Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти пасарсенчен пӗринче пӗр арҫын 100 доллӑрлӑ купюрӑсемпе сутуҫӑсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Унта вӑл ҫи-пуҫ тата ура тӑхӑнмалли туяннӑ. Таваршӑн арҫын суя долларпа татӑлнӑ.
Пасарти сутуҫӑсене улталакан арҫын пӑхма 35 ҫулсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӳллӗшӗ 170 сантиметра яхӑн иккен. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ май арҫын мӗнле ҫи-пуҫ тӑхӑннине те ҫырса кайнӑ: тирлӗ капюшонлӑ круткӑпа, хура шӑлаварпа, хура пушмакпа пулнӑ иккен. Пуҫне хурапа шурӑ йӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ.
Суя доллар тыттарса хӑварнӑ арҫынна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисем хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ.
Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ.
Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — Шупашкарта. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш.
— 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков.
Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче шартлама сивӗ самаях пулчӗ. Ун чухне республикӑра шӑнса вилнисем пулчӗҫ, ӳте тӑм илнипе больницӑна лекнисем йышланчӗҫ. Иртнӗ эренере ҫанталӑк питех сивӗ пулмарӗ-ха, анчах шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем пур.
Шупашкарта пӗр эрнере тӑватӑ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен виҫӗ тӗслӗхӗнче эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн инкек сиксе тухнӑ. Кун пирки хулари пӗрлехи диспетчер службинчен пӗлтернӗ. Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Хевеш урамӗнче икӗ ҫамрӑк каччӑ виллине тупнӑ. Пӗри — 20-ре, тепри 25 ҫулта пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шӑнса вилнӗ. Вӗсен 25 ҫулти юлташне больницӑна ӑсатнӑ. Ҫав кунах ҫӗрле Миттов бульварӗнче 53 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл та шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Халӗ 56-ри хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа пурнӑҫран уйрӑлнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Унӑн ӳтне нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи суту-илӳ комплексӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗм оргнизмӗ шӑннӑран вилнӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе спорт шкулне тата ухӑпа перес енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулне Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 9а ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курма ирӗк парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Пухӑннисем вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта — 27-мӗш шкул патӗнче — тӑвассишӗн сасӑланӑ.
— Малтан хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта теннис корчӗсем (теннисла вылямалли лапамсем) тӑвӗҫ. Унта вӑй-хал культурипе тата спортпа кӑсӑкланакан ҫамрӑксем вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ, — ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-службинче.
Халӗ проекта хатӗрлеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн пордрядчике палӑртӗҫ.
— Лапам ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртес, хитрелетес ыйтӑва аукцион пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн татса парӗҫ, — тенӗ спорт шкулӗн элчелӗсем.
СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр.
Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази).
Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ.
Шупашкарта ача пахчисене пӗрлештерме тытӑнасшӑн. Хула влаҫӗсем ҫак утӑма шкул ҫулне ҫитменнисене паха пӗлӳ парас, пулӑшу кӳрессине анлӑлатас тӗллевпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ҫавӑн пек опыт пур хуласенчи (Мускаври, Пермьри, Тольяттинчи) лару-тӑрӑва малтан тишкернӗ иккен. Пӗрлештерни пурлӑхпа техника базине тухӑҫлӑ усӑ курма май памалла, пӗринче пур пулӑшӑва теприсене кӳме (сӑмахран, физиотерапи пӳлӗмӗпе усӑ курса) майпарасса шанаҫҫӗ.
Пӗр пахчапа тепӗр пахчана пӗрлештернине пула вӗсене ачасем сахалрах ҫӳреме пуҫлассине пӗлтермест теҫҫӗ.
«Укҫа чул кастарать», — тенӗ ваттисем. Чӑнах та, хаклӑ ҫак хутсӑр пурӑнма йывӑртарах ҫав. Пӗрисем ӑна тар кӑларса ӗҫлесе илеҫҫӗ, теприсем пуймалли ҫӑмӑл меслет шыраҫҫӗ.
Шупашкарта шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах ҫӑмӑл мелпе кам пуйма шухӑшланӑ-ха? Йӗрке хуралҫисен ыйтӑва уҫӑмлатма тивет.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ супермаркетра кассир 5 пин тенкӗлӗх суя укҫана тупса палӑртнӑ. 5 пинлӗх укҫапа таваршӑн Чулхула облаҫӗнчи хӗр тӳленӗ. 21 ҫултискер полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл упӑшкипе пӗрле какайпа суту-илӳ тӑвать. Ҫак хут укҫа — вӗсен усламӗн пӗр пайӗ-мӗн. Ку тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.
Тепӗр тӗслӗх те Шупашкарта пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче каллех 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тупса палӑртнӑ. Хальхинче — хулари пӗр банкра. Укҫа банка Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑмран лекнӗ. Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн оперативникӗсем хӗрарӑмран ыйтса пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене укҫана лавккара тыттарнине ӗнентернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курни хыснана тупра кӳрет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнентерет. Республикӑн пӗрлештернӗ бюджетне пӗлтӗр, акӑ, ҫапла майпа 2,4 миллиард ытла тенкӗ пырса кӗнӗ. Ҫак тупрана виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан вӑл 27 процент хушӑннине пӗлтерет.
Республика хыснине кӑна 1 миллиард тенкӗ ытларах пырса кӗнӗ. Ҫак хисеп вара икӗ хута яхӑн, тӗрӗсрех, 1,9 хут пысӑкланнӑ.
Муниципалитетсем те хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курса «кӗмӗл» тӑваҫҫӗ. Вӗсен тупӑшӗ иртнӗ ҫул 1,4 миллиарад яхӑн пухӑннӑ. Тупӑш уйрӑмах Шупашкарта самай пухӑннӑ. Тӗп хулана мӗнпур муниципалитет пухнин 57 проценчӗ тивет.
Шупашкар кӳлмекӗнче автомобиль спорчӗ енӗпе Чӑваш Енӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр республикӑри автомобилистсемсӗр пуҫне Мари Элти тата Киров облаҫӗнчи харсӑрсем килсе ҫитнӗ. Ҫапла вара 59 экипаж пухӑннӑ. Пӑр трасса ҫине пухӑннисем «моноприводлӑ», «тулли приводлӑ», «спорт» тата «ирӗклӗ» класс енӗпе тупӑшнӑ.
Старта тӑнисем хушшинче хӗрарӑмсем те пулнӑ. Тольяттинчи заводӑн «саккӑрмӗш ачин» рулӗ умӗ умне ларнӑ Марина Леонтьева, хӑй каланӑ тӑрӑх, «техника сӑлтавне пула» тупӑшуран тухса ӳкнӗ пулин те ӳлӗмрен та ӑмӑртма палӑртать. Ҫитес вӑхӑтра вӑл пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗн Кубокӗн финалне хутшӑнас тесе ӗмӗтленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |