Ҫапларах пӗлтерет «Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) информаци агенстви. Ҫуртӑн ыйтӑвне татса пама пултаракан хуравсенчен ку пӗри кӑна-ха. Тепӗр меслет: хальхи хуҫан туса ҫитермен ҫурта кама та пулин сутса ямалла. Ҫак пулса ҫитеймен хӑна ҫуртне унччен турккӑсем тата китайсем кӑсӑкланнӑ пулнӑ, анчах «ОДИС-отель» хуҫи вӗсемпе пӗр чӗлхе тупайман имӗш.
«Сувар-отель» хальхи сӑнӗпе таврари пӗтӗм хула илемне пӑсать имӗш. Нумай пулмасть иртнӗ канашлура вара Михаил Игнатьев ҫапларах каланӑ пулать: «Хӑна ҫурчӗ пирки ҫакна калайратӑп. Эпир ун хуҫипе тӗл пулса, ӑна икӗ вариант сӗнсе. Пӗтӗм сӑна пӑснӑран е вӑл ӑна кама та пулин сутса ярать. Е, сутассипе ӗҫ тухмасть пулсан, хӑна ҫуртне ишмелли кӑна юлӗ. Кунпа вара ыйту вӗҫленӗ. Ку ӗҫе пуҫарнӑ чухне ҫурта тума ирӗк паракан хутсем пушшех те пулман».
Ӗнер Шупашкарта «Макдоналдс» апатне хирӗҫ пикет ирттернӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланнӑ. Ку вӑхӑтра халӑх шӑп та лӑп ӗҫрен таврӑнать те ҫул хӗрринчех иртнӗ пикет троллейбус-автобуссенче ҫӳрекенсене самай кӑсӑклантарнӑ пулать. Уйрӑмах унта американ апатне хирӗҫ тухни ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас. «Прогород» хаҫат «Обама, хлебни борща» (чӑв. Обама, борщ тутан), «Ядобвитый картофель в топку!» (чӑв. Наркӑмӑшлӑ ҫӗрулмие кӑмакара ҫунтарар), «У нас свои блины, бургеры нам не нужны» (чӑв. Пирӗн икерчӗ пур, бургер кирлӗ мар) чӗнӳсем пулни пирки пӗлтерет.
Пикета ЛДПР парти йӗркеленӗ иккен. Пурӗ 13 ҫын пухӑнма шутланӑ, улттӑшӗ кӑна ҫитнӗ пулин те АПШна хирӗҫле акци ирттерсе «шӑв-шав» ҫӗклеме вӗсем пултарнӑ.
Кунашкал акци халӑх кӑмӑлне каять пулсан, тен, ҫывӑх вӑхӑтра яппунсен сушине, турккӑсен рахат-лукумне хирӗҫ тухнӑ пикетсене те кӗтме пулать пулӗ.
Сӑнсем (6)
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта каллех… пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хальхинче — троллейбуссене. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре пулса иртнӗ.
Общество транспорчӗ Граждан урамӗнчи ункӑран инҫех мар пынӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра палламан ҫын е ҫынсем пеме тытӑннӑ. Ҫавна май троллейбуссен чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ.
Телее, аманнисем пулман. Аса илтерер: кӑҫал ҫакнашкал пӑтӑрмах тӑватӑ хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче маршрут таксине пенӗ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара ҫав урамрах Васкавлӑ медпулӑшу машинине пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем пушӑн 19-мӗшӗнче тӗп хулари Октябрь: 50 ҫул урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен картишри машинӑсене пеме тытӑннӑ виҫӗ ҫынна (вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансем пулнӑ) тытса чарнӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ 2,4 процент хакланнӑ; унччен усӑ курни — 0,1 процент. Ҫак хисепсене республикӑн Чӑвашстачӗ пӗлтернӗ иккен.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ хваттерсем уйрӑмах хакланнӑ-мӗн. Вӗсене туянас тесен унчченхинчен 5,9 процент нумайрах кӑларса хума тивет. Лайӑхлатнӑ тата вӑтам пахалӑхлӑ хваттерсем 2,8 тата 2,1 процент хакланнӑ. Иккӗмӗш рынокри (ку вӑл маларах унта пурӑннӑ тенине пӗлтерет) ҫурт-йӗр хакне те тишкернӗ. Ун йышши элитлӑ тата лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ хваттер хакӗ чакнӑ. Пит нумаях та мар та, ҫапах та 0,6 тата 0,4 процент йӳнелнӗ. Вӑтам шайри ҫурт-йӗр 1,3 процент хакланнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн 1 тӑваткал метрӗ 41,6 пин тенкӗпе танлашнӑ, иккӗмӗш рынокра — 41,5 пин тенкӗ.
Шупашкар хула влаҫӗсем велосипедпа ҫӳрекенсем юлашки вӑхӑтра йышланса пынине асӑрханӑ. Ҫак транспорт хатӗрӗн лайӑх енӗсен шутӗнче хӑвӑрт ҫитме май килнине, ӑна туянма йӳннине, усӑ курма ансатне, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшнине асӑнаҫҫӗ. Анчах вырӑна ҫитсен ӑна ӑҫта лартса хӑвармалла-ха? Хуҫасӑр тӑраканскере атту куҫ хывакансем те часах тупӑнӗҫ.
Шупашкарта велосипедпа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ парковкӑсем тутарасшӑн. Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен территорийӗнчи суту-илӳ предприятийӗсен территорийӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «Мега Молл» суту-илӳ центрне «Спортмастер» лавкка енчен кӗнӗ ҫӗрте, «Мегастроя» «Мега сад» енчен кӗнӗ тӗлте, «Лента» суту-илӳ комплексӗ патӗнче ятарлӑ вырӑнсем пур иккен. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ те велосипедсене ҫӑрана питӗрсе илмелли вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Унпа вӑл хӗлле усӑ курмасть, ҫуркунне вара кӑларать.
«Шупашкар» универмаг, «Дар»–«Шупашкар» пасар» общество, «Кӗрӗк», Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи авторынок, Кӑнтӑр пасарӗн, «Метро» суту-илӳ центрӗн, «ОВАС», «Диапазон», «Тройка» ертӳҫисем те велосипедпа ҫӳрекенсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.
Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен.
Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ.
Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире.
Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ.
Акан 18-мӗшӗнче (ку кун эрнекуна лекет) Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑвай ентешлӗхӗн кунӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Программӑра: Тӑвай районӗнчен тухнӑ паллӑ юрӑҫсен концерчӗ, Тӑвай райповӗ туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн суту-куравӗ, алӗҫ ӑҫтисен куравӗ.
Тӑвайсем пурне те уява йыхравлаҫҫӗ!
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи, коррекци педагогики тата психологи факультетӗнче «Ӑслӑлах кунӗпе» килӗшӳллӗн регионсем хушшинче алла вылятса каламалли сӑвӑсен конкурсӗ иртнӗ.
Кӑҫал унта 32 конкурсҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене алла вылятса калаҫмалли чӗлхе куҫаруҫи Аделина Замикова тата Наталья Степанова, коррекци педагогикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Федотова хакланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ӳсӗмне кура виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. «А» ушкӑнра Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Валерия Гайфутдинова 1-мӗш выран йышӑннӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Дарья Ивановӑпа Сергей Михайлов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Унтах вӗренекен Анастасия Колтыгина вара Б ушкӑнра 1-мӗш пулнӑ. Мари Элтен килнӗ Татьяна Ливанова тата Полина Самойлова 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
«В» ушкӑнра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки Татьяна Мигушова пӗрремӗш пулнӑ. Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Екатерина Макарова куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Мари Республикинчи Анастасия Морозова жюри парнине тивӗҫнӗ. Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.
Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл ҫу уйӑхӗн 19–25-мӗшӗсенче иртӗ.
Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн йӗркелӳ комитечӗ «Булаг» фильма вӑйӑ фильмӗсен фестиваль программине хутшӑнма чӗннӗ.
«Булаг» — Солбон Лыгденовӑн пӗрремӗш режиссёрлӑ ӗҫӗ. Унччен вӑл «Президент Линкольн: Охотник на вампиров», «Каникулы строгого режима», «Питер FM», «Мы из будущего», «Обитаемый остров» тата ытти фильмра постановщик тата раскадровщик пулса ӗҫленӗ.
Солбон Лыгденов Якутск хулинче иртнӗ «Тумороу» кинофестивальте, Мускав кинофестивалӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ, Бурятире «Человек года — 2013», «Лидер культуры Бурятии — 2013» ятсене илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |