Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пӗр ҫын патне хура тумлӑ юмӑҫ пынӑ та хайхи ӑна усал вӑйсем пӑсни пирки пӗлтернӗ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫынна час ӗненекенсен йышшинчен пулнӑ. Ҫитменнине юнашарти темле палламан хӗрарӑмсем те калаҫӑва хутшӑннӑ. Хайхискерсем юмӑҫа хӑйсене те пӑтӑрмахсенчен хӑтарнӑшӑн тав тунӑ. Вӗсем ултавҫӑпа пӗр майлӑ пулнисемех пулнӑ-тӑр. Юмӑҫ ӑншартнине сирмешкӗн хӗрарӑмран 40 пин ытла тенкӗ илнӗ, хӑйне вара киле ылтӑн эрешсене илме чуптарнӑ. Хӗрарӑм тепӗр сехетрен вырӑна таврӑннӑ, анчах унта юмӑҫӑн шӑрши-марши те пулман. Хур курнӑскер полицейскисене шӑнкӑравланӑ.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен ҫакнашкал ӗҫӗсем нумайланнине асӑрхаттарать, ҫынсене асӑрхануллӑ пулма, палламан ҫынсене тата карас телефон ҫине килекен ҫырусене ӗненмелле маррине калать.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.
Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр ҫемье хӑйсен тин ҫуралнӑ хӗрачине хӗллехи Олимп вӑййисене халалласа Олимпиада ят хунӑ.
Администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Краснова каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта хӗрачана кунашкал ят пани темиҫе ҫул пулман.
Олимпиада нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Владимирпа Валентина ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 18 ҫулти ывӑл Мефодий тата 7-ри Анжелика пур.
Олимпиада — хӗрарӑм ячӗ, грек челхинчен куҫарсан «пӗлӗте мухтакан, турӑсене мухтакан» тесе куҫать. Олимпиада ятлӑ пӗрремӗш паллӑ хӗрарӑм — Олимпиада Эпирская. Вӑл Александр Македонскин амӑшӗ. Хӗрарӑм ҫак ята упашкин, Филипп патшан, авалхи Олимп вӑййисенчи ҫӗнтерӗвне халалласа илнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет.
Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ.
Мӗнле кӑна ӑмӑрту шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑ тытассипе уҫӑ фестиваль иртмелле. Ҫавна май «Чи лайӑх пулӑ шӳрпи» курав-конкурс йӗркелӗҫ. Пуринчен аван пӗҫерекене хула пуҫлӑхӗн парнипех чыслӗҫ.
Хирти тӗпеле Шупашкар кӳлмекӗн лаптӑкӗнче, Сӑваплӑ Троицки мӑнастирь ҫывӑхӗнче, йӗркелӗҫ. Ҫимӗҫе пилӗк баллӑ системӑпа хаклассине пӗлтереҫҫӗ: палатка сӑн-сӑпатне, сутуҫӑн сӑн-питне, ҫимӗҫе епле хунине, апат тутине тата ӑна хатӗрленин кӑткӑслӑхне кура.
Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.
Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.
Пурне те мар-ха, ятарлӑ ирӗк илмесӗр халӑха турттаракан ҫӑмӑл машина хуҫисене. Ҫак кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем черетлӗ рейд ирттернӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлекен 4 таксиста палӑртнӑ. Вӗсене халӗ административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, «шашкисене» туртса илнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене те чӗрӗрех пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Таксипе ларса тухсан водительтен пассажирсене тата багажа турттарма ирӗк пурри ҫинчен ӗнентерекен ирӗк паракан хута кӑтартма ыйтмалла теҫҫӗ. Тепӗр тесен, ун йышшисене шыраса ытлашши таҫтах каймалла мар-тӑр: ҫӗнӗ вокзала пырса кӗнӗ ҫӗрте «Такси! Такси!» тесе Канаша, Елчӗке, Патӑрьеле тата ытти ҫӗре кайма чӗнекенсем тем чухлех. Вӗсен пурин те ятарлӑ ирӗк пуррине темшӗн ӗненесех килмест.
Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта Самаровсен «Седьмой лепесток» (чӑв. Ҫиччӗмӗш чечек ҫуначӗ) ырӑ кӑмӑллӑх театрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Куракансем Катаевӑн «Цветик-семицветик» (чӑв. Ҫич тӗслӗ чечекӗм) юмахӗ тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльпе киленнӗ.
— Ҫӗнӗ театр Шупашкарта Культура ҫулталӑкӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлни савӑнтарать, — тенӗ спектакль режиссерӗ, ӳнер ертӳҫи Игорь Милосердов. — Унсӑр пуҫне театр тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх. Пухӑннӑ укҫапа чирлӗ ачасене сиплӗҫ. Чи пахи — укҫа-тенке фондсене мар, ҫынсене алла парӗҫ. Ҫак ӗҫе мана сӗнсен тӳрех паллӑ драматургӑн Евгений Шварцӑн каларӑшне аса илтӗм: «Ачасем валли спектакле аслисем валли пекех лартмалла, анчах тата лайӑхрах». Пирӗн театр ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть, кунта Шупашкарти тӗрлӗ театрти профессионал актерсем выляҫҫӗ. Хальлӗхе пирӗн ятарлӑ ҫурт ҫук, анчах вӑл ҫитес вӑхӑтра пуласса шанатпӑр. Чи кирли — тӗллев тата ӗмӗтленни.
Ырӑ кӑмӑллӑх театрӗн йӗркелӳҫисем Александр тата Ольга Самаровсем каланӑ тӑрӑх, остеопетрозпа чирлекен Дима Григорьев нушине кура вӗсем ҫакнашкал театр пуҫарма шухӑшланӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ Ҫамрӑксен балӗ иртнӗ. 75 мӑшӑртан 20-шӗ ҫак кун «пӗрлешме» шухӑшланӑ. Бал Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Мероприятие хула администрацийӗн ҫамрӑксен тата общество аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов уҫнӑ. Вӑл пухӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ, стипенди панине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
Бала 150 ҫамрӑк пынӑ. Мӑшӑрсем ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ, хӑмпӑсенчен чечек ҫыххи тума вӗреннӗ. Ӑста ӳнерҫӗсем вара бала хутшӑнакансен портречӗсене, шаржсене ӳкернӗ.
Ҫак кун «Ҫамрӑксен ЗАГСӗ» лапам чи илӗртӳлли пулнӑ. 20 ытла мӑшӑр «пӗрлешнӗ». Пӗтӗмпех чӑн-чӑн пулнӑ тейӗн. Малтан мӑшӑрсем ыйту ҫырнӑ, унан пӗр-пӗрне юратнине, ӗненнине каланӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсене ҫемье ҫавӑрнине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче «Юрлакан ҫӗршыв» проектӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Авторӗ — Чуллӑ Ҫыр хулинче ҫуралнӑ Руслан Киселев. Вӑл — фотограф, фотокорреспондент.
«Юрлакан ҫӗршыв» проектӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗн геройӗ Чӑваш Ен пулса тӑнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Руслан Шупашкара килнӗ, хулара пурӑнакан чи хастар ҫынсене икӗ кун ӳкернӗ. Проект авторӗ ентешӗмӗрсене «Когда мои друзья со мной» (чӑв. Тусӑмсемпе пӗрле чух) савӑнӑҫлӑ юрра шӑрантарма сӗннӗ.
— Чӑннипе, тӗрлӗ халӑха танлаштарма ҫӑмӑл мар, — тенӗ Руслан. — Хулари кашни халӑха манпа юнашар пулнӑ ушкӑн тӑрӑх сӑнатӑп. Проекта пӗччен нихӑҫан та ӳкерместӗп. Ҫын патне камерӑпа тата штативпа пырсан, юрлама ыйтсан вӑл хутшӑнасшӑн мар. Эсӗ ушкӑнпа пӗрле пулсан ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах, ҫынсем те шикленмеҫҫӗ. Анчах яланах мар. Кашнин хӑйӗн пӑтӑрмахӗ, ыйтӑвӗ. Ҫын кӑмӑлӗнчен те нумай килет. Шупашкарта мана Валерий Яичников, Павел Архипов, Елена Загорская пулӑшрӗҫ.
Руслан Киселев Шупашкарта 2007 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӑл ун чухне кунта теплоходпа ҫулҫӳревре пулнӑ. Руслан ултӑ ҫултан кунта проект ӳкерме таврӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |