Мас-рестлинг — Якути халӑхӗсен наци спорчӗн тӗсӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри реестра 2003 ҫулта кӗртнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Виталий Мутко вӑл Пӗтӗм Раҫҫей статусӗллӗ пулнине ҫирӗплетекен хушӑва алӑ пуснӑ.
Мас-рестлинга Раҫҫей субъекчӗсенче аталантарас тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Адлерта спорт менеджерӗсем, тренерсем, судьясем валли семинарсем иртнӗ.
Чӑваш Енрен унта «Энергия» спорт шкулӗнче армспорт уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Олеся Игнатьева пулнӑ. Турнирта вӑл пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Нерюнгри Татьяна Григорь чемпионка пулса тӑнӑ.
Олеся Игнатьева Чаваш Енре мас-рестлинг енӗпе пӗрремӗш специалист пулса тӑнӑ. Тупӑшу хыҫҫӑн вӗренӳ занятийӗсене пӗтӗмлетнӗ. Семинара хутшӑннисене сертификатсем панӑ.
Чӑваш Енре ҫитес вӑхӑтра масс-рестлинг енӗпе ӑмӑрту йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Малтан вӑл Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче иртӗ.
Сӑмах май, мас-рестлинг — патака туртни. Икӗ ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫ лараҫҫӗ те урипе хӑма ҫине тайӑнаҫҫӗ. Патака икӗ алӑпа тытаҫҫӗ. Ӑна хӑшӗ хӑйӗн патне туртса илет — ҫавӑ ҫӗнтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |