Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫынсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене ҫирӗплетнӗ. Кунта сӑмах кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти пирки пырать. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, пурӑнма сахалтан та кирлӗ виҫе пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен 1,2 процент хутшӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 102 тенкӗ ӳснӗ. Ҫапла пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 8448 тенке ҫитнӗ.
Социаллӑ демографи ушкӑнӗсемпе илсен, вӑй питтисене пурӑнма 8931 тенкӗ кирлӗ (ӳсӗм — 1,06%, е 94 тенкӗ), пенсионерсене – 6917 тенкӗ (ӳсӗм 0,99%, е 68 тенкӗ), ачасене – 8591 тенкӗ (ӳсӗм 2,03%, е 171 тенкӗ).
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал шкул умӗнхи ачасен парадне чылаййӑн хутшӑннӑ. Ку – рекорд. Унта 111 ача пахчинчи 2 пине яхӑн шӑпӑрлан пуҫтарӑннӑ.
Ачасем вӑй-хал культурин инструкторӗпе пӗр уйӑх репетици ирттернӗ, ҫурӑма тӳрӗ тытма, стройпа утма вӗреннӗ. Хӗрлӗ тӳремри парада килмешкӗн конкурс витӗр тухма тивнӗ. Унта чи ӗҫченнисем, маттуррисем лекнӗ.
Ачасем парада питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унта кашнинех хутшӑнас килнӗ. Ҫанталӑк питех хитре пулман, анчах ачасен кӑмӑлне ку пӑсман. Вӗсем ҫирӗппӗн пусса тӳрӗ утма тӑрӑшнӑ.
Шӑпӑрлансем МЧС, гусар, моряк тумӗсене тӑхӑннӑ. Чылайӑшӗ парада пӗрремӗш хут тухнӑ. Пӗчӗк салтаксене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Парадра стройпа ача пахчинчи шӑпӑрлансем кӑна мар, шкул ачисем те утнӑ.
Ҫак кунсенче ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Паллах, иртнӗ ҫул ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуринчен те ытларах ӗҫлесе илнӗ: 3,74 миллион тенкӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пур: 424 пин тенкӗ. Ҫапла пӗтӗмӗшле хисеп 4,16 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ ытларах: 4,35 миллион тенкӗ. 900 пин тенки – пурлӑх сутнӑ тупӑш.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Финанс министрӗн Светлана Енилинӑн тупӑшӗ – 2,85 миллион тенкӗ. Вӑл пӗлтӗрхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ.
Экономика министрӗ Владимир Аврелькин 2,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ӗҫлев министрӗ Сергей Дмитриев, спорт министрӗ Сергей Шелтуков, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтӗр 2 миллион тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илнӗ.
Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене те вӑраха ямасӑр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ чух та хускатнӑ.
Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев паянхи куна Чӑваш Енре 18,5 пин ытла вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑннине пӗлтернӗ. 2010-мӗш ҫултанпа 5878 вӑрҫӑ ветеранне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал 98 ветеран ҫурт-йӗр черетне тӑнӑ, вӗсенчен 4-шӗ — вӑрҫӑра сусӑрланнӑ ҫынсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ветерансен хваттер ыйтӑвне вӑраха тӑсмасӑр татса памаллине асӑрхаттарнӑ.
Ларура ветерансен сывлӑхне тӗрӗслес, вӗсене эмелпе тивӗҫтерес ыйтусене те тишкернӗ.
Аса илтерер, Раҫҫейре 2017 ҫул вӗҫлениччен мӗнпур ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
«Домашняя газета» (чӑв. Килти хаҫат) хаҫатӑн паянхи кӑларӑмӗнче Михаил Игнатьев патне янӑ уҫӑ ҫырӑва пичетленӗ. Пичет кӑларӑмӗн тӗп редакторӗ Станислав Упасси республика Элтеперне тӗп хулара чӑваш апат-ҫимӗҫӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.
Ку уҫӑ ҫырӑва ҫырма ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫей МИДӗнче (ЮҪӖМ) Чӑваш Республикин хӑтлавӗ иртни хистенӗ. Фойере вырнаҫтарнӑ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ, ахальтен мар ҫак мероприятие ҫутатса нумай хаҫат хӑйсен хыпарӗнче чи малтан ӑна асӑннӑ.
Станислав Упасси хӑйӗн ҫырӑвӗнче Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствине халӑх культурин пӗр пайӗ шутланакан апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарни лайӑх пулнине, ҫавах та Шупашкарти апатлану ҫурчӗсенче вӗсене тупма питӗ йывӑрри пирки ҫырнӑ. Эрменсен, венгерсен, тутарсен апачӗпе сӑйланма пулать (ҫав шутра — египетсенне те!), чӑвашсен апачӗпе вара пӗр «Ехрем хуҫара» кӑна хӑналани пирки пӗлтернӗ.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче ЧР Элтеперӗн администрацийӗ ҫӗнӗ машинӑсем туянма аукцион ирттерессине, парк валли икӗ автомашина туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, «Правда ПФО» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, республика пуҫлӑхӗн Администрацийӗн гаражӗ ҫывӑх вӑхӑтра люкс шутланакан ҫичӗ автомобиль туянма палӑртнӑ. Анчах Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти штабӗн хастарӗсем тӳре-шара валли апла машинӑсем илнине хирӗҫ иккен. 2,8 миллион тенкӗ парса икӗ автомобиль туянас шухӑш килӗшменнине палӑртакан тата йӳнӗрех машина туянма сӗнекен хыпара Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн сайтӗнче пичетленӗ.
Аса илтерер, машина туянмалли аукцион ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртмелле.
Чӑваш Енри 19 районта ҫуртрисене акма пуҫланӑ. Ҫакна паян иртнӗ республика Правительствин ларӑвӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ. Хальлӗхе муркашсемпе сӗнтӗрвӑррисем тухман-ха.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫуртрисене 320 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Паянхи кун тӗлне 14 пине яхӑн гектар акма ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал пирӗн республикӑри ял хуҫалӑх отрасльне патшалӑх 2 млрд 331 млн тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ. Ку укҫа виҫи пӗлтӗрхинчен 10 процент пысӑкрах. «Пулӑшӑва аграрисем патне вӑхӑтра ҫитермелле. Пирӗн тӗллев — ҫурхи ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлесси, кӗркунне тухӑҫа туллин пухса кӗртесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Хӑш-пӗр районта техника культурине те акма пуҫланӑ.
Шупашкарта санитарипе экологи уйлӑхӗ пырать. Паян хулари мӗнпур районта шӑматкунлӑха тухнӑ.
Паян «Шупашкар ращине», «Юманлӑх ращине», Обиково вӑрманне, «Гузовски ращи», «Берендей вӑрманӗ», парксене «Хевешски» ҫӑлкуҫа, Чапаев скверне тата ытти парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.
«Раща Шупашкар» парка тасатма ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та тухнӑ. Пӗтӗмпе шӑматкунлӑха 230 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче 4 сехетре 500 ытла михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Юлашкинчен Михаил Игнатьевпа Алексей Ладыков пурне те тав тунӑ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта тӑлӑх ачасене хваттерпе тивӗҫтерес ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов паянхи куна республикӑра ашшӗ-амӑшӗнчен тӑлӑха юлнӑ 1953 ача хваттер черетӗнче тӑнине пӗлтернӗ, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 121,4 млн тенкӗ тӑкаклама пӑхса хӑварнине каланӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – финанс министрӗ Светлана Енилина тӑлӑх ачасенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсемсӗр юлнине, 75 проценчӗ социаллӑ тӑлӑх шутланнине асӑнса хӑварнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ~«~нумай ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пепкисене усрасшӑн мар пӑрахса кайни сисӗнет». «Ачасен пуласлӑхӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӗсен хӑйсен пепкисемшӗн ытларах пӑшӑрханмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Тӗлли-паллисӗр ҫухалса ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗсем тата ҫитменнине эрех-сӑра ӗҫсе алхасакансем шӑпах та ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнме чӑрмав кӳреҫҫӗ тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ~~», — тесе ҫырнӑ официаллӑ порталта.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |