Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ.
Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
«Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастроле тухса кайма хатӗрленет. Унта вӑл 54 ҫынран тӑракан пысӑк йышпа кайӗ: хор, балет труппи, оркестр.
Артистсем Тутарстанри, Удмурт Республикинче тата Киров облаҫӗнчи сценӑсем ҫине тухӗҫ.
Пӗрремӗш концерт Ижевск хулинче пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртӗ, 30-мӗшӗнче — Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче артистсем Кировра пулӗҫ, ҫав уйӑхӑн 4-мӗшӗнче — Чистополь хулинче.
Ансамбль солистки Ольга Дубинина «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, гастроль артистшӑн сывлӑш пекех кирлӗ. Урӑх ҫӗре ҫитсе концерт кӑтартни питех те паха. Унта — ҫӗнӗ публика, ҫӗнӗ залсем, хавхаланма ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм.
Шупашкар районӗнчи Мӑналти культура ҫуртӗнче паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырӑнти ял халӑхӗ концерта пуҫтарӑннӑ.
Культура учрежденийӗн сцени ҫине Шупашкар муниципалитет округӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те, чӑваш эстрадин артисчӗсем те тухӗҫ.
18 сехет те 30 минутра пуҫланакан концерта Хачӑкри «Ямпах» вокал ансамблӗ тата Етӗрнекассинчи ял клубӗнчи «Шурӑмпуҫ» ансамбль те хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ.
Иркутск облаҫӗнчи Успенский-3 поселокри культура ҫуртӗнче «Телей» тата «Юрай» чӑваш ансамблӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Нумая пулмасть культура ҫурчӗпе учреждени пуҫлӑхӗ Татьяна Прокопчук «Ял тӑрӑхӗнчи культура чи лайӑх учрежденийӗпе ӗҫченӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Апла пулсан, ҫавӑнта чӑваш ансамблӗсем аван ӗҫленин тӳпи те пур тесе шухӑшлама юрать.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурсра ҫӗнтернӗ май культура учреждени хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме, музыка инструменчӗсем туянма, сцена ҫи-пуҫӗ илме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӑхташӑмӑрсем».
Пушкӑртстанра пурӑнакансем чӑваш спектакльне кураҫҫӗ. Унти Суук-Чишма ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Ӗмӗт» чӑваш театрӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл
Владислав Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тӑрӑх спектакль лартса унпа коллектив халӑх театрӗ ята хӳтӗленӗ.
Пьеса авторӗ, Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Владислав Кириллов халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр режиссёрӗ — О. Андреева. Спектакльте салтака ӑсатнине «Шевле» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — С. Матвеева) кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать.
Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ.
Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш композиторӗн, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Юрий Кудаковӑн юбилей концерчӗ иртнӗ. Хитререн те хитре чӑваш юррисене юратакансем, композиторӑн пултарулӑхне хаклакансем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Тӑван халӑха юратса юрӑсем эпӗ хыврӑм» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Ансамбль хорӗ концерта темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Репетицисене Юрий Дмитриевич хӑй те пырса ҫӳренӗ.
Юрий Кудаков 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Герои спорта» (чӑв. Спорт паттӑрӗсем) хореографи спектаклӗ хатӗрленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫӗн сюжетне спортӑн тӗрлӗ енӗсене халалланӑ: ишесси, конькипе ярӑнни, бокс, ҫӑмӑл атлетика...
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем спортсменсен ӑсталӑхне кӑтартни килӗшӳллӗ пулса тухнӑ.
Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи — тӗп дирижёрӗ Кирилл Кассович хореографи спектакль ӳсекен ӑрушӑн та усӑллӑ пуласса шанать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхне Тутарстанри куракансем пӑхса савӑнайӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче артистсен ушкӑнӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче пулӗ. Унта вӗсем «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мухтанатпӑр) программӑпа кайма палӑртнӑ. Программа премьерине Чӑваш Енри куракансене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ.
Чӑваш артисчӗсем сцена ҫине паллӑ композиторсен хайлавӗсемпе, илемлетнӗ халӑх юррисемпе тухӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |