Раҫҫей Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пикет иртнӗ. Ӑна «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче йӗркелесси пирки РПР-ПАРНАС тата «5 декабря» партисен регионти уйрӑмӗсем пӗлтернӗ.
«Украинӑра пулса иртекен лару-тӑру пире пӑшӑрхантарать. Раҫҫей влаҫӗсем вырӑсла калаҫакан халӑха хӳтӗлеме тесе суверинитетлӑ ҫӗршыва хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем илсе кӗртес тенине лӑпкӑн сӑнама пултараймастпӑр», – тет иккен РПР-ПАРНАСӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн членӗ Дмитрий Семенов. Ун шучӗпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин формӑллӑ тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Крыма хӳтӗлемелли отряд тесе «сӗмсӗррӗн тата вӑтанмасӑр суять». Телевизорпа тискер фашист-бандеровецсем вырӑсла калаҫакансен вӗлернӗ евӗр пӗлтереҫҫӗ, анчах ку вӑл апла мар тенӗ Семенов. «Манӑн вырӑсла калаҫакан, Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ Украинӑра пурӑнакан тӑвансемпе паллаканӑмсем Раҫҫей телевиденийӗпе кӑтартнине ан ӗненӗр теҫҫӗ. Украинӑна хирӗҫле риторика пӗр тӑван халӑхсене пӗр-пӗрне курайми туса яма, Раҫҫее Пӗтӗм тӗнчерен сивӗтме пултараҫҫӗ», – ҫапла шухӑша палӑртнӑ маларах асӑннӑ хастар.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать.
Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ.
Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук.
Пушарпа кӗрешекенсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Коньки ҫинчи ҫӑлавпа пушар флешмобӗ» ятлӑ профилактика акцийӗ иртнӗ.
Стадиона ярӑнма пухӑннисене Чӑваш Енӗн пушарпа кӗрешекен тӗп инспекторӗ Николай Петров саламланӑ май инкек е пушар пулсан часрах 1 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама чӗнсе каланӑ. «Пулӑшӑва мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чӗнетӗр, профессилле ҫӑлавҫӑсем ҫавнӑ чухлӗ иртерех ҫитеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл.
Акцие хутшӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Вӗсем коньки ҫине тӑрса футбол мечӗкне хӑваланӑ, пушар ҫаннине туртассипе тупӑшнӑ, хоккей туйипе шайба ҫапса кӗртессипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин ячӗпе пылак апат-ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ.
Флешмоба хутшӑннӑ Константин ятлӑ ҫӳллӗ пукане инкекрен ҫӑлӑнмаллине вӗрентекен хутсене валеҫсе панӑ, ачасемпе тата аслисемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (26)
Украинӑра пурӑнакан вырӑс ҫыннисене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта митинг йеркелеме палӑртнӑ. Ҫак шухӑша Шупашкар хула депутчӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов шухӑша ырланӑ.
Ларура Шупашкар ҫыннисене Крымра пурӑнакансене гуманитарӗ пулӑшӑвӗ пама, ҫавна май митинг ирттерме сӗннӗ. Леонид Черкесов хула халӑхне юлташлӑ ҫӗршывра мӗн пулса иртни чӑннипех те пӑшӑрхантарнине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисене Шупашкарпа Севастопольти авиаци базин Хура тинӗс флочӗн ҫыхӑнӑвӗ пирки аса илтернӗ.
Леонид Черкесов митинга ҫитес вӑхӑтра йӗркелессине каланӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫак эрнери пӗр канмалли кун пулӗ. Аса илтеретпӗр: Крымра Чӑваш Енра ҫуралнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать.
Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.
Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.
— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.
Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.
Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ.
Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен.
«Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет.
Республикӑри предприятисем туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавне Правительство ҫуртӗнче ирттересси ырӑ йӑлана кӗнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. «Чӑвашрине туян» девизпа йӗркеленӗ суту-илӗве вырӑнти агропромышленность предприятийӗсем туса кӑларакан ҫӗнӗ продукципе паллаштарас тӗллевпе пухаҫҫӗ-мӗн.
Хальхинче хӑтлав Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ӗҫленӗ. Курава хӑйсен продукцине «АККонд» общество, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Юрма» агрохолдинг хутшӑннӑ. Чӑвашра маттур предприятисем тата пур та, курава вӗсем тем сӑлтава пула хутшӑнман. Е, тен, вӗсем пирӗн апат-ҫимӗҫне ахаль те пурте аван пӗлеҫҫӗ тенӗ-ши?..
Усрав ҫемьесен шкулӗ кӑҫал хӑйӗн пӗрремӗш вӗренекенӗсене вӗрентсе кӑларнӑ. Тепӗр чух тӑван ачапа пӗр чӗлхе тупаймастӑн та, ют ачапа пушшех те ансат марри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑрҫсан вӑрҫнӑ пек, ытлашши ачашласан ӗнсе ҫине хӑпарса ларӗҫ тейӗн.
Усрава илнӗ ачасене тӗрӗс воспитани пама, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма хӑнӑхтарать те маларах асӑннӑ шкул. Нумаях пулмасть вӗҫленнӗ курсран 100 ҫын вӗренсе тухнӑ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем валли ҫывӑх ҫын пулса тӑрас кӑмӑллӑ ҫынсем. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ йышшисем пур иккен. Хӑшӗсем хӑйсем ача ҫуратайманнипе ҫапла утӑм патне пырса тухаҫҫӗ, теприсем хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӳссе тӑван килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн ача усрава илме шут тытаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара хӑйсен ачисемпе пӗрле пӑхса ӳстереҫҫӗ.
Усрава илекен ҫемьесен шкулӗ черетлӗ хут вӗрентӗве пушӑн 15-мӗшӗнче пуҫлать. Яваплӑ ҫапла утӑм тытнисем е Шупашкарти Семашко урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра (ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8/8352/51-31-99), е Канашри Мускав урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра (8/83533/-5-15-95) вӗренме пултараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хӗрарӑмсемшӗн кӑна мар, вӗсене савӑк парнелессишӗн кускалакан арҫынсемшӗн те уявран та уявӑн туйӑнать-тӗр. Анчах пурнӑҫра савӑнӑҫпа пӗрле хурлӑхӗ те пӗрлех ҫӳрет те, Шупашкарти пӗр ҫемьене ҫав кун хуйхӑ ҫитнӗ. Пролетари урамӗнчи 21/22-мӗш ҫуртра пурӑнакан 28 ҫулти каччӑ ҫав кун хӑй килӗ умӗнче ларакан машинӑра вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ-ха.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑка такам вӗлернӗ тесе каламан. Каччӑна «ВАЗ-2115» маркӑллӑ машинӑра кабининче тупнӑ. Вут тивсе илнӗскерте. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шутланӑ тӑрӑх, каччӑ сӗрӗм тивнипе вилнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет.
Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ.
Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ.
РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |