тата ытти ҫавӑн йышши вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса лартнӑ монумента савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ чухне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов каларӗҫ.
Палӑка уҫнӑ самант вара ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн чӑннипех те хумхануллӑ пулчӗ. Ывӑлӗсене мирлӗ вӑхӑтра салтака ӑсатса кӗтсе илейменнисем кӑна мар, ҫав вӑрҫӑра тӑванӗсене, Турра шӗкӗр, ҫухатманнисем те куҫҫуленчӗҫ.
Палӑка ӑсталама укҫаллӑ ҫынсене явӑҫтарнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна хатӗрленӗ ҫурт тӑвӑм организацийӗ умӗнче парӑмпа хальлӗхе пуҫӗпех татӑлса пӗтеймен-ха — укҫана малалла пухаҫҫӗ.
Монумента виҫӗ пайран хатӗрленӗ. Вӗсем ҫине 156 ҫыннӑн ятне ҫырса хунӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов калашле, тек ун пек ҫырма ан тивтӗр кӑна ӗнтӗ.
Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Йӗпреҫ районӗн ҫыннисем тата Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗсем Шупашкарта унӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем общество деятелӗн, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗн, Чӑваш АССР халӑх писателӗн пурнӑҫне, унӑн хайлавӗсене аса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри унпа куҫа-куҫӑн та курнӑҫнӑ.
Ҫемен Элкер хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, пуҫламӑш шкул ҫеҫ пӗтернӗ. 1915 ҫулта ӑна ҫара илнӗ, Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине хутшӑннӑ. Йывӑр аманнӑскер Автро-Венгрире тыткӑна лекнӗ. 1916 ҫулта пулас поэт Раҫҫее таврӑннӑ, Петроградри тата Хусанти госпитальсенче чылай сипленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах учительсем хатӗрлекен курссене пӗтернӗ. Тӑван ялӗнчи шкулта ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ.
Унӑн пӗрремӗш сӑвви 1921 ҫулта пичетланнӗ. Тепӗр ҫулхине вӑл «Канаш» хаҫат редакцине куҫнӑ, унтан «Сунтала». Ҫемен Элкер чӑваш литературине хроникӑллӑ романпа, истори романӗпе, драма поэмипе пуянлатнӑ.
«Элкер» псевдонима вӑл ҫырма тытӑничченех илнӗ, каярахпа вӑл официаллӑ хушамат пулса тӑнӑ.
Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн.
«Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман.
Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑш-пӗр урамра ҫула пӳлӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче ҫар техникин парачӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ валли тӗплӗн хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш тренировка ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Парад йӗркелӳҫем ҫак канмалли кунсенче кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫавна май тепӗр хатӗрленӳ ыран пулӗ. Виҫмине тӗп хатӗрленӳ иртӗ. Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче, ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 14 сехетчен, тӗп ҫулсемпе парад колонни кайӗ.
Палӑртнӑ вӑхатра Богдан Хмельницкий урамӗнче (3-мӗш ҫуртран пуҫласа 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ таран, Богдан Хмельницкий урамӗпе Президент бульварӗ хӗресленнӗ вырӑн таран). Автомобильсене Президент бульварӗпе, Хӗрлӗ тӳремпе, Калинин урамӗпе, Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчен те ямӗҫ.
«Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ.
Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри...
Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ.
Самолетсемпе вӗҫес тема пуянсемшӗн кӑна актуаллӑн туйӑнать-тӗр те, ҫапах та Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве ҫӳрекеннисем пирки апла калани тӗрӗс мар-тӑр. Мӗншӗн тесен унта самолетпа каякан пассажирсене ҫул укҫин тӑкакӗн ҫуррине хысна хӑй ҫине илет.
Аса илтеретпӗр, кун пеккине Атӑлҫи федераци округӗнче регионти авиаҫулҫӳреве аталантарасси ҫинчен калакан пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май туса панӑ.
Шупашкартан Самаӑпа Ӗпхӗве вӗҫес текенсене «Cessna–208» текен самолетпа илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫула ытлари, кӗҫнерни тата шӑмат кунсерен тухма пулать. Ӗпхӗве Шупашкартан каякан самолет 10 сехет те 40 минутра хускалать, лерен — 16 сехет те 15 минутра. Самара ҫитме самолет 17 сехет те 10 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Самартан пирӗн пата килме — 8 сехет те 25 минутра.
Чӑваш Енри ветерансем валли Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв апат-ҫимӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсене кашни ветеран килне вырӑнти социаллӑ хӳтӗлев органӗ урлӑ ҫитерӗҫ.
Республикӑра ветерансене профилактика, сиплев, реабилитаци тӗлӗшӗпе пулӑшу параҫҫӗ. Ҫулсерен поликлиникӑра тата килте ветерансене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсем, ветерансем, тӑлӑх арӑмсем мӗнле условисенче пурӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенчи 101 ветерана сывлӑха ҫирӗплетмелли «Вега» центра (Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ) илсе кайӗҫ. Кӑҫал республика валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫапа 95 ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн черетре 145 ветеран юлӗ. Ҫак ыйтӑва Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле тӗппипех уҫӑмлатма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри уява 500 ытла ветеран хутшӑнӗ. Кашнинпе ҫумӑн социаллӑ ӗҫчен пулӗ, васкавлӑ медпулӑшу машинисем тухӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре вӑрҫӑ инвадличӗсем, ветерансем пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын юлнӑ.
Шупашкар хулинче кимӗсем валли штрафстоянка туса хунӑ. Вӑл вырӑна шывра ишмелли правилӑсене пӑсакан ҫав хатӗрсене лартса тухӗҫ.
Кимӗсене штрафстоянкӑна тӑратмалла тӑвассине ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн кирлине палӑртаҫҫӗ иккен республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче. Капла йышӑнни вӗсен хуҫисене яваплӑрах пулма хистӗ.
Ун пек стоянка пулманнине кура карапсен хуҫисене туллин явап тыттарма май килмен. 25–30 кимӗ лартмалӑх вырӑн йӗркеленӗ хыҫҫӑн ку ыйту татӑласса шанаҫҫӗ.
Кимӗсене штрафстоянкӑна илсе каяс йӗрке автомобильсеннипе пӗр пекрехех иккен. Кимӗн хуҫи кам иккенне ҫирӗплетекен тата ишмелли хатӗр тӑрӑмне палӑртакан хутсем ҫук тӑк е кимме тытса пыраканни ӳсӗр пулсан ҫав транспорта ятарлӑ стоянкӑна каяҫҫӗ те лартаҫҫӗ. Унта илсе кайма хӑтланса тӑкакланнишӗн те, унта упранишӗн те кимӗ хуҫине тӳлеттерӗҫ.
Чӑваш Ене Китайри Аньхойри делегаци килнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Китай ҫыннисем ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑччӗ. Аньхойри делегаци ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа та курнӑҫнӑ.
Китай ҫыннисем Наци библиотекинче, Чӑваш наци музейӗнче пулнӑ. Пӗтӗм тӗнче балет фестивальне ҫитнӗ.
Дипломантсене экскурси питӗ килӗшнӗ. Чӑваш Ен тата Китай «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне Аньхойри коллектив хутшӑнасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хӑнасене туризм тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси те кӑсӑклантарнӑ. Ҫитес вӑхатра ЧР Культура министерстви Китайри туриндустри компанийӗсем валли турист маршручӗ хатӗрлеме йышӑннӑ. Китай турисчӗсем Шупашкара килсе республика пуянлӑхӗпе паллашӗҫ.
Паян, Ҫуркуннепе Ӗҫлев уявӗнче, Шупашкарта ӗҫ коллективӗсем утма тухнӑ. Кӑҫал унта 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Уяв колонни яланхи пекех хӑйӗн ҫулне Чапаев скверӗнчен тытӑннӑ, тӗп урампа утса Хӗрлӗ лапама ҫитнӗ. Общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем, предприятисемпе организацисен коллективӗсем, профсоюз представителӗсем, студентсем… — уявра чылайӑн пулнӑ. Чылайӑшӗ ҫемйипех килнӗ. Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем, ялавсем йӑтса ашшӗ-амӑшӗпе юнашар утнӑ. Оркестр, халӑх коллективӗсем пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ.
Колонна ҫулӗ ҫинче интерактивлӑ 8 лапам йӗркеленӗ. Кӑҫал уявра ҫӗнӗлӗх пулнӑ: чи пултаруллӑ колоннӑсен конкурсне йӗркеленӗ. Жюри членӗсем — тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнри тата ӳсӗмри ҫынсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 5–6-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Хӗрлӗ лапамра пурне те ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев уявпа саламланӑ. Халӑх юррисен ансамблӗсем, хор коллективӗсем, рок-ушкӑнсем тата ыттисем концерт кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |