Чӑваш Енре сунарҫӑсен феститвалӗ иртӗ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ. Мероприятие республика шайӗнче уҫҫӑн ирттерме палӑртнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнайӗ. Сунарҫӑсем ҫеҫ мар, туристсем те ҫитсе курайӗҫ.
«Охотники Чувашии - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем - 2019) фествиале хутшӑнас тесен сунар билечӗ кирлӗ. Ӑмӑртура тӗрлӗ номинаципе тупӑштарӗҫ: кӑвайт чӗртес, шурлӑх урлӑ каҫас, каҫӑ урлӑ иртес, тӗл перес енӗпе. Пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе теори пӗлӗвне, сунарта апат-ҫимӗс пӗҫернине хаклӗҫ.
Фестивальте сунар йыттисен, сунарта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр куравӗсем ӗҫлӗҫ. Сӑн ӳкерӗнмелли лапамсем йӗркелӗҫ. Интерактивлӑ лапамсем ӗҫлӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.
Сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Йӑлӑмра 12 сехетре уҫӑлӗ.
Сӑмах май, ку мероприятие ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Анчах тем сӑлтава пула ун чух вӑл пулман.
Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ хӗрарӑм Йӑлӑма кӑмпа патне кайса ҫӗтсе кайнӑ. Малтан вӗсем ҫырла уҫланкине асӑрханӑ, унтан кӑмпа татнӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан ниҫта кайма аптӑраса кайнӑ. Ҫул ҫухатнине ӑнлансан вӗсенчен пӗри «112» номерпе шӑнкӑравланӑ.
Инкек пирки ҫӑлавҫӑсем ЧР Шалти ӗҫсен министерствин полицин Сосновкӑри пунктне пӗлтернӗ. Япӑх хыпара илтсен полицин участокри уполномоченнӑйӗ Сергей Ильин вӑрмана ҫул тытнӑ.
Ҫӗтсе кайнӑ кӑмпаҫӑсене вӑл 3 сехет ытла шыранӑ. Хӗрарӑмсем Октябрьски поселок патӗнчен кӗрсе кайнӑ иккен. Хӗрарӑмсем ҫав вырӑнтан 40 километрта пулнӑ. Пакунлӑ ҫын кӑмпаҫӑсене ҫине тӑрса шырани усса кайнӑ — ҫӗтсе кайнӑскерсене каҫ пуличчен асӑрхама пултарнӑ.
Пӗрремӗш пӗлӗвӗпе Сергей Ильин, сӑмах май, – вӑрман мастерӗ.
Паян Таиландӑн тӗп хулинче, Бангкокра, «Тӗнче пики» пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Йӑлӑм хӗрӗ Юлия Полячихина хутшӑннӑ. Вӑл малтан «Раҫҫей пики» ята тивӗҫнӗччӗ. Ҫӗршыври конкурсра мала тухнипе хавхаланнӑ пике ҫине тӑрсах малалла хатӗрленнӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнче журналиста вӗренекенскер тӗнче шайӗнчи конкурс валли акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса ӑша хывма тытӑннӑ. Хӗр кӑҫалхи ҫуркунне республикӑри хаҫат-журналта, телевидени-радиора пулнӑччӗ.
«Тӗнче пики» конкурсра Раҫҫей пики, пирӗн ентешӗмӗр ҫурма финала лекеймен. Европа регионӗнчен унта Польша, Бельги, Великобритани, Венгри тата Ирланди хӗрӗсем кӗнӗ.
«Тӗнче пики» конкурсра Филиппин хӗрӗ Катриона Грэй мала тухнӑ.
Чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен Ая (тулли ячӗ: Аяран) ятлӑ хӗр ҫурални пирки хыпарланӑччӗ. Никитӑпа мӑшӑрӗ Анастасия пӗчӗкскерпе похода кайса килнӗ. Палӑртмалла: Аяран 1 уйӑхра кӑна-ха.
Вӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче похода кайнӑ, Атӑл леш енче — Йӑлӑмра — каннӑ. Велосипедпа ҫула тухайман, ача-пӑча велоприцепӗ пулман-мӗн. Ҫавна май унта вӗсем трамвайчикпа ҫитнӗ.
Мӑшӑр тата Ая Уйӑх хупланнине сӑнанӑ. Никита хӗрӗ Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрни пирки каласа панӑ. Каялла Шупашкара вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче таврӑннӑ.
Никита ку кӗркунне Настьӑпа тата Аяранпа Европӑна ҫула тухасшӑн. Маршрут хатӗрлесси тата ача-пӑча велоприцепӗ илесси ҫеҫ юлать. «Малашне – кам пӗлет? Тен, Африкӑна е урӑх континента кайӑпӑр. Эпир пӗр чарӑнмасӑр кайма хатӗр», — ҫырнӑ Никита.
Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.
Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.
Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Паян Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пуҫаруллӑ пулнишӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттернишӗн тав тунӑ. Мероприятисене ирттерсе "пӗр-пӗрин чун-чӗрине хӗмлентернине" палӑртнӑ. Вӗренӳ форумне пухӑннӑ ҫамрӑксене хастарлӑхшӑн ырланӑ май Михаил Игнатьев унта юлташ-хӗрсемпе савнӑ хӗрсем (вырӑсла цитатӑласа каласан, «подружка» тата «невеста») тупма ырӑ суннӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин членӗ, «Хастар ҫамрӑксен союзӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Станислав Трофимов вара мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тав туса сӑмах каланӑ.
Шупашкарти вӑрманта, Ҫурҫӗр поселокӗ хыҫӗнче, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӗсем ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 1954 тата 1956 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман. Вӗсене полицейскисем тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине шырама тухнӑ.
Шел те, вӗсене тупайман. Хӗрарӑмсене паян та шыранӑ, вӑрманти кашни ҫырма-ҫатрана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Ватӑскерсене малалла шырӗҫ.
Кӑмпа пуҫтармалли вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш Енре пӗр хӗрарӑм вӑрмана кайсан киле таврӑнман.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче виҫӗ хӗрарӑм Атӑл леш енне — Йӑлӑма — кӑмпа татма кайнӑ. Ҫав кун вӗсенчен пӗри киле таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна талӑкран тупнӑ, анчах кун пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтермен.
Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем вара хӗрарӑма малалла шыранӑ. Кӑлӑхах.
Хӗрарӑм ҫӗрӗпех вӑрманта пӗччен пулнӑ. Ӑна аппӑшӗпе тӑванӗсем шыраса тупнӑ. Кирлӗ ҫӗре кун пирки пӗлтерменрен ҫӑлавҫӑсем темиҫе сехет ахалех вӑрмана ухтарнӑ.
МЧС вӑрманта асӑрхануллӑ пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Унта кайнӑ чухне пӗрле шӑхлич, телефон илме сӗнеҫҫӗ.
Виҫӗмкунтанпа, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Атӑлӑн тепӗр енне Шупашкарти юханшыв портӗнчен теплоходсем ҫӳреме чарӑннӑ. Капла йышӑну «Шупашкар—Сосновка поселокӗ—Шупашкар» тата «Шупашкар—Сулахай ҫыранти пляж—Шупашкар» маршрутсене пырса тивнӗ.
«Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществи ырӑ хыпар та пӗлтернӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнчен «Куславкка—Волжск—Куславкка» линипе пассажирсене турттарассине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, ку маршрутпа теплоход ҫӳреме чарӑннӑ. Ҫапла тума Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗ килӗшӳ тусах татӑлнӑ-мӗн. Енсем килӗшнипе теплоходсем ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 7-мӗшӗ таран ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтра 11,5 пин ытларах ҫынна пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре илсе ҫитернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ.
Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра.
Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла.
Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |