Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнче ӗҫлекен водительсем хӑйсен кӑмӑлсӑрланӑвне видео ҫине ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ. Яваплисенчен темиҫе хутчен те ыйтни усси пулман. Ушкӑнпа пухӑнса ҫӑхав ҫырнӑ хыҫҫӑн вӗсене премисӗр хӑварнӑ.
Ӗҫлекенсем ҫитменнипе васкавлӑ пулӑшу машинисем вырӑна каясси тӑсӑлса каять иккен, апла пулин те хут ҫинче 20 минут тесе кӑтартаҫҫӗ.
Видеона курнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ ку лару-тӑрӑва хай тӗрӗслеме шантарнӑ.
Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ.
Шупашкар хулинче пуҫтах та ӳсӗр пӗр водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех ҫынна ҫапса каяс патне ҫитнӗ.
Пӑтӑрмаха патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӳсӗр водитель хулари Иван Яковлев проспекчӗпе вӗҫтерсе пынӑ. Ҫав ҫын хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ «ВАЗ» хӗрлӗ тӗслӗ автомобиль рульне тытса пынӑ.
Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман.
Пуҫтаха инспекторсем тытса чарнӑ.
Чӑваш Енре хӗрарӑм водительсен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ. Темиҫе туртан тӑракан «АвтоЛеди-2023» конкурс пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.
Хӗрарӑмсен ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине туллин кӑтартма, унсӑр пуҫне вӗсен руле маттур тытса пынине ҫирӗплетсе пама лекӗ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ.
Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ.
Кострома тӑрӑхӗнче чӑваш водителӗ инкеке лекнӗ. Ту ҫинчен аннӑ чухне машина прицепӗ айккинелле пӑрӑнса кайнӑ та автомобиль ҫул айккинелле кайса ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ пысӑк машинӑна юр ӑшӗнчен йӑпӑр-япӑр ниепле те кӑлараймӑн. Ҫитменнине тата хӗллехи кун урамра часах шӑнса кӳтӗн.
Инкек вырӑнне вырӑнти йӗрке хуралҫисем ввскавлӑн пырса ҫитнӗ. Иван Лебедев тата Валентин Смирнов инспекторсем ытти транспорта иртсе ҫӳреме май туса панӑ, чӑваш водительне вӗри чейпе хӑналанӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 10 сехет те 15 минутра «Шупашкар–Сӑр» ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Kia Rio» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Ford Transit» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Красноармейскинчен Шупашкара 121-мӗш маршуртпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Салонта 10 пассажир пулнӑ.
Ҫӑмӑл машина рульне тытса пынӑ 1990 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм вилнӗ, инкеке лекнӗ тепӗр 9 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра — ҫӑмӑл машинӑри 3-7 ҫулсенчи виҫӗ ача.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра пассажирсене саккуна пӑсса турттаракансене тупса палӑртассипе ӗҫлесси малалла пырать.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче черетлӗ рейд ирттернӗ. Унта ведомствӑн специалисчӗсемпе пӗрлех патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тухнӑ.
Пассажирсене йӗркене пӑсса турттарнине Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче 2 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫула тухнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем водительсемпе «бла-бла-кар» урлӑ калаҫса татӑлнӑ-мӗн.
Ятарлӑ ирӗк илмесӗр ӗҫлекен водительсем тӗлӗшпе адмирнистративлӑ протоколсем ҫырнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ.
Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ.
Вӑрмар районӗнчи 7 ҫынна суд нумаях пулмасть водитель прависӗр хӑварнӑ. Ҫапла тума ыйтса суда вырӑнти прокуратура тавӑҫпа ҫитнӗ.
Надзор органӗ палӑртнӑ тӑрӑх, районти 7 ҫыннӑн тӗрлӗ сӑлтава пула (сывлӑхне кура, ҫав шутра эрех ӗҫме юратнӑран) руль умне ларма юрамасть. Вӗсем, пӗр енчен, хӑйсен умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ; тепӗр енчен, вӗсене пула тепӗр водительсемпе пассажирсем тата ҫуран ҫӳрекенсем шар курма пултараҫҫӗ.
Суд прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май 7 ҫыннӑн водитель удостоверенине туртса илмелле тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |