Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 71 ҫулта ҫынна ҫаратнӑ. Тӗттӗм кӗтесре те мар. Нумай хваттерлӗ ҫуртри подъездра.
Хулари П. Лумумба урамӗнче пурӑнакан арҫынна палламан ҫын тапӑннӑ.
Шар курнӑ ватӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, палламан ҫын унӑн карас телефонне туртса илнӗ. Вӑрӑ-хурах ӗҫӗпе аппаланакан этем «Хӑрушсӑр хула» аппаратпа программа комплексӗн камери ҫине лекнӗ. Арҫына тытса чарас тесе полицин мӗнпур нарячӗ ура ҫине тӑнӑ.
Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ этем судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер иккен. 35 ҫултискер телефона ломбарда вырнаҫтарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче полицейски виллине тупнӑ. Пӑтӑрмах пирки малтанласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ, каярах ку хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ҫирӗплетсе панӑ.
Лейтенант ӗҫ хыҫҫӑн пистолета ӗҫре парса хӑвӑрман иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна шырама тытӑннӑ. Ӗҫри сӗтел ҫинче вӑл хут ҫырса хӑварнӑ, унта вӑл тӑван тӑрӑхӗнче пулассине пӗлтернӗ иккен. Полицейски виллине, чӑн та, ҫавӑнта тупнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ йӗрке хуралҫисем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Тамара Варинская ӑҫта пулнине тӑванӗсем, тусӗсем пӗлмеҫҫӗ. Икӗ уйӑх ӗнтӗ унран хыпар ҫук.
Ҫухалнӑ 34 ҫулти хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Тамара Варинская ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетет.
Хӗрарӑм пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ҫав кунхине вӑл хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура сӑран атӑ тухӑннӑ пулнӑ, шурӑ шарф ҫыхнӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Вӑл ӑҫтине е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 8800 700 5452 е 112 номерпе шӑнкӑравалмалла.
Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 13 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ лавкка алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫак сӗмсӗр ӗҫе тӑваканӗ - ӳсӗр арҫын.
Хайхискер алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Унтан темиҫе тавар илнӗ те ҫӗмрӗк алӑкранах каялла тухма тӑнӑ. Анчах ӑна лавкка ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре, пӗр ҫамрӑк хупӑ павильона кӗме пӑхнӑ. Унта вӑл ӑшӑнас тенӗ-мӗн.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем патне пӗри Мускав проспектӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ тӗлнче такам тем ватать тесе хыпарланӑ. Ҫав вӑхӑтра унтан ҫул-йӗр инспекторӗсен уйрӑм батальонӗн нарячӗ иртсе пынӑ. Вӗсем чарӑнӑва пырса тӗрӗслеме шут тытнӑ. Унта пӗр каччӑ пулнӑ. Пакунлисене курсан вӑл вырӑнтан тапса сикме пӑхнӑ. Анчах тарса инҫе каяйман. Вӑл Канашра пурӑнакан 23 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Ӳсӗрскер йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл шӑнса хытнӑ та чарӑнури пӗчӗк лавккана кӗрсе ӑшӑнас тенӗ.
Йӗрке хуралҫисем ӑна хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Урӑлса илсен каччӑ каҫхине хӑй мӗн хӑтланнине та аса илеймен. Пуҫтахланиччен вӑл юлташӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ иккен.
Вӑрмар районӗнчи арҫынна хир качакине вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи пайне республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин чӗрчунсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекцийӗ такам хир качакине персе вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Чӗрчунӑн тирне тата пуҫне Саруй ял ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Пакунлисем вырӑнти 36 ҫулти арҫын килӗнче хир качакин ашне тупнӑ. Ҫав ҫынна унччен хӗҫпӑшала саккуна пӑсса упранӑшӑн явап тыттарнӑ. Саккуна пӑсса сунара кайнӑшӑн халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председательне Олег Яковлева паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче Олег Яковлева ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине те пӗлтернӗ. Олег Николаевич пуҫлӑх тилхепине хӑй пӑрахас тенӗ-мӗн.
Олег Яковлев 1969 ҫулта Канаш районӗнчи Шаккӑлта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединстиутӗнче вӗреннӗскер ӗмӗрне Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлесе ирттернӗ. Вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, Ненецк автономи облаҫӗнче те тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Сергей Павлова шаннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 8 сехет те 50 минутра Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче инкек пулса иртнӗ. «Тури Чакӑ-Патӑрьел» маршрутпа ҫула тухнӑ автобус ҫине йывӑр тиевлӗ «DAF» машина пырса кӗнӗ. Автомобиль рульне 30 ҫулти водитель тытса пынӑ.
«FiatDucato» автобус салонӗнче 14 ҫын пулнӑ. Инкекре пурӗ 5 ҫын суранланнӑ, ҫав шутра — 2010 ҫулта ҫуралнӑ ача. Вӗсене пурне те больницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче паян кӑнтӑрла тӗлӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑнӗнче тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |