Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнчен иртекен федераци трасси ҫинче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ, ултӑ ҫынна пульницӑсене ӑсатнӑ. Сӑмах май, вӗсенчен пӗрин сывлӑхӗ уйрӑмах начар — вӑл реанимацире выртать.
Инкек кӑнтӑрла иртни пӗр сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ йывӑр тиевлӗ «MAN» машинӑра. Унӑн урапи шӑтса кайма пултарнӑ, ҫавна май вӑл «Peugeot» пӗчӗк автобуспа ҫапӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи йывӑр инкеке лекнисене тухтӑрсем епле пулӑшнине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Михаил Игнатьев Элтепере каласа кӑтартнинчен вырӑна васкавлӑ пулӑшу машинисем тӑваттӑн тан пырса ҫитни паллӑ. Аманнисен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн шурӑ халатлисем тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫӗсен министерствин анлӑ коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри вӑй-хал ведомствисен ертӳҫисем ҫеҫ мар, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе тухса калаҫнӑ. Унӑн сӑмахӗнчен тытӑмра ӗҫ-пуҫ лайӑхланнӑ пек курӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Василий Пословский прокурор коррупципе ҫыхӑннӑ ӗҫсене палӑртасси сахалланнӑ тесе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов ырӑ сунӑмпа ҫитнӗ. Вӑл Сергей Неяскина республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвне тыттарнӑ тата алла ҫыхмалли сехет парнеленине Александр Белов журналист пӗлтерет. Мана наградӑлама иртерех мар-ши тесе аптӑранӑ министра спикер мана хушнӑ тесе хуравланӑ.
Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗш каҫхине, Канаш хулинчи Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫланӑ. Шикленсе ӳкнӗ ҫынсене унтан хӑвӑртрах эвакуацилеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан 21 ҫын урӑх вырӑнта вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ: 14-ӑн тӑванӗсем патне кайнӑ, 7 ҫынна «Заря» хӑна ҫуртне куҫарнӑ.
Ишӗлекен ҫурта пӑхма шӑматкун ирпе республикӑри тӳре-шара — строительство министрӗ Владимир Михайлов,
Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков — тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахмассине шантарнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унти тӑрӑма сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Канашри ишӗлекен ҫурта паян экспертсем тишкерӗҫ, унпа мӗн тумаллине татса парӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийӗнчи Кӗрешӳ спорчӗн федерацийӗн президентӗнчен Михаил Мамиашвилирен Тав ҫырӑвӗ килнӗ. Мамиашвили пирӗн тӑрӑхра кӗрешӳ спортне аталантарма тата пысӑк шайри кӗрешӳҫӗсем хатӗрлеме витӗм кӳнӗшӗн Михаил Игнатьева ырласа ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Германири Дортмунд хулинче хӗрсем хушшинче ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе Европа шайӗнче юниорсен ӑмӑртӑвӗсем иртнине аса илтернӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем пӗтӗмпе пухмача 18 медаль пуҫтарнӑ. Ылтӑн медале тивӗҫекенсенчен пӗри Чӑваш Ен спортсменки — Мария Кузнецова. Хӗрсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче унӑн ҫитӗнӗвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри общество телекуравӗн (ОТР) журналистне интервью панӑ. Малтанах Михаил Васильевич «Шупашкар: 500 ҫул» парк пирки каласа кӑтартнӑ. Элтепер ӑна студентсем валли хута янине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев студент вӑхӑтӗнче шӑпах ҫав паркра хӗре юратса пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл пулас арӑмӗпе паллашнӑ чухнехи саманта аса илнӗ.
Интервьюра тата мӗн пирки калаҫнӑ-ха? Элтепер ялсенче никама кирлӗ мар вырӑнсем сахалланнишӗн савӑннине палӑртнӑ. Кашни ялта тенӗ пекех вӑрҫа хутшӑннӑ ҫынсене халалласа палӑк лартаҫҫӗ.
Юлашкинчен Элтеперпе журналист кӳлмеке кайнӑ, хӑнана ҫав илемлӗ вырӑнпа паллаштарнӑ. Михаил Васильевич ҫакӑнтан ӗҫе велосипедпа каять-мӗн, каялла та ҫаплах килет. Пирӗн Элтепер ӑҫта канма юратнине пӗлес килет-и? Алтайра. Хӗлле вара – республикӑра. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑна туристсем ытларах килме тытӑннӑ. Вӗсене Атӑл, кунти экологи килӗшет-мӗн.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин черетлӗ хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Игорь Михайлов ҫӗнӗ должноҫ йышӑннӑ. Малашне вӑл ЧР юстици министрӗн ҫумӗ пулӗ.
Чӑннипе, Игорь Михайлов пирки информаци сахал. Вӑл 1982 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ку таранччен ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ, право тата кадр политикин пайне ертсе пынӑ. Ун умӗн вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче вӑй хунӑ, Иван Моторинӑн секретариат ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.
Сӑмах май, министр ҫумӗнче унччен Ирина Семенова ӗҫленӗ. Вӑл ку пукана 6 ҫул йышӑннӑ, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен ведомствӑран кайнӑ.
ЧР Экономика министрне Владимир Аврелькина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Сӑмах май, ку наградӑна ӑслӑлӑхра, экономикӑра, социаллӑ культурӑра, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсенче палӑрнӑ ҫынсене параҫҫӗ. Ку таранччен Владимир Аврелькинӑн ЧР Промэнерги министерствин, РФ Промторг министерствин хисеп хучӗсем пулнӑ.
Владимир Аврелькин министерствӑна 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен ертсе пырать. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнчен вӑл вице-премьер та.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫыру ҫырнӑ. Унта чӑваш чӗлхин латиница графикине ҫирӗплетме ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» Фейсбукра ку ҫыру пирки ӑнлантарса ҫырнинче хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи кириллица ҫинче тӑнине палӑртнӑ. Кириллицӑпа латиницӑн лайӑх тата начар енӗсем пирки тӗрлӗ ушкӑнра унччен те калаҫман мар. «Ирӗклӗх» хӑйӗн уҫӑ ҫырӑвӗнче чӑваш чӗлхине латиница ҫине куҫарнӑ хыҫҫӑнхи ырӑ енӗсене уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра тӗнче тетелӗ акӑлчан чӗлхипе никӗсленнине кура ӑна латин саспаллипе йӗркеленине асӑннӑ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Михаил Игнатьев Элтепер ячӗпе шӑрҫаланӑ уҫӑ ҫырура чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ун валли латиница ҫинче никӗсленнӗ саспаллисене те ҫирӗплетсен аван пулнине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне епле йӗркеленине тишкернӗ. Ҫуллахи сменӑра канма 465 организаци хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Ҫу каҫипе 39 пин ача вӗсенче канӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев канӑва йӗркелекенсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнине ӗнентернӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев та лару-тӑрӑва ырланӑ. Ку пӗтӗмлетӗве эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ кӗске хыпар тӑрӑх тӑватпӑр.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Улатӑрти «Янтарный» уйлӑхран Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ 15-ри пике тухса тарнине пӗлтернӗччӗ. Каярах ача чиперех тупӑннине, уйлӑхран ирӗклӗн тухса кайма пултарнӑ фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттерсе яваплисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекенсемпе воспитательсене укҫан хавхалантарнӑ. Михаил Васильевич ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал республика шайӗнче иртнӗ конкурссенче ҫӗнтернӗ пилӗк педагогпа вӗрентекен хушма укҫа илӗҫ. Вӗсем 400 пин тенке пайлӗҫ.
Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи социаллӑ педагог Татьяна Яжейкина, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Елена Порфирьева 50-шар пин тенкӗ илӗҫ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчин воспитателӗ Наталия Машанова – 100, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен», 150 пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |