Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 13 сехетре «Энӗш» автоҫулӑн 113-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ районӗнче, туй машинисем ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Калина» машина рулӗ умӗнче ларакан 40 ҫулти водителе пула сиксе тухнӑ. Вӑл ҫул хӗрринче чарӑннӑ «Тайота» машина ҫине кӗрсе кайнӑ. Ун хыҫҫӑн «Калина» ҫине «14-мӗш» маркӑллӑ машина ҫапӑннӑ.
Аварире пилӗк ҫын шар курнӑ. Вӗсен йышӗнче 16-ри хӗр тата 8 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсем «14-мӗшӗн» салонӗнче ларнӑ.
Халӗ, ШӖМ, пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать.
Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн.
Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ.
Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ.
Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлне тӗрмене хуптарасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл полицие кайса ун пирки элекленӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм ШӖМӗн дежурнӑй чаҫне пынӑ та ывӑлӗ хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартни тӳрре тухман. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл суйнине йышӑннӑ. Судра та хӗрарӑм айӑпне тунман.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Постановлени хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ.
«Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем вӑйӑ салонӗ саккуна пӑсса ӗҫленине ӗнентермешкӗн оперативлӑ мероприятисем ирттернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ чухне салонра оператор пулнӑ. Вӑл 25 вӑйӑ автоматне пӑхса тӑнӑ, темиҫе вӑйӑҫа выляттарнӑ», — ҫапла пӗлтернӗ полицире.
Вӑйӑ салонӗ Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫурт путвалӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем шанчӑклӑ клиентсемшӗн кӑна уҫӑ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗме Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын хулари фирмӑран тара илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе халь пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакана Зинаида Вячеславовна Сидоровӑна шырать. Тӑватӑ ача амӑшӗ, 1984 ҫулта ҫуралнӑскер, килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Зинаида Сидорова ҫухални пирки тӑванӗсем пӗлтернӗ. Тӑватӑ ача амӑшӗ утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.
33 ҫулти хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерскер, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ симӗсрех. Вӑл хӗрлӗ-сӑрӑ футболка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ, хура сумка ҫакнӑ. Хӗрарӑма курнӑ тӑк Светлана Сорокина патне шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89053435010.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин патшалӑх автоиспекцийӗн ӗҫченӗсене сакӑр «Лада Гранта» тата тӑватӑ «Лада Веста» машинӑсен уҫҫине панӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Уҫӑсене ҪҪХПИ ӗҫченӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑй Михаил Васильевич тыттарнӑ. Элтепер автомобиль паркне ҫӗнетни ҫул-йӗр хуралҫисене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Чӑваш халӑх сай чӗ Чӑваш Ене пушар сӳнтермелли машинӑсем килни пирки те пӗлтернӗччӗ. <s></s>
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ.
Шупашкарта ШӖМ ҫурчӗ умне палӑк лартӗҫ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Алексей Логинова халаллӗҫ. Нумаях пулмасть ун ятне ҫӗнӗ урама парасси пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: Алексей Логинов – Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. Вӑрҫӑччен вӑл шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫленӗ, милиционер-счетовод пулнӑ. 1941 ҫулта фронта кайнӑ. Ентешӗмӗр 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Указӗпе ӑна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Палӑка ӑҫта лартассине палӑртнӑ. Ӑна ЧР ШӖМӗпе медсанчаҫ ҫурчӗсен хушшине вырнӑстарӗҫ. Халӗ вара ШӖМ тата Шупашкар хула администрацийӗ палӑк мӗнле пуласси пирки шухӑшлать.
Мемориала Полици кунӗ тӗлне – чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ – лартма палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ЧР ШӖМӗ хӑйӗн сайтӗнче преступниксене тытса чарни, ҫаратни тата ытти криминал пирки хыпарсем пичетлемӗ. Ку футбол енӗпе Тӗнче чемпионатне ирттернипе ҫыхӑннӑ.
Регионти управленисене хушу килнӗ иккен. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче оперативлӑ шырав тата профилактика мероприятийӗсене ирттерни пирки хыпарсем лартма чарӑнмалла» тесе ҫырнӑ унта.
«Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем ҫакна ӗненес тесе ШӖМ сайтне тишкернӗ. Чӑнах та, унта ҫӗртмен 6-мӗшӗнчен пуҫласа конкурссем, Раҫҫей кунне уявлани тата ытти пирки ҫеҫ хыпарсем вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗчӗк ачасем килте пӗчченех ларнине асӑрханӑ. Кун пирки пӑшӑрханса ӳкнӗ кӳршӗсем васкавлӑ медпулӑшӑва тата полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Тӑватӑ ача килте темиҫе кун аслисемсӗр пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 8 уйӑхра, ыттисем 3-ре, 6-ра тата 7 ҫулта. Пӗчӗкскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем ОРВИпе чирленӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ашшӗ шапаша кайнӑ, амӑшӗ вара эрехпе айкашнӑ. Полици тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн ачасен шӑпине татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |