Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тутар поэзийӗн анталогине чӑвашла куҫарнӑ. «Тутар поэзийӗн кӑшӑлӗ» ят панӑ сӑвӑ пуххине ыран Наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ.
Анталогине тутарсен 123 поэчӗн хайлавӗ кӗнӗ иккен. Ҫав ятсен шутӗнче Габдулла Тукай, Дердменд, Муса Джалиль, Хасан Туфан ячӗсене асӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат кӗнекере вӑтам ӗмӗрте тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ Кул Гали пӑлхар поэчӗ та вырӑн тупнине асӑрханӑ.
Хӑтлава Тутарстанӑн Писательсен союзӗн председателӗ Рафис Курбанов, асӑннӑ республикӑри чӑваш поэчӗ Евгений Турхан, Ренат Харис тутар поэчӗ хутшӑнмалла.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗн пухӑвӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Ӑна Виталий Станьял ертсе пынӑ.
Пухура орфографи ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Доклад калаканни Денис Гордеев ҫыравҫӑ пулнӑ — вӑл ҫак йӗркене «ҫӳлтен» хушнипе (эпир пӗлнӗ тӑрӑх Патшалах Канашӗ хирӗҫ сасӑланӑ) кӗртнине, хӑй вӑхӑтӗнче халӑх ӑна хирӗҫ пулнине (ЧНК вӑл вӑхӑтра сивленӗ) палӑртнӑ. Улшӑнусем хыҫҫӑн хӑш-пӗр сӑмахсене вырӑсла куҫарнӑ чухне йывӑрлӑхсем тухни пирки, ӑнланӑвне пӑтраштарма пултарни пирки каланӑ Денис Викторович.
Ку ыйтупах Виталий Станьял та сӑмах каланӑ. Хӑй докладне вӑл «Тимӗрҫӗн пуртти мӑка» ят панӑ. Виталий Петрович та малтанхи орфографи йӗрки патне таврӑнма ыйтнӑ, вӑл йӗрке академилле сӑмахсарсенче те хӑйӗн тӗрӗслӗхне кӑтартни пирки каланӑ.
Ларӑва Николай Егоров профессор хутшӑннӑ. Сӑмахсене уйрӑм ҫырассине ырлакансенчен пӗри пулнӑран вӑл ҫак йӗркене хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ, анчах та ӑна итлекенсем пулман имӗш — ҫапларах пӗлтерет Тимӑр Акташ.
Республикӑн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Культура ҫулталӑкне халалласа ҫитес юнкун халӑхсем хушшинчи «Культура кӗперӗ» курава уҫма палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Турцири пӗрер художникӗн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Чӑвашсенчен курава Праски Виттин ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Енӗн Ӑслӑлӑхпа ӳнерӗн наци академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Енӗн Петр Егоров ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ. Унӑн хисеплӗ ячӗсене тата асӑнса кайма пулать-ха, анчах кирлех-ши? Праски Витти тени те ҫителӗклӗччӗ-тӗр — ара, ун пек те ҫынсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Хӑй вӑл Вӑрнар район чӑвашӗ.
Тутарстанӑн тата Турцин художникӗн ӗҫӗпе те курав туллин паллаштарӗ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш халӑх писателӗ, 1976-мӗш ҫултанпа Совет Союзӗнчи ҫыравҫӑсен ретӗнче тӑнӑ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш салинчи ял вулавӑшӗнче паллӑ писательсемпе поэтсен юбилейӗсене халалласа яланах вӗсен кӗнекисенчен тӑракан выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ, вулакансемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшра тӑрӑшакан Надежда Павлова ял халӑхне, шкул ачисене вулавӑша килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе, тӗрлӗ хаҫат- журналпа паллаштарсах тӑрать: историллӗ материалсем тӑрӑх интереслӗ хӑтлавсем хатӗрлет, вырӑнти уявсене ирттерме сценарисем хатӗрлесе парать.
Лаврентий Таллеров юбилейӗ тӗлне те вулавӑшра унӑн кӗнекисен куравне йӗркелерӗҫ, «С любовью к простому человеку» (чӑв. «Ахаль ҫынна кӑмӑлласа») литература уявӗ ирттерчӗҫ. Надежда Павлова пухӑннисене ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Юлашки ҫулсенче вырӑнти вулавӑш ҫыравҫӑн «Майра» тата «Шеремет» кӗнекисемпе пуянланнӑ, ку кӗнекесене халӑх уйрӑмах юратса вулать.
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пуҫласа «Дмитриев вулавӗсем» иртнӗ. Аса илтерме: паллӑ истори тӗпчевҫи пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вилчӗ.
Вулава йӗркелес шухӑша «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗн хастарӗсем, И. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗ тата И. Ульянов ячӗллӗ университет ученӑйӗсем, республикӑн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе драматурсем асӑннӑ иккен. Форума вара историксемпе таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе учительсем, студентсем, Василий Димитриев профессора аван пӗлнӗ ҫынсем пырса ҫитнӗ. Тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсенчен пӗрин ертӳҫин ҫумӗ Олег Князькин, акӑ, паллӑ профессор вырӑс патшалӑхӗн пӗрлӗхне упраса хӑварассине тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Василий Димитриев пирки унӑн ывӑлӗпе кинӗ аса илсе каласа кӑтартнӑ. Тухса калаҫнисен хушшинче ыттисем те пулнӑ. Борис Чиндыков драматург вара, сӑмахран, Василий Димитриев драматург поэзине епле витӗм кӳнине тишкернӗ. Германирен килнӗ Карина Фрис студентка та сӑмах илнӗ.
Симӗссисен «ЭКА» юхӑмӗпе республикӑн Наци вулавӑшӗ пӗлтӗр тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Пӗрле пулса вӗсем ҫутҫанталӑк тусӗсем валли пухусем, тӗлпулусем, экофестиваль ирттернӗ. Ырӑ йӑлана кӑҫал та малалла тӑсасшӑн.
«ЭКА» юхӑм пӗрлешӳрисем этемӗн ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнура тата килӗшӳре пурӑнмалли ӑнланакан ҫынсем теҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн членӗсем пӗлтӗр йывӑҫсем лартма, тавралӑха тирпейлеме хутшӑннӑ. 300-е яхӑн ҫын кӗреҫепе тухса 55 пин хыр хунавӗ лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра юхӑмӑн территорири штабӗсене 13 районта уҫнӑ. Унта аслисем те, шкул ачисем те кӗреҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнче вара ЭКОволонтерсен шкулне йӗркелесшӗн. Вӑл юнкунсерен ӗҫлӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ.
Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ.
«2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ.
Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ.
Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ.
Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн электронлӑ вулавӑшӗ те хайлавсемпе пуянланса пырать. Вӗсен сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть унта 500-мӗш хайлав кун ҫути курнӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкул директорӗ пулнӑ Н.П.Петров ҫырнӑ «Марионеткӑсем» сӑвӑ. Сайт хыпарланӑ тӑрӑх Николай Петровӑн сӑввисен шучӗ те вулавӑшра 78-а ҫитнӗ. Ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илес пулсан унта Николай Карайӑн чи нумаййи иккен — вулавӑшра унӑн 96 хайлавне тупма пулать. Сӑвӑ-калав йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн Гурий Дубов йышӑнать, электронлӑ вулавӑшра унӑн 69 сӑвви вырнаҫнӑ.
Паллах, Нестор Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе кӗрекен ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫӑн хайлавӗсемпе те паллашма пулать. Вулама юратакансем кунта Леонид Антоновӑн, Юрий Сементерӗн, Георгий Туслин, Лука Семеновӑн, Николай Ершов-Янгерӑн, Валентина Рудниковӑн, Галина Макаровӑн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункайӑн, Галина Ҫуткӳлӗн пултарулӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» гарелейинче «Халӑха юратса» курав ӗҫлет — Тимӗр Акташ журналист хыпарланӑ тӑрӑх ӑна Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ.
Ӳнерҫӗсем курав лаптӑкӗ пӗчӗк пулнипе пӑшӑрханчӗс пулин те унта чылай кӑсӑклӑ ӗҫ вырнаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене Праски Витти, Николай Енилин, Петӗр Пупин (ҫак кунсенче юбилей паллӑ турӗ), Владимир Агеев, Юрий Матросов, Владислав Зотиков, Валентин Фёдоров, Владимир Шведов, Людмила Балтаева, Арина Перцева, Валентина Илем тата ыттисем тӑратнӑ.
Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ку курава Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерствинчен Сергей Казаков ҫеҫ килнӗ, анчах сӑмах тухса каламан. Ӳнерҫӗсене салам сӑмахӗпе наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Михайловна Старикова саламланӑ.
Пӗлме: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхне кӗрекен ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнӗ чӑвашлӑх теми ҫине таянса ӗҫлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ вӗсен ӗҫне ырламан пулин те ҫӗнӗ ӳнер пӗрлӗхӗ хӑйӗн ятне паянхи куна таран илсе ҫитернӗ. Такӑнтаракансем чылай пулнӑ пулин те Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать: тӑтӑш куравсем ирттерет, ҫав шутра чикӗ леш енче те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |