Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар?
Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ.
Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест.
Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче шапӑрлансем «Верить в чудеса», «Веселая карусель» кӗнекесен авторӗпе Светлана Гордеевӑпа тӗл пулнӑ.
Светлана Гордеева сӑвӑсем, калавсем ҫырать, хӑш-пӗр кӗнекене хӑйех илемлетет. Унӑн «Верить в чудеса» кӗнеки авторӑн ӳкерчӗкӗсемпе пичетленнӗ, «Чи нумай вуланакан кӗнеке — 2008» конкурсра ача-пӑча литератури йышӗнче 2-меш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордееван пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче те палӑртнӑ. 2011 ҫулта ача-пӑча литературин «Пегас» конкурсӗнче вӑл 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Светлана Гордеевапа «Кӗнекене чӗререн вула!» девизпа ачасен тӗл пулӑвне республикипех ирттерме палӑртнӑ.
«Промтрактор» АУО лапамӗсенче тырпул вырмалли «Агромаш» комбайнсене пухма тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче «Трактор завочӗсем» концернӑн ҫак продукцийӗ Чӑваш Енӗн кӑна бренчӗ пулмасса шанаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр: пӗлтӗрхи кӗркунне Красноярскри комбайн завочӗ Шупашкара куҫнӑ. Ҫӗпӗрти комбайн тӑвакан 100 ытла специалист Шупашкар ӗҫченӗсене ҫӗнӗ продукцие алла илме пулӑшнӑ. Ҫавна май «Промтрактор» лапамӗсенче кӑҫал хальхи йышши, пысӑк технологиллӗ производство йӗркеленнӗ. Ку ҫулталӑкне 2 пине яхӑн машина кӑларма май парать.
Ҫӗнӗ комбайнсене Красноярскри «Елисей» паллӑ модельсемпе килӗшӳллӗн хатӗрлӗҫ. Анчах ӑна ҫӗнетӗҫ. «Агромаш 4000» 4-мӗш класлӑ, 250 лаша вӑйӗллӗ комбайн пулӗ. Сехетре 12–14 тонна тырпул вырса илӗ.
Чӑвашри пӗрремӗш «Агромаш 4000» комбайнпа пушӑн 26-мӗшӗнче паллаштарӗҫ. Ҫав кун Шупашкара тӗрлӗ регионтан ҫитӗҫ.
Тӗп хула пысӑкланнӑ май ҫӗнӗ чарӑнусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗринне вара, киввисене, ячӗсене улаштараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ «Ветерансен ҫурчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки йышӑну алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне Университет урамӗнчи ҫав чарӑну «Мичман Павлов урамӗ» ятла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна тумашкӑн ҫынсем хӑйсем ыйтнӑ.
Ҫак ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ видеоконференцире хускатнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсен тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен парӑмӗ икӗ хут ӳснӗ. Шӑп та лӑп эрне каялла, сӑмахран, ҫав укҫа виҫи 640 миллион тенке ҫитнӗ. Пуринчен ытла парӑмлисем — Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсем тата Улатӑрпа Шупашкар хули.
«Хӑш-пӗр муниципалитетра тепӗр хысна организацийӗсем парӑмсене пухса пыраҫҫӗ. Вӗсем газпа пӗрех тивӗҫтерӗҫ, ҫурта ӑшӑ ҫитӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Анчах малашне апла тумӑпӑр. Пире хамӑрӑн пуҫлӑхсем парӑмлисене газпа тивӗҫтерессине хӗсме хушу панӑ. Пачах чарса лартма та пултаратпӑр», — палӑртса хӑварнӑ республикӑри пысӑк газ предприятийӗн ертӳҫи.
Шупашкар хулин тӗп пайӗ ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ак, Республика тӳремӗнченех тухӑҫалла утса кай — 200 метртан ҫырмана пырса тӑрӑнӑн. Енчен те унта унччен уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ларнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫурт-тӑвӑм компанийӗсем ҫавнашкал ҫырмаллӑ вырӑнсене те усӑ курма тытӑнасшӑн. Ак, сӑмахран, «Старко» фирмӑн проектнех илес.
«Ҫӗр айӗнчи хула» ят панӑ проект пӗтӗмешле 7,4 гектар йышӑнӗ. Ун тӑршшӗ 454 метр, сарлакӑшӗ 163 метр пулӗ. Вӑл Кайбулкӑн сулахай юппи юхса иртекен ҫырмара Юрославль урамӗпе ҫуммӑн вырнаҫмалла. Пӗтӗмӗшле 15–20 метр тарӑнӑш пулӗ. Чи тӗпӗнче урапасем лармалли вырӑн хатӗрлӗҫ, унта пурӗ 3 300 ытла машин ларма пултарӗ. Ҫӳлерех суту-илӳ лаптӑкӗсем вырнаҫмалла — вӗсен пӗтӗмешле калӑпӑшӗ 37 пин тӑваткал метра ҫитмелле (танлаштарма: МТВ-центр суту-илӳ ҫуртӗнче пурӗ 85 пин). Ҫавӑн пекех 30 пин ытла тӑваткал метр офис пӳлӗмӗсем валли, 81 пин — пурӑнмаллисем валли туса лартӗҫ. Комплексра ҫуран ҫӳрекенсем валли бульвар та йӗркелеме палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле унти ҫуртсене 6 черетпе ҫӗклесе пӗтересшӗн. Проекта «Сфера» хатӗрленӗ. Архитекторсем: Удяков С.
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет.
Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ.
Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ.
Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук.
Етӗрне районӗнче Василий Магницкий этнолог, педагог, Атӑл-Вятка крайӗн тӗн культурин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Конференци Советски (Шӑмат) ялӗнче пулнӑ. Василий Магницкий унта ҫуралнӑ, юлашки ҫулсене ҫавӑнта пурӑннӑ. Конференцие ӑсчах кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне тӗпчекен таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем Шупашкартан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Хусантан килнӗ.
Конференци пуҫланас умӗн Советски шкулӗн учителӗ Геннадий Филиппов, Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров хӑнасене Василий Магницкин паллӑ вырӑнӗсенче экскурси ирттернӗ: вил тӑпри ҫине кашӑл хунӑ, Магницкий ячӗллӗ паркра пулнӑ. Унтан пурте Культура ҫуртне пухӑннӑ. Конференцие Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин уҫнӑ, вӑл Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Н.Черлакова В.Н.Никольский орденне панӑ.
Конференцие хутшӑнакансем Василий Магницкин пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ. Унан ӗҫӗсем чӑваш халӑх тӗнне, пурнӑҫне тӗпчес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Ӗнер Крымпа Раҫҫее пӗлтерӗшлӗ кун пулчӗ. Крым пирӗн ҫӗршывпа пӗрлешнине халӑх савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗ. Ҫурутраври халӑх ҫак пулӑма чылай ҫул кӗтнӗ имӗш. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Владимир Константинов, премьер-министрӗ Сергей Аксенов, Севастополь мэрӗ Алексей Чалый килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн халӑх чылай вӑхӑт хушши алӑ ҫупнӑ. Паянтан Крым ҫыннисем Раҫҫей паспорчӗ илме, лавккасенче гривнӑпа мар, тенкӗпе тӳлеме тытӑнӗҫ. Владимир Путин унта пурӑнакан кирек мӗнле наци ҫыннисене те хаваспах йышӑннине палӑртнӑ. Вӗсем халӗ пурте пирӗншӗн чи ҫывӑх тӑван пекех тенӗ вӑл. Президент каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисем Раҫҫей гражданствине илме е Украина гражданствине хӑварма пултараҫҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑма чылай хулара паллӑ турӗҫ. Шупашкарта ӗнер халӑх Республика тӳремӗнче пухӑнчӗ. Сахал мар: ҫичӗ пине яхӑн. Сцена ҫинче юрӑ-ташӑ янӑранӑ, чиновниксем тухса калаҫнӑ. Ҫынсем «Братья крымчане, Чувашия с вами!» (чӑв. Крымри тӑванла халӑх, Чӑваш Ен санпа!) лозунг йӑтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |