Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче, арҫынсен мӑнастирӗпе юнашар, юрҫӳрен хатӗрсене техосмотр кӑлармалли центр уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх йӗркеленӗ центр нарӑс уйӑхӗнче, шӑматкунсерен, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗ.
Консультаци центрӗ епле ӗҫленипе Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тӗрӗслени пирки пӗлтерет асӑннӑ службӑн сайчӗ. Яваплисене вӑл юрҫӳренсене техосмотр кӑлармаллине тата хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмаллине ҫынсене ӑнлантармаллине аса илтернӗ.
Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.
3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.
Республикӑн тӗп хулинче киосксемпе кӗрешӳ пуҫарнӑ. Тӳресем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунлӑ майпа вырнаҫтарманнисене сӳтеҫҫӗ.
Кӑҫал кӑна тӑватӑ киоска пуҫтарса кайнӑ. Хула администрацийӗ ӑҫтисене те пӗлтерет: вӗсем — Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Эгер бульварӗнчи 51-мӗш, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 24-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 101-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерсем.
Пӗлтӗр 35 киоска сӳтнӗ, 2012 ҫулта — 54, 2011 ҫулта — 140.
Ҫав вӑхӑтрах хула влаҫӗсем Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче «Епле суту-илӳ киоскӗсем кирлӗ?» сасӑлав ирттерни пирки аса илтереҫҫӗ.
Республикӑн тӗп хулинче ҫӳп-ҫап контейнерӗсене улӑштарас ӗҫ малалла пырать. Ӑна пӗлтӗр пуҫӑннине тӗп хулара пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан хулари чи пысӑк предприятисенчен пӗри, «Спецавтохозяйство» хӑйӗн балансӗ ҫинчи мӗнпур контейнертан 35-е яхӑн процентне ҫӗнетнӗ иккен, «Таса хула» — 38 процент ытларах, «Экоцентр» — 100 проценчӗпех.
Ҫав вӑхӑтрах «Эткер» тата «Вертикаль» предприятисем ылмаштарма та тытӑнман-мӗн.
Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫуратнӑ тесе хыпарлать Шупашкарти «Элара» завод професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пирки. Ӑна иртнӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ савутра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне «Авионика» МНПК» акционерсен уҫӑ обществинче, «Темп» тата «Инстэл» фирмӑсенче вӑй хуракансем хутшӑннӑ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсне «Элара» заводӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне йӗркеленӗ.
Ӑмӑртура радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен 32 монтажникӗ, 22 фрезеровщик, 16 токарь, хими анализӗн 18 лаборанчӗ, 17 водитель, 16 маляр. 14 инженер-конструктор, трафарет, шкаласемпе платӑсем хатӗрлекен 10 ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кун йышши конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине те палӑртаҫҫӗ. Унта студентсем те хаваспах тупӑшнӑ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика коллеждӗнче монтажника вӗренекенсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне «Эларӑра» монтажникра ӗҫлекен С.Д. Фёдорова, В.Ю. Чернов фрезеровщик, Ю.Б. Смелов токарь, Т.Г. Андреева лаборант, С.Н. Козлов водитель, О.Г. Маркова маляр, М.А. Краснов инженер-конструктор, Л.В. Кузьмина трафарет ӑсти тата ыттисем кӗнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ аукционсене ӳлӗмрен он-лайн меслечӗпе ирттерме пуҫлать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин Пурлӑх управленийӗн комитечӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗхе «Уҫӑ хула» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хута ямалла иккен.
Аукционасене он-лайн меслечӗпе йӗркелени суту-илӗве уҫҫӑн ирттерме май памалла. Ун йышши пирвайхи аукцион ыран, ирхи 10 сехетре, пуҫӑнмалла.
Хӑҫан епле аукцион иртессипе ӳлӗмрен хулан сайтӗнче, www.чебоксары.рф, адреспа паллашма май килӗ.
Шупашкарти Калинин районӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын хӑйӗн йӗкӗреш тӑванне пӗр черкке шурӑ эрехшӗн мӑйӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе тирсе пӗтернӗ. Суранланнӑ арҫын тепӗр кунне пульницара вилсе кайнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр тӑвансем сӗтел ҫинче ларнӑ пӗр черкке шурӑ эрех пирки тавлашса-хирӗҫсе кӗрсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри, шар кураканни, ҫуттине ҫавӑрса хунӑ иккен. Черечӗпе вара унӑн пулман-ши — тепри ҫавӑншӑн урсах каять. Часах иккӗш хирӗҫсе каяҫҫӗ. Черккесӗр юлни алла ҫӗҫӗ ярса илет те тӑванне темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен пулин те епле йышӑнни паллӑ: тӑванне суранлатнипе вӗлернӗ арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатмалла тунӑ.
Республикӑн тӗп хули «МИПИМ–2014» текен курава пуҫласа хутшӑнма хатӗрленет. Асӑннӑ мероприяти кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртет иккен, Шупашкар вара унта пуҫласа хутшӑнать.
Францире иртекен курава тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекенсем — куҫман пурлӑх, инвестици рынокӗсенче тӑрӑшакансем, девелоперсем, архитекторсем, патшалӑх служащийӗсем, финансистсем — хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкар экспозицийӗ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ экспозицийӗпе пӗрле вырӑн тупӗ. Чӑвашсемсӗр пуҫне унта тата тепӗр 24 регион кӗнӗ.
Шупашкар кӑтартакан тӗп самантсен шутӗнче Йӑлӑма, Лакрей вӑрманӗпе Шупашкара 500 ҫул парка юсаса ҫӗнетмелли, Хӗрлӗ лапама, «Ҫӗнӗ хула» тата Сад микрорайонсене хӑтлӑх кӗртессин проекчӗсене тӑратасшӑн.
Республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнчен пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа-тенке пур районта усӑ курса пӗтермен иккен. Ҫакна республикӑн вице-премьерӗ — транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ видеоканашлура палӑртса хӑварнӑ.
Усӑ курмасӑр юлни — 10 миллион тенкӗ. Унпа усӑ курса пӗтермен районсен хушшинче Вӑрнар, Краснормейски, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсене асӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисене кӗртнӗ.
Ҫул-йӗре юсама тата тытса тӑма пӗлтӗр тӗрлӗ хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Вырӑнти бюджетсен шучӗпе вара ҫак тупра 2,8 миллиарда яхӑн пулнӑ. Кӑҫал 2 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрмалла.
Лакрей паркне хула влаҫӗсем юсаса ҫӗнетме палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ку хыпара ҫак ӗҫе пуҫӑннин пӗрремӗш утӑмӗ вырӑннех йышӑнмалла мар пулӗ те, ҫапах та хула администрацийӗ Лакрей паркне ярӑнмалли ҫӗнӗ хатӗрпе пуянлатма хыснаран 4,5 миллион тенкӗ уйӑрассине хыпарлать. Юлашки 10 ҫулта Шупашкарта кун пекки пулман-мӗн.
4,5 миллион тенкӗ тӑракан оборудовани — «Вальс» аттракцион. Унчченхи кивелсе япӑхнӑ. Кунсӑр пуҫне паркра епле аттракцион кирлӗ пирки халӑхран ыйтса пӗлнӗ иккен. Ҫынсем «Вальс» аваннине палӑртнӑ. Сӑмах май, паян паркра «Хип-хоп», «НЛО», «Сюрприз», «Ҫавраҫил», «Хаваслӑ ту», «Бамперлӑ кимӗ», «Автодром» тата ытти аттракционсем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |