Чӑваш спортсменкисем армрестлинг енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвне каймашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Раменское хулинче юниорсен хушшинче Раҫҫей тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта спортсменсем Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсене каймалли путевкӑсемшӗн вӑй виҫнӗ.
Пирӗн спортсменсем мӗн пур виҫере палӑрнӑ. Эльмира Алеева тата Марина Ковалевская иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анна Гаврилова вара пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ҫапла пирӗн хӗрсем Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Вӗсем ҫу уйӑхӗнче Румынире иртекен Европа ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Юпа уйӑхӗнче вара Болгарие тӗнче ӑмӑртӑвне кайӗҫ.
Чӑваш спортсменӗсем ӑмӑртусенче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ Олеся Игнатьева Питӗртен «Балтика кубокне» илсе килнӗ. Вӑл армрестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса мала тухнӑ.
Олеся Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 60 килограмран ытларах таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл тӗнчен икӗ хут чемпионкипе Наталья Торсеевӑпа тупӑшнӑ.
Олеся ӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медаль илнӗ. Сӑмах май, чӑваш спортсменки 2013 ҫулта та кунашкал турнирта ҫӗнтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинче «Урожай» спорт обществин чемпионачӗ иртет. Унта Олеся Игнатьева та хутшӑнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Эҫпепе ялӗнче мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Анчах вӗсемшӗн ял кунне уявласси чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри шутланать. Ӑна вӗсем 12-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв «Вӑйӑ картинчен» пуҫланнӑ. Ун чухнех Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑк тӑрах сценка лартнӑ. Унтан уява Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Егоров сӑмах илсе тӑснӑ.
Район администрацийӗнчен те килнӗ. Вӑл общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ Владимир Иванова тата Эльвира Захаровӑна тав туса чысланӑ.
Малалла концерт иртнӗ. Эҫпепесене саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫитнӗ.
Ӑмӑртусем те иртнӗ. Армрестлинг, кире пуканӗ йӑтас, вӗрен туртас енӗсемпе вӑй виҫнӗ.
Сӑнсем (15)
Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗсем армрестлинг енӗпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ. Ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче кӑна мар, спортра та пысӑк ӳсӗмсем тӑвакан чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем унта активлӑ хутшӑнчӗҫ. А.Л. Филиппов, И.В. Софронова докторантсем, О.Г. Владимирова доцент, А.Н. Лукина инженер хутшӑнчӗҫ ӑмӑртӑва. 80 кг ытларах таякан арҫынсен хушшинче А.Л. Филиппов — 3-мӗш вырӑн, 65 кг ытларах таякан хӗрарӑмсен хушшинче О.Г. Владимирова — 1-мӗш вырӑн, И.В. Софронова — 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫапла вара историпе географин тата чӑваш филологийӗпе культурин пӗрлештернӗ команди пӗтӗмӗшле зачётра 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ. Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: асӑннӑ спортра пирӗн преподавательсем ҫеҫ мар, студентсем те пултаруллӑ. Ҫулсеренех армспорт вӑйвиҫевҫи пулса 4-мӗш курсра вӗренекен Макаров Валерий ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарать. Кӑҫал Республикӑри Аслӑ шкулсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура вӑл 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |