Ҫӗрпӳре хӑй камне астуман хӗре тупни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Полицейскисем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пулӑшнипе ҫав пике кам пулнине палӑртнӑ.
Полицейскисем ЧР ШӖМӗн районти уйрӑмӗсене, сиплев учрежденийӗсене, интернатсене шӑнкӑравланӑ. Хӗре «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем палласа илнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна Иваново облаҫӗнчи полицейскисем палланӑ.
Хӗр Самара облаҫӗнчен. Аппӑшӗпе тӑван ялне кайнӑ чухне вӑл унран тарнӑ, Чӗпмӗр облаҫӗнче пулнӑ чухне те вӑл таҫта ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш Ене лекнӗ.
Полицейсиксем тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кӗҫех хӗр киле кайӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Ҫӗрпӳри «Аниш» кафе патӗнче пӗр хӗре КамАЗ водителӗ антарса хӑварнӑ. Анчах ҫак пике нимӗн те астумасть, хӑйӗн пирки ним те пӗлмест.
Кафе ӗҫченӗсем ӑна малтан апатлантарнӑ, кайран тин каҫхине ун пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗр, ҫитменнине, япӑх, ӑнланмалла мар калаҫать. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле 422 тенкӗ тата япаласем тултарнӑ сумка пулнӑ.
Кам та пулин ҫак хӗре пӗлет пулсан ЧР ШӖМне 8(83545) 2-12-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. 02 е 102 номерсемпе те пӗлтерме май пур.
Чӑваш Енре ҪҪХПИн икӗ стационар посчӗ уҫӑлнӑ. Вӗсене хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмалла тунӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, постсем Шупашкар ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ. Вӗсем «Атӑл» М-7 тата «Вятка» ҫулсем ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин 14 инспекторӗ ҫӗнӗ постсенче талӑкӗпех дежурствӑра тӑрӗҫ.
Стационар пунктсенче ҫулпа пыракан транспорт правилӑсене пӑснине палӑртмашкӑн мӗнпур япала пур. Постра, шалта, инспекторсем пӳрне йӗрӗсене илме пултарӗҫ. Ку, тӗслӗхрен, шыраври парӑмҫӑсене тытса чарма май парать.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ.
Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫапӑҫакан-хирӗҫекен, усал ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем йышланнӑ. Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин депутатсене хӑйсен ӗҫе-хӗлӗпе паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Статистикӑна ӗненсен, иртнӗ ҫул тунӑ преступленисенчен 16,5 процентӗнче хӗрарӑмсем пуҫтахланнӑ.
Ҫын вӗлернӗ тӗслӗхсенчен 77,9 процентӗнче, йывӑр преступлени тунисенчен 83,0 процентӗнче айӑплисем (кунта хӗрарӑм е арҫын пулнинчен килмест) ӳсӗрри палӑрнӑ. Наркотикпа минресен тӑвакан усал ӗҫсен хисепӗ икӗ хут йышланнӑ. Ар ҫыхӑнӑвне ирӗксӗрлесе кӗме хӑтланакан этемсен хисепӗ те ӳснӗ. Ҫапах та шута илнӗ преступленисен пӗтӗмӗшле шучӗ 7,5 процент чакнӑ.
Сергей Неяскин министр преступленисенчен 95 процентенче уҫса панине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ сессийӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ саккун проектне пӑхса тухса йышӑннипе пӗрлех республикӑн Шалти ӗҫсен министрӗн - Сергей Неяскинӑн - докладне те итленӗ. Хастартарах та чӗрӗрех депутатсем доклад итленипех ҫырлахман, министра ыйту ҫине ыйту панӑ.
Сергей Семенов парламентари, сӑмахран, пакунлисем хушшинче саккуна пӑсакансем пирки сӑмах хускатнӑ. Министр ун пек пӗр ҫынна тытса чарнине пӗлтернӗ. Пакунли вӑйӑ усламне хӳтӗлесе пурӑннӑ иккен. Министр тепӗр наркодилерсем эрнере 100-150 пин тенкӗ услам курнине те пытарман. Вӑл ашшӗ-амӑшне ачисемпе тимлӗрех пулма, наркотик сутакансене ҫирӗп явап тыттарнине аса илтерме чӗнсе каланӑ.
Александр Андреев депутат преступление хӳтӗленӗ фактсемпе кӑсӑкланнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарман тӗслӗхсем сахал.
Константин Степанов полицин участокри уполномоченнӑйне хурласа калаҫнӑ. Тата вӑл полицин штатра тӑман ӗҫченӗ пулса вырнаҫма депутата суйланассинчен те йывӑртараххине палӑртнӑ.
Тин ҫуралнӑ ачина вӗлернӗ ҫынна тупас тесе йӗрке хуралҫисем пысӑк ӗҫ тунӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашра целлофан хутаҫа чикнӗ ача виллине тупнӑччӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пепке вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Следовательсем ача амӑшне тупас тесе чылай ҫынран ыйтса пӗлнӗ, Канаш тата Канаш районӗнче пурӑнакан 100 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Вӗсене судпа генетика экспертизи витӗр кӑларнӑ.
ЧР ШӖМӗн ДНК-лабораторийӗнче тунӑ экспертиза ҫакнашкал тискер ӗҫе тунӑ хӗрарӑма тупма пулӑшнӑ. Ачан генотипӗ Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа пӗр килнӗ.
Ҫакскер хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Куншӑн ӑна 5 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма пултараҫҫӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм (тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсенчен пӗринче вӑл 47-ре пулнине пӗлтернӗ, анчах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫулне ҫырман) диплом укҫалла ҫыртарма хӑтланса «кӗмӗлсӗр» юлнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ҫырса пулӑшакана студентка тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Унта, чӑн та, тем сутса илекен те, тем сӗнекен те пур. Хӗрарӑм куҫ хывнӑ пӗлтерӳ авторӗ хӑйӗн ӗҫне 9 пинпе хакланӑ. Анчах малтан ҫур хакне тӳлемелле. Ҫапларах ыйтнӑ пӗлтерӳ авторӗ.
Диплом кирлӗ студентка турткалашса тӑман — укҫана кӑларса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫарса панӑ. Диплом ҫырма хатӗр ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ҫухалнӑ.
Улталаннине ӑнланса илнӗ студентка пакунлисем патне пулӑшу ыйтма вӗҫтернӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй йышӑнакан пуканпа сывпуллашма пултарать. Ку хыпара «Чебоксары 24» портал Константин Ишутов блогер пӗлтерни тӑрӑх ӗнер каҫхине ҫырнӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службипе ҫыхӑнса ку хыпара уҫӑмлатма май килменнине те асӑннӑ унта.
«Минус генерал. Министр МВД по Чувашии Сергей Неяскин освобождается от занимаемой должности» (чӑв. Генерал чакать. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ӗҫрен каять), — ҫырнӑ иккен Ишутов соцсетьсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче. Унта вӑл хыпарланине ӗненсен Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерствине ертсе пынӑ генерала урӑх регионта ӗҫлеме сӗннӗ пулать.
Аса илтерер, полицин генерал-майорне, Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Неяскина пирӗн республикӑри ШӖМе ертсе пыма 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ.
Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |