Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри «Шуҫӑм» халӑх фольклор ансамблӗ 20 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫавна май пысӑк концерт иртнӗ.
Ансамбле Валерий Васильевич Фролов 20 ҫул ертсе пырать. Ансамбль 1994 ҫулта йӗркеленнӗ. Унта ҫӳрекенсем хастар, вӑй-хӑватлӑ. Халӗ унта 17 ҫын сукмак такӑрлатать. Ушкӑн тӑван культурӑн йӑли-йӗркине сӳнме памасть.
Уяв концертӗнче Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, Патӑрьел район администрацийӗн тӗп эксперт специалисчӗ Полина Логунова, Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗн директорӗ Алевтина Овчинникова, Вӑрман районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Агеев тухса калаҫнӑ.
Юбилее паллӑ тума Чӗмпӗрти «Палнай» тата «Сарнай» фольклор ансамблӗсем, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи ушкӑн ҫитнӗ. Уяв «Шуҫӑм» сцена ҫине тухнинчен пуҫланнӑ. Сцена ҫинче чылай юрӑ янӑранӑ.
Сӑнсем (39)
Хӑш-пӗр районсенчи тепӗр клуб пирки ҫулталӑкра иккӗ-виҫҫӗ уҫса хупнишӗнех заведующийӗсем шалу илсе тӑраҫҫӗ тесе каланине илтме тӳр килет-ха. Тепӗр ҫӗрте вар культура ҫурчӗсем ҫине-ҫинех тӗрлӗ мероприяти ирттерме ӑнтӑлаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари информаципе культура центрӗнче, акӑ, Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе нумаях пулмасть ял халӑхне савӑнтарнӑ. Кашни юррах куракансем хапӑл туса йышӑннӑ-мӗн. Е. Разумова юррисем уйрӑмах чӗрене тыткӑнлани пирки пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Кулӑшла сценкӑсем вара чунтан култарнӑ.
Информаципе культура центрӗн ертӳҫи Л. Горшкова «Шуҫӑм» ушкӑна чӗререн тав тунӑ.
Сӑнсем (14)
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Салам» студи «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» ҫӗнӗ курмаюрӑсен дискӗ тухнӑ ятпа хӑтлава чӗнет, вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Ку диск — пысӑк проектӑн пӗр пайӗ ҫеҫ. «Салам» студи 4 ҫул хушшинче 100 юрӑн клипне ӳкересшӗн, вӗсене халӑх патне ҫитересшӗн. «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» дискра пурӗ 25 юрӑ вырнаҫнӑ — кашни ҫул ҫапла май студи 25-шер курмаюрӑ кӑларасшӑн. Ку ӗҫе вӗсем пӗччен мар, йышпа тӑваҫҫӗ — проекта чылай режиссер хутшӑнма тӗв тунӑ.
Филармонири хӑтлавра эсир ҫак дискри юрӑсемпе паллашма пултаратӑр. Куракансем умӗнче концертпа «Шуҫӑм» ансамбль, Куславкка районӗнчи (Хурамал) «Эткер» ушкӑн, «Кӑмӑл» фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак концерта ытти юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Василий Раймов, Валентина Михайловӑпа Вячеслав Александров, Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Сергей Кувшинов, Типшӗм Сашук, Августа Уляндина, Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем (Чӗмпӗр облаҫӗ), Надежда Заводскова, Малинасем, Иосиф Дмитриев, Тая Смирнова, Альбина Пӑрчӑкан, Андрей Шадриковпа Пётр Ермолаев, Светлана Савельева, Ольга Осипова, Аня Егорова, Людмила Семёнова, Лариса Васильева.
Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.
Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.
«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ.
Вырсарникун, юпан 24-мӗшӗнче, Шупашкарти кӳлмек хӗрринче ларакан «Кивӗ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине палӑртса савӑнӑҫлӑ каҫ ирттерчӗҫ.
Пухӑва Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен ассамблейин председателӗ Н. Лукианов, ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗш элтепӗрӗ О. Цыпленков, ЧНК представителӗ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашӗн ертӳҫи А. Кипеч, тӗнчере паллӑ ӳнерҫӗ Праски Витти, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн представителӗсем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи хӑнасем те пухӑва пынӑччӗ.
Мероприятие пухӑннисем иртнине аса илчӗҫ — республика суверинитечӗн пӗрремӗш утӑмӗсене, малтанхи ҫулӗсенчи лару-тӑрӑва. Хальхи вӑхӑтра пулса иртекен пулӑмсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ. Калаҫусем хыҫҫӑн «Шуҫӑм» ансамбль пуҫтарӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ — юрӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ те.
Чӑваш Республики патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине 20 ҫул каялла, 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗ йышӑннӑ.
Ҫурлан 25-29-мӗшӗсенче Молдова Республикинчи «Гагауз ҫӗрӗ» автономи облаҫӗнче тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш Конгресӗ ӗҫлерӗ. Унта тӗнчери 14 ҫӗршыв делегацийӗсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кӑркӑстанран тата ытти ҫӗртен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш Енри ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ эльтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынӑ Чӑваш Республикин делегацийӗ те. Делегаци йышӗнче — ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ.
Конгресӑн пӗрремӗш ларӑвӗ ҫурлан 25-мӗшӗнче «Гагауз ҫӗрӗн» тӗп хулинче, Комратра, иртрӗ. Ытти ларусем гагаузсем пурӑнакан чи пысӑк ялсенче — Конзакпа Копчакра.
Конгресс ӗҫне Гагаузин парламент пуҫлӑхӗ, Комрат хулин мэрӗ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолӗсем, Раҫҫей посольствин культура енӗпе атташе тата ытти паллӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ.
Конгресс 7 ҫынран вӑхӑтлӑх Йӗркелӳ Комитетне йӗркелесе ӑна Конгресс Уставӗпе Программине хатӗрлеме, ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе калаҫма полномочисем панӑ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе чӑвашлӑха юратакансем кашни ҫулах чӑвашсемшӗн хаклӑ вырӑнсене курса ҫӳреме «чунҫӳреве» тухни, кӑҫалхи утӑн 3-8-мӗшӗсенче ҫавӑн пек ҫулҫӳреве хутшӑннисем Пушкӑртстана, чӑвашсен классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялне ҫитсе курни ҫинчен «Сувар» хаҫат та, пирӗн сайт та ҫырса кӑтартнӑччӗ ӗнтӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче «чунҫӳревҫӗсен» ушкӑнӗ, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн «хисеплӗ элтеперӗ» Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынипе Шупашкартан каллех ҫулҫӳреве тухса кайрӗ. Ушкӑнта 20 ҫын, ҫав шутра «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, чӑвашлӑха чунтан парӑннӑскерсем. Маршрут хальхинче Молдовӑна, чӑвашсем пекех тӗрӗк халӑхӗнчен тухнӑ гагаузсем ушкӑнпа пурӑнакан тӑрӑха выртать. Кунти Камрот хулин мэрӗ хула уявне хутшӑнма чӗннипе ҫула тухнӑ чӑваш делегацийӗ. «Чунҫӳрев» тӗллевӗ — тӗрӗк чӗлхисен огуз ушкӑнне кӗрекен гагаузсемпе тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнне кӗрекен чӑвашсем хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ку енӗпе ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем палӑртасси.
Паян, малтанхи ытти ҫулсенчи пекех, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче халӑх митинга пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ — чӑваш чӗлхи кунӗ тата И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ.
Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствисенчен, Шупшкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи чӑваш филологи факультечӗсенчен, Чӑваш наци конгресӗнчен салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха «Шуҫӑм» ансамбль тата шкулсенчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, сӑвӑ вуласа пачӗҫ.
Пӗлтӗр ку вӑхӑтра наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑччӗ — халӑх пухӑнӑвӗнче ытларах ун пирки калаҫатчӗҫ, кӑҫӑл вара ҫитес халӑх ҫырӑвӗ пирки пуплерӗҫ — пурне те чӑваш ятпа ҫырӑнма чӗнсе каларӗҫ, «сӑвар», «анатри» халӑхсене палӑртсан пӑтрану ҫеҫ кӗртӗҫ тесе пӗлтерчӗҫ. Ачисене, мӑнукӗсене чӑваш ятпа ҫыртарма вӑтанма хушмарӗҫ. Пухӑва килнӗ ачасене вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене чӑваш ятпа ҫыртарма ыйтӑр (14 ҫула ҫитиччен ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑлӗ-ҫке) терӗҫ.
Мана ку пухӑва чӑвашла пӗлменнисем те килни савӑнтарчӗ — сӑмах калакансене ӑнланас тесе ушкӑнпа вырӑсла куҫарса тӑчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |