Паян, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне республикӑри тӳре-шара пӑр ҫинче ирттернӗ. «Шупашкар-Арена» пӑр керменне пуҫтарӑнса республика Правительствин пайташӗсемпе Шупашкар хула администрацийӗн ушкӑнӗсем хоккейла вылянӑ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ. Ӑмӑрту юлташла иртнӗ пулин те ҫӗнтерме кашни вӑйӑҫ чунтан ӑнтӑлнӑ-талпӑннӑ.
Коньки ҫине тӑнӑ пуҫлӑхсене пирӗн республикӑна килнӗ РФ спорт министрӗн ҫумӗ Марина Томилова саламланӑ. Хӑй ячӗпе кӑна та мар. РФ спорт министрӗн ячӗпе. Чӑваш Енре спорта вӑйлӑ аталантарнине палӑртнӑ май вӑл кунтах Раҫҫейри ӑмӑртусене ахаль мар йӗркеленине пӗлтернӗ. Кӗркунне, сӑмах май, пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннисен ҫӗршыври спартакиади иртмелле.
Лайӑх ӗҫлерӗн — укҫаллӑ пулӑн. Республикӑра малашне чи тӑрӑшуллӑ муниципалитетсене укҫан хавхалантарма тытӑнӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва та хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Хаклава районсем тата хуласем тӑрӑх уйӑрӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑнра малти виҫӗ вырӑна палӑртӗҫ, иккӗмӗшӗнче — икӗ вырӑн. Республика Элтеперӗн гранчӗ валли кӑҫалхи хыснара 50 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ муниципалитетсен тупрана общество инфраструктурине аталантарма ямалла.
Владимир Аврелькин министр каланӑ тӑрӑх, конкурс ҫу уйӑхӗнче иртӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче палӑртӗҫ, укҫине те ҫавӑн чухне уйӑрӗҫ.
Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче ирттересси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ку ыйтӑва канашлура сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пӑрачкав районӗнчи 2016 ҫулти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Элтепер канашлура лайӑх хыпар пӗлтернӗ. Пӑрачкав районне Республика кунӗ умӗн 100 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа республика бюджетӗнчен пулӗ.
Ку укҫапа района хӑтлӑлатӗҫ, ҫӗнӗ объектсене хута ярӗҫ, уяв мероприятийӗсене ирттерме хатӗрленӗҫ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Министра ӗҫрен мӗншӗн кӑларни пирки каламан. Анчах ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче тепӗр хушу алӑ пусни пирки пӗлтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслаҫҫӗ. Ҫакна вӑл Чӑваш Еншӗн чунне парса тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Каласа хӑварар: Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, унччен усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Иванов 1974 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра истори факультетӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл «Антей-сервис» тата «Кодак-экспресс» фотоцентрсенче ӗҫленӗ.
2012–2013 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн канашҫи пулнӑ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗленӗ. Владимир Иванов арӑмӗпе пӗрле икӗ ачана воспитани парать.
«Ренова» компанисен ушкӑнӗ Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Килӗшӗве ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата компани ушкӑнӗн ертӳҫи Виктор Вексельберг ҫитес эренере Сочире иртекен экономика канашлӑвӗнче алӑ пусӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сочири канашлу нарӑс уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче иртӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг инвестици проектне хута ярасси пирки килӗшӗве алӑ пусӗҫ.
Аса илтерер: итальянсем те пирӗн республикӑра теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар районӗнче муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрпе тата пурлӑхпа усӑ куракансенчен укҫа шыраса илеймеҫҫӗ. Кунта сӑмах аренда тӳлевӗ пирки пырать.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне унта аренда укҫин парӑмӗ 12 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Тӗп парӑмҫӑсем хушшинче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби «СтройИнвест», «СМК «АРТЕК», «ИК «Актив», «ГРИФФ», «Парк», «СУОР», «Теплоэнергосеть», «Янтарь» обществӑсене, «Туруновский» кооператива, «Восток» гараж кооперативне, Н.Е. Львов ятлӑ уйрӑм ҫынна, В.П. Крюковский усламҫӑна, «Надежда» агрофирмӑна асӑннӑ.
«Республика шайӗнче йӗрке туса ҫитертӗмӗр. Эсир вара такамсене ирӗклӗ пурӑнма ирӗк паратӑр. Шыраса илейместӗр пулсан килӗшӗве мӗншӗн татмастӑр?», — ӳпкеленӗ район ертӳҫисене Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ эрнере унта пулнӑ чух.
Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева федераци каналӗсенчен пӗринпе, «Про бизнес» ятлипе, кӑтартӗҫ. Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич иртнӗ уйӑхра Мускавра пулнӑ чух «Про бизнес» телеканалпа пыракан «Наше дело!» кӑларӑмра ӳкерӗннӗччӗ тата Раҫҫейӗн общество телекуравӗпе кӑтартакан «Отражение» кӑларӑмра хутшӑннӑччӗ.
Ҫитес кунсенче эфира тухакан кӑларӑмра ял хуҫалӑх аталанӑвӗ, Чӑваш Енре тупӑшлӑ проектсем, инвестици климачӗ тата ытти пирки калаҫнӑ. «Технониколь» корпораци президенчӗ Сергей Колесников тата Марина Блудян ертсе пыракан кӑларӑм эфира 01:00, 05:00, 09:00, 13:00, 17:00 тата 21:00 сехетсенче тухӗ. Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ӑна 00:00, 08:00, 16:00 сехетсенче тепӗр хутчен кӑтартӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарассине пӑхса тухнӑ. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш Республикинче 13,5 пин ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелесе ҫитермелле.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑха туйса ӗҫлемен строительство организацийӗсене пула хӑш-пӗр кӑлтӑк пур. Графикран юлса ӗҫлекен районсем хушшинче Йӗпреҫе, Сӗнтӗрвӑррине асӑннӑ. «Санар-Строй» компани нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта вӑхӑтра туса пӗтермен. Ҫӗмӗрле районӗнче те чӑрмав пур. Шупашкар хулинче те подрядчик хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫламанни курӑнать.
«Ҫынсен хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнмалла. Вӗсем вара паянхи кун та куҫаймаҫҫӗ. Енчен те ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, мӗн ма конкурссене хутшӑнса объектсене илетӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑхӑн программисемпе кӑлтӑксем туса пыратӑр?», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӳлерех асӑннӑ организацисен ертӳҫисене.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри ялсенче ҫӗнӗ йышши фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫине тӑрса уҫма пуҫларӗҫ. Модульлӗ шутланакан ҫавӑн йышши пункта, ас тӑвасса, Шупашкар районӗнче муниципалитета Анатолий Князев ертсе пынӑ чухне пуҫласа туса лартнӑччӗ. Хӑвӑрт ҫӗкленекен меслетпе тӑвакан ФАПсене юлашки ҫулсенче республикипех хута яраҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа ӗҫлет. Анчах, шел те, тепӗр чухне кадр ыйтӑвӗ сиксе тухать.
Шупашкар ҫумӗнчи Ҫӳлтикассинче те ҫӗнӗ ФАП пур иккен. Анчах унта штатпа пӑхнӑ ӗҫчен ҫук. Капла йывӑрлӑх пурӗ тӑватӑ ФАПра. Ку хыпара муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли канашлура унти пачӑшкӑ пӗлтернӗ. Кӑлтӑкшӑн Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар район пульницин тӗп врачӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрована хытах хурланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |