Чӑваш Енре пӗр талӑкра ҫичӗ хутчен пушар алхаснӑ. Улатӑр хулинче, Вӑрнар тата Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чух инкек тухнӑ.
Пӳрт-ҫурт ҫуннӑ тӗслӗхсем те пур. Канаш районӗнчи Матькасси ялӗнчи Ҫӗнтерӳ урамӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пушар алхасма тытӑннӑ. Мунча, пурӑнмалли ҫурт, хуралтӑсем кӗлленнӗ, кӳршӗсен ҫурчӗ сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шешкенер ялӗнче пушарта мунча ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ирхи 5 сехет тӗлӗнче Шупашкарти коллективлӑ пахчасенчен пӗринче дача ҫурчӗ хыпса илнӗ.
Ӗнерех Ҫӗрпӳ хулинче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре унти Чапаев урамӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ.
Шупашкарта экскаватор хыпса илнӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорткомплексӗ патӗнче ларнӑ. Пушар эрнекун ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм техникӑна сиенленӗ.
Эрнекун каҫхине тепӗр пушар Вӑрмар районӗнче тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» унти Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче ташланӑ. 2018 ҫулта туса кӑларнӑ «KIA Rio» машина гаражра ларнӑ. Гаражри машинӑпа пӗрлех хуҫалӑхри хуралтӑсем ҫуннӑ. Ҫулӑм 150 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пӳрте ҫулӑмран ҫӑлса хӑварнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар электрооборудование ҫыхӑнтарнӑ чух йӑнӑшнине пула тухнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Именкасси ялӗнче пулса иртнӗ ку инкек.
39 ҫулти арҫын вырӑнти фермер патӗнче тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тракторпа ҫӳреме ирӗк пулман пулин те вӑл ун рулӗ умне ларнӑ. Ҫав самантра вӑл ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Трактор алтӑрӑпе ӑна ҫурт ҫумне хӗстерсе хунӑ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.
Трактор рулӗ умне ларнӑ арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑй айӑпне йышӑннине, инкекшӗн саплаштарнине шута илсе суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫын пурнӑҫне татнӑ правасӑр тракториста 40 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Ӗҫе кайса суранланакансен йышӗ пирӗн республикӑра кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче уйӑхӗсенче чакнӑ. Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,5 процент сахалрах.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 105 ҫын ӗҫе кайсан шар курнӑ, 66-шӗ ҫӑмӑллӑн суранланнӑ, 22-ӗшӗ— йывӑр, 17-шӗ вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхра 116 ҫын аманнӑ. Кӑҫал шар курнисенчен 71-шӗ — арҫынсем, 34-шӗ — хӗрарӑмсем.
Инкексем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнипе (34 тӗслӗх, е 32,4 процент), япала пырса ҫапӑннипе е машина пырса кӗнипе (24 тӗслӗх, е 22,9 процент), ҫул-йӗр ҫинчи пӑтармахсемпе (11 тӗслӗх, е 10,5 процент) тата ытти сӑлтавпа пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнче ирхи 2 сехетре икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ тата унӑн хӗрӗ вилнӗ.
«Мускав-Ӗпхӳ» трассӑпа пыракан Мускав ҫынни «Volvo S60» автомашинӑпа Чулхула енне кайнӑ. Вӑл хӑй умӗнче пыракан «LADA GRANTA» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗшӗ те ҫул айккине тухса кайнӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра Курган облаҫӗнчи ҫынсем пулнӑ. 47 ҫулти водитель тата унӑн хыҫалти ларкӑч ҫинчи ларса пынӑ 23 ҫулти хӗрӗ вырӑнтах вилнӗ. Арҫыннӑн мӑшӑрӗпе вӗсен 10 ҫулти ывӑлӗ аманнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗ ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкар хулинчи кӳлмек енне аннӑ ҫӗрте паян машина тӳнсе кайнӑ. Пирогов урамӗ енчен Крылов академик урамӗпе «Каскад» енне кайнӑ чухне пӗчӗк грузовик икӗ кроссоверпа пырса ҫапӑннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк тонна тиекен «Hyundai» машина ҫул пӑрӑнчӑкӗнче хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл икӗ машинӑпа: «Hyundai Tucson» тата «SsangYong» – ҫапӑннӑ.
Инкекре никам та шар курман. Водительсем пурте урӑ пулнӑ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ машинӑпа кӑмпа пулнӑ.
ҪУР | 16 |
Паян, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 25 минутра Тӗп почтамт умӗнче пулса иртнӗ. Машина юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Шалти ӗҫсен министерстви Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Муркаш районӗнчи 27 ҫулти ҫамрӑк арҫын пулнӑ. Инкекре Шупашкарти 29 ҫулти хӗрарӑмпа 28 ҫулти арҫын аманнӑ.
Сарӑмсӑрлӑх сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗрисем ют хулари тӑванӗсене кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Калаҫнӑ май ҫакскер ҫемье хӑнасене кӗтнине ӑнланса илнӗ.
Кӑштахран ҫав ҫын каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл пӑлханчӑк сасӑпа калаҫнӑ. Хулана кӗнӗ чухне ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне лекнине пӗлтернӗ. Руль умӗнче пынӑ чух телефонпа калаҫнӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Кӗҫех вӑл патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне телефона тыттарнӑ. Лешӗ хӑйӗнпе «лайӑх калаҫсан» видеорегистратор ҫинче ҫырӑннине хуратма шантарнӑ. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ. «ПАИ ӗҫченӗ» карас телефонӗ ҫине 8 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ.
Шупашкар арҫынни арӑмне тӑванӗсем патне тепӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӗсем чиперех иккен.
Пӑтӑрмах пирки арҫын пакунлисене пӗлтернӗ. Шанкӑравлакансем Краснодар тӑрӑхӗнчен пулни паллӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Атӑльял тӗлӗнчи «Три дуба» (чӑв. Виҫӗ юман) дачӑсен юлташлӑхӗ тӗлӗнче чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Унта катер путма пуҫланӑ. Усал хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
«Амур» катер ҫинче аслисем тӑватӑ ҫын тата икӗ ача (ҫичӗ ҫулти арҫын ачапа виҫӗ ҫулти хӗрача) пулнӑ. Катер пӑрӑннӑ чухне чалӑшса кайнӑ.
Путма пуҫланӑ катер ҫинчи ҫынсем патне ҫӑлавҫӑсем васкаса ҫитнӗ.
Катер ҫинче 72 ҫулхи хӗрарӑм та пулнӑ. Пӑлханса ӳкнӗскере тухтӑрсен пулӑшма тивнӗ.
Катер ҫинчи пӗр ҫын та путман. Кашниех таса та сывӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем улттӑшне те ҫыран хӗрне кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |