Чӑваш наци вулавӑшӗ вулакансемпе черетлӗ хутчен онлайн-мелпе курнӑҫӗ. Иртнинче вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавне ҫавӑн пек меслетпе ирттернӗччӗ. Паян 13 сехетре вулавӑш «Ютуб» каналта литература тӗпелӗ йӗркелӗ. Хальхин теми — «Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи». Мероприятие чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов тата унӑн пултарулӑхне тӗпчекен филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче 1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Сергей Павлова пултаруллӑ прозаик, журналист, тӗрлӗ преми лауреачӗ пек пӗлеҫҫӗ тесе палӑртать Чӑваш наци вулавӑшӗ. Калавӗсемпе повеҫӗсене Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче республикӑри «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул», «Ялав» журналсенче. 90-мӗш ҫулсенче унӑн кӗнекисем кун ҫути курма пуҫланӑ. Паян унӑн «Сиплӗ ҫумӑр», «Сӗлкӗш», «Тан таппи», «Авӑр», «Тӗтре», «Юрату тумхахӗсем», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Тӑм ӳкнӗ ир» ӗҫӗсене пӗлмен ҫын та сахал пулӗ.
«Икӗ чӑваш юратӑвӗнче пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа пуласлӑх. Тепӗр халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрлешсен чӑваш ҫухалса каять», — тесе шухӑшлать чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч. Тата вӑл халӑхӑмӑра «таса, ӑслӑ» тет.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Анатолий Кибеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ «Анатолий Кибеч. Душа и разум» кӗнекене тӳрӗ эфирта хӑтлама май туса пачӗ. Унта вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева, Ара Мишши ҫыравҫӑ, ҫавӑн пекех Анатолий Кибеч тата Лидия Филиппова хутшӑнчӗҫ.
Шурсухал-ҫыравҫӑпа тӗрлӗ темӑна хускатрӗҫ.
«Эп Кибече вуламан-ха, анчах вӑл мана темшӗн килӗшмест тенине илтетӗп. Килӗшме пултараймастӑп эп пурне те», — терӗ Анатолий Ильич. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурне те килӗшме официант мар, стюардесса та мар».
Ҫынна тавӑрмалла мар тесе шухӑшлать ҫыравҫӑ тата философ. «Тавӑру ҫулӗ ҫине тӑтӑн пулсан икӗ тупӑк хатӗрле. Хӑвна тата тӑшманна валли», — тет вӑл.
Ҫӗнӗ кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярпа кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ паян Максим Михайлов пултарулӑхӗпе паллаштаракан онлайн-лекци ирттернӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Ютубра итлеме пулать.
«Максим Дормидонтович Михайлов: настоящий русский бас» (чӑв. Максим Дормидонтович Михайлов: чӑн-чӑн вырӑс басӗ) лекцие Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсенчен пӗрне, ХХ ӗмӗрти вокал ӳнерӗн ӑстине, СССР халӑх артистне, Пысӑк театр солистне Максим Михайлова халалланӑ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Лекцие Михаил Кондратьев музыковед, фольклорист, искусствоведени докторӗ, профессор, Педагогика пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери наукӑсен академийӗн академикӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Композиторсен союзӗн пайташӗ вуланӑ. Михаил Григорьевич — 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Максим Михайлов: «Настоящий русский бас» монографи авторӗсенчен пӗри.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чувашская Республика: летопись столетия» (чӑв. Чӑваш Республики: ҫӗрҫуллӑх летопиҫӗ) виртуаллӑ сайт-проект ӗҫлеттерсе янӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сайтра Чӑваш Республики пуҫланса кайнипе, унӑн аталанӑвӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пурте пулнӑ: хавхалануллӑ самантсем те, экономикӑри йывӑрлӑха ҫӗнме тивнисем те. Республикӑра пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройкӑсем пуҫарнӑ. Хӑшӗсене халӑх хапӑлласа йышӑннӑ, хӑшӗсене – шикленсе те шанмасӑртарах. Сӑмахран, ГЭС хӑпартни хӑех мӗне тӑрать.
Культура, ӳнер, вӗренӳ учрежденийӗсем те 100 ҫулта самай уҫӑлнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗчӗк акӑшсен ташши» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Эткер» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ.
«Пӗчӗк акӑшсен ташшине» Василий Игнатьевӑн «Пӗчӗк акӑшсен ташши» калавӗ, Леонид Маяксен «Лива» тата Александр Волковӑн «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» повеҫӗсем кӗнӗ. Асӑннӑ хайлавсем — Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ вулама сӗннӗ 100 кӗнеке списокран.
Кӗнекене пухаканӗ тата редакторӗ – О.М. Иванова, художникӗ – А.И. Алексеев. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм 1000 экземпляр тиражпа пичетленнӗ.
Кӗнекене аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли тесе пичетленӗ. Анчах ӑна кӑларакансем вӑл аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулсса шанаҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ тата «Тặван Атặл» литературӑпа художество журналӗ пулӑшнипе хальхи вӑхӑтри поэтсен «Во мне течет героев кровь» кӗнеке пичетленӗ.
«Ку кӗнеке урлӑ эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне сума сунине тата тав тунине палӑртас терӗмӗр», – тенӗ «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Михайлова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ.
Кӗнекене 24 авторӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Авторсем хушшинче – Юрий Сементер, Виктор Овчаров, Николай Калентьев, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Николай Ларионов-Йӗлмел, Валерий Мелещенко, Лидия Кубашина, Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан тата ыттисем.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
#люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ.
Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хулари хӑш-пӗр вулавӑшсене хупасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хушӑва 2019 ҫул вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ ку йышӑнӑва пӑрахӑҫланӑ. Эппин, вулавӑшсене оптимизаци тумӗҫ.
Аса илтерер: унччен ҫак вулавӑшсене хупма палӑртнӑ – Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен ача-пӑча информаци центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ, Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча библиотеки, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.
Унччен вулавӑшсене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хупасси пирки каланӑ. Ҫак ӗҫе Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑшран пуҫӑнмалла пулнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерет. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Унта хутшӑнакансене чӑвашла сӑвӑсем вулама сӗннӗ. Акцие хутшӑнакансем кирек епле сӑвва та суйлама пултарӗҫ. Хӑйсем ҫырнине те вулама юрать. Сӑвӑсене Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн Электрон вулавӑшӗнчен те илме май туса панӑ.
Килӗшекен сӑвва вуласа видеоролик ӳкермелле. Унта хайлав авторне тата ятне кӑтартмалла. Сӑвва вулакансем хӑйсен ятне-шывне те палӑртма пултараҫҫӗ. Хатӗр видеоролика тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрне #люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештегпа вырнаҫтарма сӗннӗ. Видеороликсене kray@nbchr.ru электрон адреспа та ярса пама пулать.
Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет.
Унӑн тӗллевӗ наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене палӑртса анлӑ сарасси, вулакансен, вулавӑшсен хастарлӑхне ӳстересси. Референдум тапхӑрӗнче вулакансем «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» сайтра кӑмӑла кайнӑ кӗнекешӗн/хайлавшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи» электронлӑ коллекцине 100 чӑваш ҫыравҫин чи пӗлтерӗшлӗ хайлавӗсене вырнаҫтарнӑ, вӑл шутра Констнтин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Ҫемен Элкерӗн, Юрий Сементерӗн, Хӗветер Уярӑн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинан тата ытти паллӑ ҫыравҫӑсен кенекисем. Пухӑма 18 ӗмӗр варринчен пуҫласа 21 ӗмӗр таран тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ илемлӗ литература, популярлӑ ӑслӑлӑх литератури кӗнӗ.
«Ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» ята чи нумай сасӑ пухнӑ хайлав тивӗҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |