Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн экс-ертӳҫине коррупципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахшӑн явап тыттарасшӑн.
Пултарулӑх коллективне 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен ертсе пынӑ арҫын артистсенчен преми ыйтнӑ. Укҫа хуҫалӑхра усӑ курма кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла вӑл 105 пин ытларах тенкӗ ыйтса илнӗ.
Артистсене дисциплина енӗпе явап тыттарассипе, соло номерсем памассипе, тухса ҫӳресе концерт кӑтартнӑ чухне илсе каймассипе хӑратса та сӗтев ыйтнӑ. 32,5 пинрен пуҫласа 44,5 пин тенкӗ таран. Кун пек вӑл 155 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
2019 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче пӗлӗшӗпе суя килӗшӳ тунӑ, унта лешӗ 15 тухья хатӗрлесе пама пулнӑ. Ӗҫшӗн 149 пин тенкӗ тӳленӗҫи тунӑ. Анчах тухьяна урӑх ҫын йӳнӗрехпе хатӗрлесе панӑ.
Ансамблӗн экс-ертӳҫине суд 6 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах эпир асӑнса хӑварнӑ ҫулсенче ансамбле Алмаз Якупов ертсе пынӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекен артистсене нумаях пулмасть (чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ансамблӗн черетлӗ сезонӗ уҫӑлнӑ) республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова чысланӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята аслӑ категориллӗ балет ӑсти Наталия Веренцова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин наградисемпе хор артисчӗсене Андрей Герасимова, Андрей Игнатьева, Фёдор Казанова тата оркестр артистне Оксана Петровӑна чысланӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн 99-мӗш пултарулӑх сезонне уҫӗҫ.
Концерт программинче Герман Лебедевӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Юрий Жуковӑн, Юрий Кудаковӑн тата музыка искусствин ытти талантлӑ ӑстисен произведенийӗсем пулӗҫ. Куракансене ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи композицийӗсем те савӑнтарӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ черетлӗ сезона чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӗ.
«Чечеклен тата юрла, манӑн Чӑваш Ен» программӑна Герман Лебедевӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Юрий Жуковӑн, Юрий Кудаковӑн тата ытти пултаруллӑ ӑстан хайлавӗсене кӗртӗҫ. Куракансене ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи композицийӗсемпе те, ҫӗнӗ постановкӑсемпе те савӑнтарма палӑртаҫҫӗ.
Премьерӑна Кирилл Кассович илемлӗх ертӳҫи, ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов хатӗрлеҫҫӗ. Сцена ҫине ансамблӗн мӗнпур цехӗн ӑстисем (пурӗ 50 артист) тухӗ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ансамбль хор, оркестр тата балет ҫӗнӗ пултарулӑх сезонне епле хатӗрленнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене уҫӑ репетици вӑхӑтӗнче кӑтартса парасшӑн.
Питӗрти чӑвашсен ансамбльне хуткупӑсҫӑ кирлӗ. Ку хыпара Питӗрте пурӑнакан чӑваш хастарӗ Татьяна Шмелёва тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче хыпарланӑ. Пӗлтерӗве вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Питӗрти чӑвашсен «Телей» ансамбльне хуткупӑсҫӑ (музыкант) кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, юрлама тата ташлама юратакан ҫын. Вӑл чӑваш культурипе кӑсӑкланни те кирлӗ.
Репетицие Новочеркасск метровӗнчен инҫех мар вырӑнта кашни шӑматкунсерен 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен тата тунтикунсерен 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехетчен пухӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-911-72-82-027.
Паян Мускаври «Коломенское» музей-заповедник территорийӗнче славян искусствин регионсем хушшинчи «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) XI пултарулӑх фестивалӗ иртет. Пултарулӑх мероприятине Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне тата Мускав хулине йӗркеленӗренпе 875 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестивале Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра – халӑх ташшин «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) ача-пӑча халӑх ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) тата «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кондратьева).
Республикӑри пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен хӑш-пӗр проектне 2023 ҫулта Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн гранчӗпе пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «История Нарспи» балет лартма, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» концерт программи валли 5-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне Леонид Андреев пьеси тӑрӑх «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль лартма, Вырӑс драма театрне Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке» хайлавӗ тӑрӑх спектакль лартма 3-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
СССР лётчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне «Планеты Солнечной системы» паллаштарупа ландшафт композицине йӗркелеме, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне «Чӑваш юмахӗсем» спектакле вырӑсла тата чӑвашла лартма 1-шер миллион тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ачасем валли концерт хатӗрленӗ. Пултарулӑхпа паян, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, паллашма май килӗ.
«Мир прекрасен друзьями» (чӑв. Тӗнче туссемпе илемлӗ) концерт программине ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи сюитсенчен тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ташшисенчен, вӑйӑ сценисенчен йӗркеленӗ. Концерта «Культура для школьников» (чӑв. Шкул ачисем валли культура) проектпа килӗшӳллӗн кӑтартма палӑртнӑ.
Концерта Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче 10 тата 11 сехетсенче кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамблӗн ертӳҫипе Сергей Федотовпа тӗл пулнӑ. Унпа пултарулӑх коллективӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Сергей Федотов — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамбльне пуҫарса яраканӗ.
«Эревет» ансамбле 1981 ҫулта пуҫарса янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектив «Тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ» ята тивӗҫнӗ, вӑл — ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ.
«Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ Питӗрти фестивале хутшӑннӑ.
Асӑннӑ хулара юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех «Добровидение» халӑх юррисен фестивалне йӗркелеҫҫӗ.
«Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухнӑ чӑвашщ ансамбльне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Халӑх юррисене хальхи майлӑ илемлетсе юрлани те Питӗрти куракансене килӗшнӗ.
Чӑвашсен концерчӗ пӗр сехет ҫурӑ таран тӑсӑлнӑ. Халӑх вӗсен кашни номерне ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |